Ҫӗнӗ Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкул
Ҫӗнӗ Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкул — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ учрежденийӗ.
Тулли ячӗ: Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан муниципаллă бюджет вĕренӳ учрежденийĕ «Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 20-мĕш вăтам шкул»
Адресӗ: 429960, Чӑваш Республики, Ҫӗнӗ Шупашкар хули, 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗ, 41-мӗш ҫурт[1].
Историйӗ
20-мӗш шкул Ҫӗнӗ Шупашкарта 1997 ҫулта уҫӑлнӑ. [2].
Хальхи вӑхӑт
Шкул директорӗ — Матвеев Александр Иванович[3].
2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 20-мĕш вăтам шкулӗ ҫумӗнче шкул ҫулне ҫитменнисене вӗрентмелли уйрӑм уҫнӑ.
Ача пахчин адресӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Интернационалист воинсен урамӗ, 51-мӗш ҫурт.
Музей
Шкулта паллӑ чӑваш поэчӗн Митта Ваҫлейӗн музейӗ пур.
Ӑнлантарусем
- ^ https://yandex.ru/maps/org/srednyaya_obshcheobrazovatelnaya_shkola_20_imeni_v_mitty/1080388039/?ll=47.441423%2C56.110485&z=16
- ^ https://www.cheboksary.ru/education/79252_novocheboksarskaja_shkola_n20_otmetila_20-letnij_jubilej.htm?ysclid=m3sdrq70o4574741523
- ^ https://sosh20-nowch.edu21.cap.ru/structure/admin/employee/63b99953-6ef4-439b-8c5e-837b9e95d943/