Криков Аркадий Максимович

Аркадий Максимович Криков (1934 çулхи ака, 15, Чăваш Енри Элӗк районӗнчи Хитекушкăнь ялĕ) — инженер, техника ăслăхĕсен тухтăрĕ[1]

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1934 çулхи акан 15-мĕшĕнче Чăваш Енри Элӗк районӗнчи Хитекушкăнь ялĕнче çĕр ĕçчен çемьинче çуралнă. Тавăтри çичĕ çул вĕренмелли шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Çĕрпӳри ялхуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, техник-механик ăстаçăлăхне алла илнĕ. Тăван районах таврăнать. Элĕк МТСĕнче механикра ĕслеме тытăнать.

Çар хĕсмечĕ унăн авиации çăр пайĕнче иртет. Вăл — самолёт механикĕ. Хĕсмет вăхăчĕ тухсан А. Криков Çĕн Çĕпĕр облаçĕнчи пĕр колхозра, унтан совхозра механикра ĕçлет. Çĕн Çĕпĕр ялхуçалăх институчĕн кăнтăрлахи уйрăмне вĕренме кĕрет. Икĕ çул çурăран кĕрет мар йĕркепе вĕренме куçать. Купино хулинчи механика савутĕнче аслă ăста, конструктор, аслă технолог ĕç вырăнĕнче тăрăшать.

1976 çулта Çĕпĕрти ялхуçалăха механизацилес тата электрофикацилес енĕпе ĕслекен тĕпчев институчĕн аспирантурине пĕлӳ пухма кĕнĕ. Ялхуçалăх машинисене юсаса çĕнетес енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕртсе диссертаци хайласа 1979 çулта ăнăçлă хӳтелет, техника ăслăхĕсен кандидачĕ пулса тăрать.

Тырпул турттарассине паток меслечĕпе йĕркелес, çавна май çухатусене чакарас ыйтупа уйрăмах çине тăрса ĕçлет вăл.

1990 çулхи ака уйăхĕнче А. М Криков техника ăслăхĕсен тухтарĕ пулма тивĕç пулать.

Чыслани

  • ВДНХ бронза медалĕ (2 хутчен)
  • ВАСХНИЛăн Çĕпĕрти уйрамĕн Кĕçĕн академийĕн деканĕ.

Ӗçĕсем

  • Криков А. М., Волков А. Н., "Макро-ЭВМ в сельскохозяйственном производстве", 1987, Мускав.

Пурĕпе 150 ытла кĕнекепе брошюра çырса кăларнă.

Вуламалли

Ӑнлантарусем

Каçăсем