Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ

Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ (выр. Новосибирская область) — Çĕпĕр Федераллă округа кĕрекен Раççей облаçĕ.

Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ Анăç Çĕпĕр тӳремĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Çурçĕр енчи чикки Томск облаçĕпе, анăç енчи — Омск облаçĕпе, кăнтăр енчи — Алтай Енĕпе, тухăç енчи — Кемӗр облаҫӗпе юнашар иртет. Кăнтăр-хĕвеланăç енчи чикки Казахстан патшалăхĕн çумĕпе вырнаçнă.

Облаçĕн тĕп юханшывĕсем — Обь тата Омь.

Халăх йышĕ

Облаçре пурĕ 2 692 251 çын пурăнать.

Облаçри чăвашсен йышĕ — 4 147 (2002) çын.

Пайланăвĕ

Область 30 район çине пайланать. Çĕнĕ Çĕпĕрпе Бердск хулисем облаçе пăхăнаççĕ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем