Калининград облаçĕ
Калининград облаçĕ (Янтарь Енĕ), — Раççей Патшалăхĕн хĕвеланăç енче вырнаçнă облаç. Çурçĕр-Анăç Федераци тăрăхне кĕрет, Польшăпа тата Литвапа юнашар вырнаçнă. 1945 çулчен Германин Хĕвел тухăç Пруссин (ним. Ostpreußen) пайĕ пулнă. Тĕп хули Кёнигсберг ятлă пулнă.
Лаптăкĕ 15100 км2(Куршпе Калининград кӳлмекĕсене шутламасассăн 13,3 пин км2 танлашать). Халăх йышĕ 955 281 çын (2002). Кĕпернетĕрĕ - Георгий Боос. Вăхăт тăрăхĕ: ГВ +02.00.
Кун-çулĕ
Калининградри чăвашсем
2002 перепись тăрăх Калининград облаçĕнче 2027 чăваш пурăнать.[1] Чăваш пĕрлешĕвне регистрациленĕ. Ячĕ - Калининград облаçĕнчи чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ. Кантурĕ Гвардейск хулинче вырнаçнă.
Хуласем
Каçăсем
- Администраци сайчĕ 2007 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Калининград облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |