Белгород облаҫӗ

Белгород облаҫӗ - Раҫҫейри чи ҫамрӑк регионсенчен пӗри. Вӑл Раҫҫей Федерацин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Вăтаҫӗр федераци округӗн (ЦФО) йышне кӗрет. Облаҫ лаптӑкӗ — 27 пин тв. км. (РФ территорийӗнчен 0,2%). Кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче Вӑл Луганск Халӑх Республикипе, Украинăри Харьков тата Сума облаҫӗсемпе чикӗленет, ҫурҫӗрпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче - Курск, хӗвелтухӑҫӗнче - Воронеж облаҫӗсемпе чикӗленет. Чикӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ - 1150 ҫухрӑма яхӑн, ҫав шутра Украинӑпа - 540 км. Облаҫ йышне 212 муниципалитет виҫи, 9 хула тăрăхĕ, 13 муниципаллă районӗ, 16 хула тата 174 ял хутлăхĕ кӗрет. 2021 ҫулхи кăрлачăн 1-мӗшӗнче пурăнан халӑх йышӗ 1531,9 пин ҫын шутланнӑ. Администраци центрĕ - Белгород хули, унта 391,7 пин ҫын пурӑнать, Мускавран 695 километр кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ. Белгорода Тăван Çĕршывăн вӑрҫин I степеньлӗ орденĕпе чысланӑ.

"Пӗрремӗш салют хули" теççĕ, ăна Раҫҫей Федерацин "Мухтавлă çапăçнă хула" хисеплӗ ята панӑ. [1]

Истори

Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем