Омск облаçĕ
Омск облаçĕ (выр. Омская область) — Çĕпĕр Федераци тăрăхне кĕрекен облаç.
Омск облаçĕ кăнтăр енче Казахстанпа, анăçпа çурçĕр енче Тӗмен облаҫӗпе, хĕвелтухăç енче Çĕн Çĕпĕрпе Томск облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Çутçанталăк
Истори
Облаçе пĕрремĕш хут 1822 çулта М. М. Сперанский реформи вăхăтĕнче йĕркеленĕ. Каярахпа тĕрлĕ ятсем илнĕ:
- 1854 çултанпа — Çĕпĕр кăркăсĕсен облаçĕ;
- 1868 çултанпа — Акмола облаçĕ;
- 1917 çултанпа — Омск облаçĕ;
- 1918 çултанпа — Омск кĕперни.
- 1925 çултанпа — кĕпернене пĕтерсе Çĕпĕр Ене кĕртнĕ;
- 1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче — çĕнĕрен йĕркеленĕ;
Хальхи чиккисем 1943 çултанпа тытăнса тăраççĕ.
Халăх йышĕ
Халăх йышĕнчен 69% хула халăхĕ шутланать. Облаçри халăхăн çурри патнелле Омск хулинче пурăнать.