Ненец автономиллĕ тăрăхĕ
Не́нец автоно́ми тăрăхĕ (нен. Ненэцие" автономной округ’, выр. Ненецкий автономный округ) — Раççей Федерацин субъекчĕ[1][2]. Архангельск облаçĕн Уставĕпе килĕшӳллĕ, çаплах Архангельск облаçне кĕрет, çав вăхăтрах Раççей Федерацин субъекчĕ тата облаç йышĕнчи пайĕ шутланать[3]. Раççей Федерацинче чи сахал йышлă регион.
Ненец автономи тăрăхĕн уставĕпе, тăрăх Раççей Федерацин тулли тивĕç-ирĕклĕ субъекчĕ шутланать, хăйĕн территоринче мĕнпур патшалăх влаçне, çав Раççей Федерацин тивĕç-ирĕк пултармалăхне тата пĕрле тытса пымаллăхне кĕмест пулсан, тытса тăрать[4].
Администраци центрĕ — Нарьян-Мар хули.
Тăрăха 1929 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Ненец тăрăхĕ туса хунă, 1930-1977 çулсенче — Ненец наци тăрăхĕ пулнă, хальхи ячĕ çине 1977 çулта куçарнă. Анăç енче Архангельск облаçĕпе (хăй унăн йышне кĕрет), кăнтăр енче — Коми Республикипе, тухăçра — Ямал-Ненец автономи тăрăхĕпе, çурçĕрте чикĕ Шурă, Баренц тата Кар тинĕс çыранĕсемпе пырать, çавăн пекех тăрăх территорине Архангельск облаçне кĕмен юнашар утравсем те кĕреççĕ. Çаплах тăрăха Коми Республики территоринчи Харута поçолăк кĕрет.
Тăрăхăн пурне те территори Раççей Федерацийĕн Арктика зонинче кĕрĕт[5], тата Аякри Çурçĕрĕн районĕсене тарать[6].
2020 çулхи çу 13-мĕшĕнче Архангельск облаçĕн тата НАТ-н пуçлахĕсем регионсен пĕрлештерни процессĕ пуçланă[7]. Анчах та, 2020 утăн çак процесс тăратнă[8].
Географи
Климат
Халăх
Историйӗ
Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ
Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕпе Ненец автономи тăрăхĕнче[9]:
- 1 хула тăрăх пĕлтерешпе (Нарьян-Мар)
- 1 муниципаллă район (Поляр Лешьен районĕ)
- 1 хула евĕр паççулкă (Искателей Паççулки)
- 17 ялканаш
- 41 ял.
Экономика
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Тельнова Н.О., Мурыгин А.М. и др. . — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия». — Т. 22. Нанонаука - Николай Кавасила. — С. 377—383. — 766 с. — 26 000 экз. — ISBN 978-5-85270-358-3.
- ^ Конституция Российской Федерации. Часть 3. Федеративное устройство. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Устав Архангельской области. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Устав Ненецкого автономного округа / Глава 1. Основы правового статуса округа (ст. ст. 1-7(2)). constitution.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 2 мая 2014 года № 296 «О сухопутных территориях Арктической зоны Российской Федерации» 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ..
- ^ Перечень районов Крайнего Севера и местностей, приравненных к районам [[Крайний Север|Крайнего Севера]], утверждённый постановлением Совета Министров СССР от 10 ноября 1967 года, с исправлениями и дополнениями. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Архангельская область и Ненецкий автономный округ начнут объединение. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Глава НАО заявил об отказе от объединения с Архангельской областью. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Территория и административно-территориальное деление Архангельской области на 1 января 2010 года // Архангельскстат. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
Вуламалли
- Сухановский А. Ф. . — Архангельск: СК-Россия. — 341 с. — (Библиотека печорского края). — 5000 экз. , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчи копийӗ