Мурманск облаҫӗ
Мурманск облаçĕ — Раççей Федерацин Çурçĕр-анăç федераллă округа кĕрекен субъекчĕ.
Географи
Облаç Раççейĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ 144,9 пин çм². Облаçĕн административлă тĕпĕ — Мурманск хули. Облаç Кола ӳрутрвĕнче, Çурçĕр поляр унки леш енче ларать. Кăнтăрта Карели Республикипе чикĕленет, анăçра — Норвегипе тата Финляндипе. Шурă тата Баренц тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Авал тахçан Кола çурутравĕ пĕтĕмпех пăрлăхпа витĕннĕ пулнă, кайран çĕр çинче тарăн йĕрсем хăварса, пăрлăх шуçса тухнă, çавăнпа Мурманск облаçĕнче питĕ нумай шывсем (Варзуга, Умба, Нива, Тулома, чи вăрăмми — Ловозеро, чи анлă лаптăкли — Имандра). Мурманск облаççĕрĕсенче Хибин тăвĕсем пур, унта кашни çул альпинистсем пуçтарăнаççĕ.
Климат
Кăнтăр енче вăтам тинĕслĕ, çурçĕр енче — субарктика климачĕ, ăшă поляр каçĕсем, çулла — поляр кунĕсем.
Çутçанталăкĕ
Пĕтĕм çĕрĕсенче тундра е хутăш тундра-вăрман, кăнтăр енче çеç — çурçĕр тайги. Йывăçсем облаçĕн çурçĕрĕнче карликлă (хурăн тата осина), кунта чăрăш лайăх ӳсет, хырсем тĕл пулаççĕ, тундрăра мăкпа тата лишайника сарса хунă пекех, çырла та нумай: черника, морошка, голубика, брусника тата клюква питĕ сарăлнă. Чĕрчунсем сахалтарах, шыв фауни çĕр çинчирен темĕн тĕрлĕрех. Тилĕсем, куницăсем, горностаи тĕл пулаççĕ, песец, кашкăр та хура упа, лоси и северные олени, пакшасем тата леммингсем нумай.
Кайăксенчен шурă куропаткăна, поляр тăмине, тетеревсене тата глухарсене курма пулать, вăрмансенче снегири, синицы, свиристели пур. Нумай чарлансем, крачексем тата ытти тинĕс кайăкĕсем.
Мурманск облаçĕнче треска, тинĕс окунĕ, палтус, зубатка, камбала, сельдь пуллисене тытаççĕ. Юхханшывсенче форель пур.
Халăхĕ
2005 çулта кунта 872,8 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 6,0 çын/çм² (2005), хуласенче 91,5 % (2005) çын пурăнать.
Истори
Облаçе 1938 çулхи ҫу, 28 йĕркеленĕ.
Хуласем
- Апатиты
- Заполярный
- Кандалакша
- Кировск
- Ковдор
- Кола
- Мончегорск
- Оленегорск
- Полярные Зори
Хупăннă хуласем, посёлксем
- Видяево
- Гаджиево (Скалистый)
- Заозёрск
- Островной
- Полярный
- Североморск
- Снежногорск
Урăх çĕртре кăтартни
- Кола çурутравĕн Туристсен Информаци Тĕпĕ "Колвица-Тур"
- Хибины.ru - Мурманск облаçĕн информаци серверĕ 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мурманск облаçĕн информаци ресурсĕ
- Мурманск облаçĕн Ертĕвĕ. Ӗçтăакан органсен официаллă порталĕ 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- МУРМАНСК ОБЛАÇӖ. Административлă-çĕрсен пайланăвĕ Справочникĕ, 1.01.2005 ç. — каталогĕ 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.