Ванин Фёдор Евграфович
Ванин Фёдор Евграфович (1910, Хитекушкăнь ялĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни (халĕ Чăваш Енĕн Элӗк районӗ) — 1941, Можайск патĕнче, вӑрҫӑ хирӗнче) — чăваш сăвăçи.
Пурнăçĕ
1910 çулта Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.
Нурăсри педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, Элĕк районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ.