Денисов Мефодий Иванович

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Денисов Мефодий Иванович (1922 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ, Кивĕ Чукал, Шăмăршă районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР1998 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманин тата Раҫҫей юрӑҫи (баритон) тата педгогӗ, чӑваш опера театрне никӗслекенсенчен пӗри[1]. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1967).

Биографийӗ

1922 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑва уесӗнче, хальхи Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗ, Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралнӑ. Иван Ефремовичпа Татьяна Алексеевна Денисовсен хресчен ҫемйинче улттӑмӗш ача пулнӑ.

1940 ҫулта ӑна Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ленинград фронтӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Ленинграда хӳтӗленӗ[2] .

Ҫартан демобилизациленсен Сарӑту консерваторийӗнче чӑваш опера студийӗнче К. А. Корзюкова патӗнче вӗреннӗ. Консерваторие пӗтерсен 1951 ҫулта тӑван тӑрӑхне, Чӑваш Енри Шупашкар хулине, таврӑннӑ. 1951 ҫултан пуҫласа 1959 ҫулччен тата 1971 ҫултан пуҫласа 1973 ҫулччен Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солисчӗ пулнӑ, 1959—1971 ҫулсенче — Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн солисчӗ. 1951 ҫултанпа ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти музыка училищинче вӗрентнӗ. Унӑн воспитанникӗсен йышӗнче: Ю. А. Гордеев[3], В. П. Иванов[4], В. Е. Петров[5], М. Ф. Мокшанов[6], К. Я. Пищулин, Н. Ю. Корнишина, Н. И. Каюкова.

Мефодий Ивановичӑн юрӑҫ карьеринче 500 ытла классика хайлавӗ, чӑваш тата ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, ҫавӑн пекех халӑх юррисем пулнӑ. Чӑваш Енри опера сцени ҫинче вӑл ертсе пыракан 20 ытла партие пурнӑҫланӑ. Профессийӗсӗр пуҫне общество ӗҫне те туса пынӑ. Мускавра, Ленинградра, Киевра, Минскра, Горькире (халӗ Чулхула), Чӗмпӗрте Чӑваш АССРӗн Культура кунӗсене ирттерме хутшӑннӑ. СССР Аслӑ Канашӗн VII созывӗн депутачӗ пулнӑ, КПССӑн Шупашкар хула комитечӗн пайташне, ӗҫҫынни депутачӗсен Ленин районӗн Канашӗн депутатне суйланнӑ. М. И. Денисов Пӗтӗм Раҫҫейри театр пӗрлӗхӗн Чӑваш уйрӑмӗн правлени йышне кӗнӗ, унӑн председателӗ пулнӑ.

Мӑшӑрӗ — Зоя Фёдоровна Денисова, вӑл та — юрӑҫ тата педагог[7], унпа Сарӑту консерваторийӗнче паллашнӑ.

1998 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Астӑвӑм

  • Шупашкарти бульвара Мефодий Денисов ятне панӑ; вӑл пурӑннӑ Ильбеков урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[8].
  • Чӑваш тата Раҫҫей радиовӗн фондӗнче вӑл шӑрантарнӑ юрӑсем упранаҫҫӗ. Унӑн юррисене «Мелодия» фирма студийӗнче пластинкӑсем ҫине ҫыртарнӑ.
  • Чӑваш Республикин хальхи истори патшалӑх архивӗнче М. И. Денисовпа ҫыхӑннӑ документсем пур[9].

Наградисем

  • К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1969, Г. Я. Хирбюн «Нарспи» оперӑра Тӑхтаман партине юрланӑшӑн)[1],
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1954 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗ),
  • Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1962 ҫулхи акан 3-мӗшӗ),
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1967 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ).
  • II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, ҫавӑн пекех медальсемпе чысланӑ, вӗсен йышӗнче — «Ленинградана хӳтӗленӗшӗн» тата «1941—1945 ҫ. ҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн».
  • РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хутне тивӗҫнӗ (1960 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 К 90-летию со дня рождения заслуженного артиста России, народного артиста Чувашии Мефодия Ивановича Денисова. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ Память народа. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ Гордеев Юрий Александрович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  4. ^ ИВАНОВ Валерий Павлович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ ПЕТРОВ Виталий Егорович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  6. ^ Мокшанов Михаил Федорович — оперный певец, заслуженный артист ЧР. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  7. ^ ДЕНИСОВА Зоя Фёдоровна. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  8. ^ Памятная доска М. И. Денисову. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  9. ^ Денисов Мефодий Иванович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем