Васильев Фёдор Семёнович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Фёдор Васильев
1416661197 12-vasiliev fs.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ Васильев Фёдор Семёнович
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1887 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ
Ҫуралнӑ вырӑн Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни (халĕ Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялĕ), Чӑваш АО,
СССР
Вилнӗ вӑхӑт 2000 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ
Вилнӗ вырӑн Шупашкар, Чăваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ
Патшалӑх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Flag of Russia.svg РФ
Профессисем композитор,дирижёр,музыка педагогӗ
Жанрсем классикӑллӑ музыка
Наградӑсем
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1960), К. В. Иванов ячĕллĕ ЧАССР патшалăх премийӗ (1976)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Васильев Фёдор Семёнович (1920 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Уҫӑпкасси, Чӑваш автономи облаҫӗ2000 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш кӗвӗҫи, педагогӗ, доцент, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1960) К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1976), СССР композиторӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1953), РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1968), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Биографийӗ

Композитор ӗҫ вӑхӑтӗнче

Чӑваш автономи облаҫӗнчи Етӗрне уесӗнчи Уҫӑпкасси ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта Шупашкарти музыка училищин хор дирижированийӗн класӗнчен вӗренсе тухнӑ[1]. Училище пӗтернӗ тӗле чӑваш халӑх кӗввисене тӗпе хурса ҫырнӑ юрӑсемпе хайлавсен авторӗ пулнӑ[2]. Ф.С. Васильева Владимир Кривоносов тата Степан Максимов композиторсем вӗрентнӗ[3].

Ф.С. Васильев Шупашкарти Пионерсен ҫуртӗнче халӑх инструменчӗсен хорӗпе оркестрӗн дирижёрӗнче ӗҫленӗ. 1941 ҫулта чи лайӑх хӳтӗлев юррисен республика конкурсне хутшӑннӑ, унта И. Н. Ивник сӑмахӗсемпе ҫырнӑ «Уяв юррипе» — пӗрремӗш премие, И. С. Тукташ сӑмахӗсеме хайланӑ «Шанчӑ хуралҫи» юрӑшӑн иккӗмӗш премие тивӗҫнӗ. 1942 ҫулччен вӑл Чӑваш юрӑпа ташӑ ансамблӗн хормейстерӗ пулнӑ. ӑна Ленинградри консерваторин дирижёрпа хор факультетне вӗренме илнӗ, анчах чире пула вӑл Шупашкара таврӑннӑ[4].

1943 ҫултанпа — КПСС пайташӗ[5]. 1946—1949 ҫулсенче Ф. С. Васильев Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн музыка пайӗн заведующийӗ пулнӑ, театр валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ҫавӑн чухнех унӑн паллӑ хайлавӗ — Я. Г. Ухсай сӑввипе кӗвӗленӗ «Хӑюсӑр каччӑ» юрӑ — ҫуралнӑ.

1949 ҫулта Хусан консерваторийӗн теорипе композитор факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Сочинени класне вӑл паллӑ совет мусӑкҫи, РСФСР халӑх артисчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Мускав консерваторийӗн профессорӗ А.С. Леман патӗнче вӗреннӗ[6]. Вӑл Хусанта та вӗрентнӗ.

1954 ҫулта композитора Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине ӗҫлеме чӗннӗ. 1962—1967 ҫулсенче вӑл училищӗне ертсе пынӑ.

1970—1981 ҫулсенче Ф.С. Васильев Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультетӗнче вӗрентнӗ (кафедра заведующийӗ, доцент пулнӑ). 1977—1982 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн композиторсен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗ пулнӑ[7].

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни

ФС. Васильев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра пулнӑ (1942–1945), Украинӑна, Польшӑна, Чехословакие ирӗке кӑларнӑ, Берлина штурмланӑ ҫӗре хутшӑннӑ, старшина званийӗпе таврӑннӑ.

Вӑрҫӑ пуҫлансан Ф.С. Васильев фронта каяссишӗн ҫуннӑ, анчах куҫӗ япӑх курнипе ӑна илмен. Анчах каччӑ хӑйӗн I тата II степень «Ворошилов стрелкӗн» икӗ паллине кӑтартса комиссие ӗнентерме пултарнӑ. Чылай кӗтнӗ повестка 1942 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче ҫӗрле килнӗ. 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче фронта эшелонпа кайнӑ чухне вӑл бомбӑсем айне лекнӗ — пуйӑс вакунӗсенчен пӗри йӑлтах арканнӑ. Мускав ҫывӑхӗнчи Можайск патӗнче ҫамрӑк боеца мотострелоксен 3-мӗш дивизийӗн музыка взводне янӑ. Вӑл Мускав тата Орел патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Украинӑна, Польшӑна, Чехословакие ирӗке кӑларнӑ, Берлина штурмланӑ ҫӗре хутшӑннӑ[8].

Тӑван тӑрӑхне композитор старшина званийӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗн ячӗпе таврӑннӑ. Ҫавӑн пекех ӑна 12 медальпе чысланӑ, вӗсен йышӗнче — «Паттӑрлӑхшӑн» тата «Ҫарти паллӑ ӗҫсемшӗн» медальсем. Вӑрҫӑ Ф.С. Васильев пултарулӑхӗнче йӗр хӑвармасӑр иртеймен, чылай хайлавне вӑл ӑна халалланӑ: Чӑваш АССРӗн К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине тивӗҫнӗ «Фронт эскизӗсем», «Пуҫ хунӑ юлташ пирки ҫырнӑ баллада», «Ҫар симфонийӗ» тата ыттисем[9].

Пултарулӑхӗ

Композитор пултарулӑхӗнче музыка театрӗ тата хор коллективӗсем валли ҫырнӑ сочиненисем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарта вӑл А. С. Леман профессор класӗнче вӗреннӗ чухнех ҫырма пуҫланӑ «Шывармань» оперӑна вӗҫленӗ. Премьерӑра унӑн юратнӑ преподавателӗ пулнӑ, вӑл оперӑна наци шедеврӗ тесе палӑртнӑ. «Шывармань» — А. Е. Алган ҫавӑн пекех ятлӑ поэмипе хайланӑ виҫӗ пайлӑ, пилӗк картинӑллӑ, прологлӑ тата интермедиллӗ опера. Ӑна 1957 ҫулта ҫырнӑ. Либретти — А.Е. Алган. Сюжетри ӗҫсем 1905 ҫулхи революци умӗн чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Юрӑ-кӗвӗ чӗлхин никӗсӗнче —халӑх юррисен интонацийӗсем[10][11].

Иккӗмӗш оперӑна «Хамӑръяла» та А. Е. Алга либреттипе ҫырнӑ (ӑна 1962 ҫулта лартнӑ, режиссёрӗ — Б.С. Марков). Композитор сцена ҫине хальхи паттӑрсене илсе тухнӑ. Конфликтлӑ лару-тӑру сцена аталанӑвӗ валли сӑлтав пулнӑ, анчах опера драматургийӗ пулсах ҫитеймен. Унӑн хаклӑхӗ — халӑх юррисен йӑлисемпе ӑста ҫырнӑ темиҫе хор эпизодӗнче[12][10].

Васильевӑн тепӗр икӗ балечӗ те репертура кӗнӗ: «Сарпике» (1970, Е. Н. Никитин либретти) тата «Арҫури» (1974, хӑйӗн либретти). Хор, солист , симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ «Слакпуҫ юррисем» тата «Фронт эскизӗсем» хор ярӑмӗ те (А.И. Лукашин сӑввисем) ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ. Васильева юрӑ ҫырма А. Е. Алган, К. В. Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Ю. С. Сементерӗн, А.С. Артемьевӑн поэзийӗ илӗртнӗ. Унӑн ултӑ юрӑ пуххи пичетленсе тухнӑ. Фёдор Васильев — «Анаткасра» (1976) музыка камичӗн, «Саманара», «Ленин Атӑл ҫинче» ораторисен, «Тӑван халӑха», «Пионерсен лагерӗнче» кантатӑсен,«Чӑваш Ен» вокалпа симфони поэмин, «Айтар»» симфони поэми, тӗрлӗ инструмент валли ҫырнӑ пьесӑсен авторӗ[4].

Хайлавӗсем:

  • «Шывармань» опера (унӑн премьерипе 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енри музыка театрӗ ҫуралнӑ)
  • «Хамӑръял» опера
  • «Чемень» опера
  • «Пӳрнеске» опера (Ача-пӑча опери; Мальчик с пальчик)
  • «Самана» оратори (Октябрь тапхӑрӗ)
  • «Тӑван халӑха» кантата
  • «Сарпике» балет (премьера 1970 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче пулнӑ, ҫавӑн чухне пӗрремӗш чӑваш наци балечӗ ҫуралнӑ)
  • «Арҫури» балет
  • «Вӑрман ачисем» балет»
  • «Анаткасра» музыка камичӗ
  • «Тӑван колхозра» оркестр сюити
  • «Фронт эскизӗсем» сюита
  • «Чӑваш Ен» вокалпа симфони поэми
  • «Айтар» симфони поэми

«Сарпике»

«Сарпике» — сцена ҫине кӑларнӑ пӗрремӗш чӑваш балечӗ. Либреттана Ефим Никитин юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ. Унта наци символики вӑйлӑ палӑрать[13]. Чӑваш композиторӗ Ф. Васильев балет валли ҫырнӑ музыка наци кӗввисене «ҫӑтнӑ». Вӑл чуна пырса тивет, поэзи тата лирика картинисенче сӑнарлӑн палӑрать, халӑх сценисенче чарусӑр хаваслӑ тата харсӑр, усал вӑйсене кӑтартнӑ чухне гротесклӑ.

Наградӑсем

Астӑвӑм

  • 2010 ҫулта Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулне Ф. С. Васильев ятне панӑ.
  • Вӑл пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫурт ҫине (Шупашкарти Анисимов урамӗнчи 8-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Васильев Фёдор Семёнович. Тĕрĕсленĕ 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  2. ^ Международный день музыки, приуроченный 95-летию со дня рождения Ф.С. Васильева. Моргаушский муниципальный округ (5 Юпа уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  3. ^ Театральные музеи и архивы России и Русского зарубежья (выр.). theatre-museum.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  4. ^ 1, 2 Васильев Фёдор Семёнович. chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  5. ^ Васильев Фёдор Семёнович // Театральная энциклопедия / под ред. С. С. Мокульского. — М.: Советская энциклопедия, 1961. — Т. 1.
  6. ^ Фотомарафон «100-летие ТАССР»: на экзамене в Казанской консерватории, 1950-е (выр.). m.realnoevremya.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  7. ^ Люди труда - гордость Чувашии. giachr-ext.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  8. ^ Первый во всем — Советская Чувашия(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  9. ^ К 70-летию Великой Победы: чувашский музыкант-фронтовик Федор Васильев. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (16 Чӳк уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  10. ^ 1, 2 Жизнь, всецело отданная театру (2024-02-24). Тĕрĕсленĕ 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  11. ^ Ильина С.В. «Шывармань» (Водяная мельница). Электронная Чувашская энциклопедия, enc.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2017.
  12. ^ Состоялась хоровая ассамблея, посвящённая 95-летию со дня рождения заслуженного деятеля искусств России и Чувашии композитора Фёдора Васильева. Тĕрĕсленĕ 1 Ака уйӑхӗн 2025.
  13. ^ Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики » Сарпиге. gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2017.

Вуламалли

  • Илюхин, Ю. Илемлĕ кĕвĕ ăстисем / Ю. Илюхин // Ялав. — 1999. — № 2. — С. 85-87.
  • Илюхин, Ю. Самана юрăçи / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. — 1980. — 5 окт.
  • Илюхин, Ю. Çунатлă кĕвĕсен авторĕ / Ю. Илюхин // Ялав. — 1980. — № 11. — С. 3 (хупл.).
  • Илюхин, Ю. Юрри-кĕввине халăх юратать / Ю. Илюхин // Коммунизм ялавĕ. — 1990. — 4 окт.
  • Краснова, Т. Унӑн ӗҫӗсем — чӑвашлӑх палли / Т. Краснова // Хыпар. — 2010. — 16 юпа. — С. 14.
  • Маркиянов, Г. Пултаруллă композитор / Г. Маркиянов // Вучах. — 1991. — № 36. — С. 1.
  • Михайлова, Г. Музыка — пурнăç илемĕ / Г. Михайлова // Тăван Атăл. — 1980. — № 10. — С. 70-72.
  • Смирнова, Н. Композитор ячӗпе — юрӑ уявӗ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2010. — 3 чӳк. — С. 4.
  • Яковлев, Н. Фёдор Васильев : очерк / Н. Яковлев // Ҫӗнтерӳ ялавĕ (Муркаш р-нĕ). — 1998. — 24 авăн.
  • . Антонова, Г. О чём молчал обычный дом / Г. Антонова // Совет. Чувашия. — 2005. — 7 окт. — С. 2.
  • Васильев Фёдор Семёнович // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 45.
  • Васильев Фёдор Семёнович // Учёные Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2005. — С. 57-58.
  • Васильев Фёдор Семёнович // Учёные Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2010. — С. 71.
  • Васильев, Ф. «Благодарю свою судьбу» / Ф. Васильев; записал Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. — 1995. — 30 сент.
  • Васильев, Ф. Ветераны в строю / Ф. Васильев // Музык. жизнь. — 1985. — № 9. — С. 3.
  • Васильев, Ф. «Пишу то, что у меня в душе звучит» / Ф. Васильев; записала Н. Киргизова // Чăваш ен. — 1995. — 4-11 нояб. (№ 44). — С. 6.
  • Васильев Фёдор Семёнович // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 142—143.
  • Васильев Фёдор Семёнович : [некролог] // Совет. Чувашия. — 2000. — 25 мая.
  • Зайцева, Е. Первый во всем / Е. Зайцева // Совет. Чувашия. — 2010. — 9 нояб. — С. 2.
  • Илюхин, Ю. Восхождение / Ю. Илюхин // Совет. Чувашия. — 1980. — 4 окт.
  • Илюхин, Ю. А. Васильев Фёдор Семёнович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 285—286.
  • Кушкун, А. "Сыграй-ка нам, браток, «Варяга»… / А. Кушкун // Чебоксар. новости. — 1995. — 23 марта.
  • Лукашин, А. Ведь я наконец-то в Москве : [стихотворение] // Лукашин, А. Жизнь в строке и песне / А. Лукашин. — Чебоксары, 1998. — С. 10-11.
  • Тихонов, П. Композитор, которого любят поэты / П. Тихонов // Чебоксар. новости. — 1995. — 10 окт.

Каҫӑсем