Тури Панкли

Тури Панкли, — Чăваш Енĕн Муркаш районӗнчи ял. Ячĕ авалхи чăваш ятĕнчен пулса кайнă.

Тавралăхĕ

Районăн кăнтăр енче вырнаçнă. Шупашкартан 57 çухрăмра, Муркашран 17 çухрăмра ларать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 110 кил пулнă, 285 çын пурăннă. Ялта лавкка пур, газ тата шыв кĕртнĕ. Асфальт çулне сарнă.

Кун-çулĕ

1927 çулчен, уессене пĕтериччен, Хусан кĕпернинчи Етӗрне уесӗн Чăваш Сурăм вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30-мешĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче каллех Элĕк районне, кайран, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Шупашкар районне куçнă. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11-мешĕ хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районĕн йышĕнче.

1859 çулхи справочникре ку ялта 49 кил тесе палăртнă. 1924 çулта ялта 69 кил пулнă, пурĕпе 340 çын пурăннă.

Паллă çынсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем