Кăтра Мишши
Кăтра Мишши | |
Çуралнă вăхăт: | 1911, чӳк, 6 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хусан кĕперни, Муркаш районӗ, Чăваш Ен |
Вилнĕ вăхăт: | 1944, пуш, 6 |
Вилнĕ вырăн: | Тернополь, Украина |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Кăтра Мишши (паспортра: Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич, (Тернополь хули, Украина), — чăваш прозăçи.
1962 çултанпа (вилнĕ хыççăн кĕртнĕ) СССР ÇП пайташĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хелĕ
Кăтра Мишши 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялĕнче çуралнă.
Тивĕшри сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Кайран Шупашкар педагогика техникумĕнче (1932) тата педагогика институтĕнче (1938) пĕлӳ пухнă.
Хĕрлĕ Çарта пулнă.
Ачасене вĕрентнĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ.
1941 çулта хăй ирĕкĕпе фронта кайнă, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
Тернополь хулине ирĕке кăларнă чухне çапăçура вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пĕрремĕш калавне 1932 çулта «Сунтал» журналĕнче пичетленĕ.
1932-1941 çулсенче хаçатсемпе журналсенче вăл çырнă 20 ытла илемлĕ калав пичетленнĕ. Чи паллисем:
- «Парне»;
- «Элек»;
- «Виç алă»;
- «Уйăх ансан»;
- «Татăлнă ĕмĕт»;
- «Сисĕм»;
- «Туслăх»;
Асăрхавсем
Вуламалли
- Юрьев М. И. Вăл пурнăçпа тан утнă. //Ялав, 1996, 6№.
Каçăсем
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Хусан кĕпернинче ҫуралнисем
- Тернопольте вилнисем
- РУВИКИ:Çыравçăсем пирки портретсăр статьясем
- Пайăр çынсем пирки:Чăваш Ен вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш Ен çыравçисем
- 1911 ҫулта ҫуралнисем
- Чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Хусан кĕпернинче çуралнисем
- Пушӑн 6-мӗшӗнче вилнисем
- 1944 ҫулта вилнисем
- Украинăра вилнисем