Асламас Анисим Васильевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Анисим Асламас
Aslamas a v.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ Васильев Анисим Васильевич
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1924 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ(1924-07-24)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 2000 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ(2000-11-02) (76 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Патшалӑх
Профессисем композитор, педагог
Жанрсем опера, балет, оратори, симфониллĕ поэма, романс, юрӑ
Наградӑсем
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ
ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970)
aslamas.com/hp.html

Анисим Васильевич Асламас (1924 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ, Вăрманкас Асламас, Етӗрне уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2000 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раççей композиторĕ[1].

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976).

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаҫӗн Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Етӗрне муниципаллӑ районӗ) Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă.

1937—1941 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ.

1942—1945 çулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче фронта тухса кайнӑ. Брянск, Орёл хулисем патӗнче, Беларуҫре, Хӗвелтухӑҫ Пруссире, Польшӑра, Германире ҫапӑҫнӑ, телефонист-ҫыхӑнтаракан, полкри вӗрсе каламалли кӗвӗ хатӗрӗсен оркестрӗн музыканчӗ (А. Горбатов генерал ертсе пыракан 3-мӗш ҫар йышӗнче) пулнӑ.

1945—1948 ҫулсенче Киев консерваторийĕнче (Б. Н. Лятошинский класĕ), 1955—1960 ҫулсенче Мускав консерваторийĕнче(выр.)чăв. (В. Г. Фере класĕ, 1960 çулта вĕренсе пĕтернĕ) вĕреннĕ.

2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Хайлавсем

Оперăсем:

  • «Священная дубрава» (1960);
  • «Прерванный вальс» (1962);
  • «Сеспель» (Чăваш музыка театрĕнче 1971 çулта лартнă);
  • «Вера Сарьялова» (1970);
  • «Салампи» (1976).

Ораторисем:

  • «Ленин» (1951);
  • «Спасибо Ленину»;
  • «Сказ о Чувашии» (1976).

Вăл çавăн пекех «Нарспи и Сетнер» (Нарспипе Сетнер, 1976) балет, «Памяти поэта» (1956), «Космическая симфония» (1975) вокалпа симфониллĕ поэмăсене çырнă.

Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвӗленӗ, хорсем валли хайлавсем, романссем çырнӑ.

Ҫемье

Анисим Васильевич музыка династине пуҫарса яракан[2]:

  • 1-мӗш арӑмӗ — Нина Карпова.
    • Хӗрӗ — Евгения Анисимовна Королёва (06.08.1951), музыка педагогӗ.
  • 2-мӗш арӑмӗ — Васильева Мария Васильевна юрӑҫӑ.
    • Хӗрӗ — Асламас Татьяна Анисимовна (02.08.1954), концертмейстер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
    • Ывӑлӗ — Асламас Алексей Анисимович (12.05.1959—08.02.2016), музыкант, дирижёр, «Камерата Брно» оркестр ертӳҫи пулнӑ.
      • Кинӗ — Асламас Инна Игоревна, музыкант, Брно консерваторийӗн педагогӗ.
        • Мӑнукӗ — Асламас Алексей Алексеевич, сӗрме купӑсҫӑ, тӗнчери конкурссен лауреачӗ.
        • Мӑнукӗ — Асламас Антон Алексеевич, композитор, тӗнчери конкурссен лауреачӗ, музыка педагогӗ.

Хисепӗсем

  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
  • «Берлина илнӗшӗн» медаль (1945);
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970);
  • РСФСР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ (1974);
  • РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976);
  • Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗ (1984);
  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ (1985)[3].

Астӑвӑм

  • Етӗрне муниципаллӑ округӗн ачасен ӳнер шкулӗ Анисим Асламас ячӗпе хисепленет.
  • Асламас ятне Шупашкарти урама панӑ.
  • 2008 ҫултанпа Етӗрнере халӑх пултарулӑх енӗпе А. Асламас ячӗллӗ фестиваль ирттереҫҫӗ.
  • Шупашкарта вӑл 1960—2000 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт (Ленин пр., 38) ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ю. А. Илюхин. Асламас Анисим Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Музыкальная династия Асламас. nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Ю. А. Илюхин. Асламас Анисим Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Асламас, Анисим Васильевич (композитор; 24.07.1924-02.11.2000) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Анисим Васильевич Асламас // Хыпар. — 2000. — 4 чӳк.
  • Аякри Чехире Асламас хайлавӗсем янӑраҫҫӗ // Хыпар. — 2019. — 2 ҫурла/август (№ 85/86). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Давыдова, А. В. Асламаса халӑх манмасть / А. В. Давыдова // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2009. — № 4. — С. 69-70.
  • Гордеев, Д. Асламас ҫынни, Асламас маэстро / Д. Гордеев // Хыпар. — 1994. — 23 утӑ.
  • Захарова, Т. А. «Чунра юрату вӑрри акмасан» / Т. А. Захарова ; А. Юрату [ҫырса илнӗ] // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2005. — 22-28 юпа (№ 42). — С. 2.
  • Илюхин, Ю. Кивелмеҫҫӗ кӗввисем / Ю. Илюхин // Хыпар. — 1999. — 31 ҫурла.
  • Сидоров, П. Анисим Асламаса асӑнса / П. Сидоров // Хыпар. — 2014. — 28 юпа (№ 214). — С. 3.
  • Сидоров, П. Анисим Асламас ячӗпе / П. Сидоров // Хыпар. — 2009. — 19 чӳк. — С. 4.
  • Сидоров, П. Тӗнчипе паллӑ Асламассем / П. Сидоров // Хресчен сасси. — 2017. — 16 нарӑс. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Смирнова, Н. Асламассен ятне мӑнукӗ тӗнчене кӑларнӑ / Н. Смирнова // Хыпар. — 2000. — 27 ака.
  • Тумаланова, М. Асламассен эткерлӗхӗ / М. Тумаланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2017. — 18 нарӑс/февраль (№ 6). — С. 2 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Хусанкай, А. Анисим Васильевич Асламас (24.07.1924-02.11.2000). Композитор. РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ / А. Хусанкай, С. Журавлев // Самант. — 2016. — № 8. — С. 21 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Асламас, А. Рассказывает Асламас / А. Асламас; записала С. Федотова // Лик Чувашии. — 1995. — № 5-6. — С. 188—191.
  • Бушуева, Л. И. Анисим Асламас : (1924—2000) / Л. И. Бушуева, Ю. А. Илюхин // Композиторы Чувашии / Л. И. Бушуева, Ю. А. Илюхин. — Чебоксары, 2014. — С. 39-59 : портр.
  • Внес большой вклад в развитие национальной музыки // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2019. — 10 авг. (№ 58). — С. 8.
  • Данилова, И. В. Концертный жанр в творчестве А. Асламаса / И. В. Данилова // Вопросы истории чувашского искусства. — Чебоксары, 1987. — С. 27-34.
  • Илюхин, Ю. А. Асламас (Васильев) Анисим Васильевич / Ю. А. Илюхин // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 28-29.
  • Илюхин, Ю. А. Асламас (Васильев) Анисим Васильевич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 145—146.
  • Илюхин, Ю. А. Асламас (Васильев) Анисим Васильевич / Ю. А. Илюхин // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 1 : А-О. — С. 59.
  • Кондратьев, М. Г. Песенное творчество А. Асламаса / М. Кондратьев // Вопросы современного художественного творчества. — Чебоксары, 1990. — С. 34-53.. — См. текст
  • Макарова, С. И. Анисим Васильевич Асламас. 1924—2000. В творческой мысли — активность, в работе — целеустремленность / С. И. Макарова // Мастера музыкального искусства. — Чебоксары, 2009. — С. 41-52.
  • Музыкант из чувашской глубинки // Советская Чувашия. — 2019. — 25 июля (№ 80). — С. 8.
  • Последнее интервью маэстро // Столица Ч. — 2000. — 9-14 нояб. (№ 7). — С. 15. — Фото.
  • Чиркова, М. Семья, в которой живет музыка / М. Чиркова // Сцена Чувашии. — 2006. — 10 февр.
  • Щедрин, В. А. Музыка, несущая светлую радость жизни / В. А. Щедрин // Чебоксарская правда. — 2000. — 25 мая (№ 20). — С. 7.

Каçăсем