Васильева Мария Васильевна (юрӑҫ)

Васильева Мария Васильевна (качча кайсан Асламас хушамата илнӗ; 1926 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ, Çăлпуç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманинчи чӑваш юрӑҫи, культура ӗҫченӗ[1].

Кун-ҫулӗ

Мария Васильевна Семёнова 1926 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче Пелагея Сергеевна хресченпе Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ Семёнов Василий Семёнович ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ М. Фрунзе командира пӑхӑнакан отрядра ҫапӑҫнӑ, Перекопа штурмлама хутшӑннӑ. 1937 ҫулта ӑна айӑпсӑр айӑпланӑ та тӗрмене хупнӑ, 1938 ҫулта вӑл 37 ҫулта вилнӗ[2].

Канашри медицина училищинче (1943), Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑтури патшалӑх консерватори ҫумӗнчи Чӑваш опера студинче (1952) пӗлӳ илнӗ[1].

1941–1945 ҫулсенче, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче, Тӑрмӑш пульницинче медсестра пулса ӗҫленӗ[1].

1962–1984 ҫулсенче Чӑваш телекуравӑн студийӗнче сасӑ режиссёрӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Пултарулӑхӗ

1952 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн штатне кӗртнӗ. Вӑл хӗрарӑмсен вокал квартечӗн йышӗнче юрланӑ. Тамара Чумаковӑпа, Вера Корнишинӑпа, Зоя Денисовӑпа пӗрле нумай-нумай вырӑсла тата чӑвашла юрӑ шӑрантарнӑ. Унӑн юррисене 10 грампластинка ҫине ҫырса илнӗ[1].

Хӗрарӑмсен вокал квартечӗ йышӗнче 1956 ҫулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери студент ҫамрӑкӗсен фестивалӗн культура программине хутшӑннӑ[1].

Хисепӗсем

  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль;
  • Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи (1973)
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1977);
  • Чӑваш АССРӗн музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995);
  • «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
  • СССР телекуравӗпе радиовӗн отличникӗ (1981).

Ҫемье

1953 ҫулта Асламас Анисим Васильевича качча тухнӑ, 1954 ҫулта вӗсен Татьяна хӗрӗ, 1959 ҫулта Алексей ывӑлӗ ҫуралнӑ. Вӗсен музыка династине тӑсакансем[3]:

  • Хӗрӗ — Асламас Татьяна Анисимовна (02.08.1954), концертмейстер, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
  • Ывӑлӗ — Асламас Алексей Анисимович (12.05.1959—08.02.2016), музыкант, дирижёр, «Камерата Брно» оркестр ертӳҫи пулнӑ.
    • Кинӗ — Асламас Инна Игоревна, музыкант, Брно консерваторийӗн педагогӗ.
      • Мӑнукӗ — Асламас Алексей Алексеевич, сӗрме купӑсҫӑ, тӗнчери конкурссен лауреачӗ.
      • Мӑнукӗ — Асламас Антон Алексеевич, композитор, тӗнчери конкурссен лауреачӗ, музыка педагогӗ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Крысин, П. Хурӑнташ-тӑванлӑх – ӗмӗре / П. Крысин // Хыпар. – 2006. – 3 ҫурла. – С. 4.
  • Деменцова, Р. Ровесница чувашского радио / Р. Деменцова // Почтовый экспресс. – 2006. – (№ 29). – 19-25 июля. – С. 2.(Превому телевидению Чувашии - 45!).

Каҫӑсем