Байкал-Амур магистралĕ
|
Байка́л-Аму́р магистра́лĕ (БАМ) — Тухăç Çĕпĕрпе Инçет Тухăçăн чукун çулĕ.[1]
Чукун çул магистралĕ
Çул вăрăммăшĕ — 4287 çм. Транс Çĕпĕр магистралĕнчен Тайшетра БАМ-ран уйрăлса çурçĕртерех пырать, Ангара урлă Братскра каçать, Ленăна Усть-Кут патĕнче каçать, Северобайкальск витĕр тухса Байкала çурçер енчен иртет, кайран Тындăна çитет, Амур урлă Комсомольск-Амур-çинчи хулара каçса Лăпкă океана Совет Гаванĕнче çитет. Алдан — Томмот турачĕ (Томмот — Кердем йĕрне тăваççĕ) тата тума чарса лартнă Улак — Эльга (Эльга çĕрай упранăвĕ патнелле).
Магистралĕн трасси ытларах сăртлă вырăнпа, çав шутра Становое нагорье урлă, çиччĕ ту хысакне касса, каять. Çул çинчи чи çӳлли — Мурура перевалĕ[2] (1316,93 метр тинĕс шайĕнчен); çак перевалăн чăнкăрах тайлăкне иккĕ хăватлă туртăмпа хăпармалла, пуйăссен йывăрăшне чаракламалла пулать[3]. Трасса çинче вуннă тоннель шăтарса тунă, вĕсем хушшинче — Раççейре чи вăрăмми Çурçĕр Муй тоннелĕ.
Çул трасси 11 пысăк юханшыва каçать, çул тăршшипе 2230 пысăк та пĕчĕк кĕпер туса лартнă. Магистраль çинче 200 ытла чукун çул чарăнăвĕпе разъезд, 60 ытла хулапа паççулкă.
Магистралĕн анăç пайĕ (Таксимо чарăнăвне çити) электрифициленĕ, тухăç еннелле куçăм тепловус туртăмĕпе пырать[4].
БАМ кун-çулĕ
Кăсăк фактсем
Ӑнлантарусем
- ^ Большая Российская энциклопедия: В 30 т. / Председатель науч.-ред. совета Ю. С. Осипов. Отв. ред С. Л. Кравец. Т. 2. Анкилоз — Банка. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2005. — 766 с.: ил.: карт.
- ^ Золотая пряжка БАМ
- ^ Владимир Гузий. Станция преткновения( ӗҫлемен каҫӑ) // Гудок, 18 мая 2006
- ^ Президент РФ Владимир Путин: «БАМ нужно развивать» 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Çавăн пекех
Вуламалли
- Коробов С.А. Миниатюрная летопись БАМа // Оттиск — Иркутск, 2004.
- Polunina N.M., Korobov S.A., Sutton J.M., Korobova G.W. Her Majesty — Queen of Siberia // Издательство Коробова. — Иркутск, 2008.
- Под редакцией проф. Кантора И. И. Строительно-путейское дело в России XX века // УМК МПС — Москва, 2001.
- Иван Шестак. БАМ: километры эпохи. Тында, Тындинская типография. 2009.
- Правда о БАМе. Москва. Молодая гвардия. 2004.
- Навстречу времени. Москва. Советская Россия. 1986
Каçăсем
- БАМ. Халаплă Байкал-Амур магистралĕ
- Байкал-Амур магистралĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
- БАЙКАЛ-АМУР МАГИСТРАЛӖ 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Голицын Михаил Владимирович, «Эльга — угольная кладовая Якутии»( ӗҫлемен каҫӑ)
- Байкало-Амурская магистраль( ӗҫлемен каҫӑ) на сайте «Горной энциклопедии».
- Е. Козловский «БАМ: как все начиналось»
- БАМ
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |