Ангара (юханшыв)
Ангара́ — Хĕвелтухăç Çĕпĕрти юханшыв, Енисей юханшывĕн чи пысăк сылтăм юппи, Байкалтан юхса тухакан пĕртен пĕр юханшыв.
Ячĕ
ячĕ бурят чĕлхинчи анга (уçă тата çурăк) сăмахран тухнă. Документсенче XIII ĕмĕртен Анкара-Мурэн ятпа асăнаççĕ. Маларах Илим юханшывĕнчен аялларах Çӳлти Тунгуска тесе каланă.
Хуçалăхра усă курни
Ангарах вăрăмах пулмасан та 1 779 км, 380 м таран çӳллĕшне ылмаштарать. Çавăнпа гидроэнергетика валли пысак потенциаллă. Юханшыв çинче виçе ГЭС туса хунă: Иркутск ГЭСĕ, Братск ГЭСĕ тата Усть-Илимск ГЭСĕ. Халь Богучар ГЭСне тăваççĕ. Малалла тата Анатри Ангара ГЭСĕсен каскадне тума планлаççĕ.
Пурăнан вырăнсем
Ангара хĕрринче Иркутск, Ангарск, Усолье-Сибирское, Свирск, Братск, Усть-Илимск тата Кодинск хулисем вырнаçнă. Унсăр пуçне Мегет, Балаганск, Усть-Уда, Осиновка, Железнодорожный, Богучаны, Мотыгино пурăнан вырăнсем юханшыв хĕрринче.
Кĕперсем
1891-мĕш çулта Ангара урлă пĕрремĕш понтон кĕперĕ хывнă. Кĕпер уçнă вăхăтра Иркутск витĕр цесаревич Николай II иртсе кайнă. КУ кĕпер 45 çула яхăн тăнă. Кĕпер витĕр пĕр еннелле кăна кайма май пулнă, пĕр-пĕринчен иртсе кайма пулман[4].
1931-36 çулсенче кивĕ Ангара кĕперĕ хывнă, вăл Иркутскăн сылтăм тата сулахай çыранта вырнаçнă пайĕсене пĕрлештернĕ. 1978-мĕш çулта Ангара урлă иккĕмĕш кĕпер туса пĕтернĕ, вăл Иркутск хули хĕрринчи Пади Топка тата Жилкинона çыхăнтарнă. . 1999-мĕш çулта Ангара кĕперĕ тума тытăннă. 2002-мĕш çулта ĕçсем чарăннă, 2005-мĕш çулта çĕнĕрен пуçланнă. 2009-мĕш çулта кĕперĕн пĕр енĕпе çӳреме тытăннă, 2010-мĕш çулта икĕ еннелле те çул уçнă.
Галерея
Тата пăхăр
Вуламалли
Ӑнлантарусем
- ^ Angara At Tatarka, R-Arcticnet V4.0
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 16. Ангаро-Енисейский район. Вып. 2. Ангара / под ред. Т. С. Кирилловой, Н. Н. Корчажниковой. — Л.: Гидрометеоиздат, 1965. — 224 с.
- ^ А. А. Соколов. Глава 23. Восточная Сибирь // Гидрография СССР. — 1954 г..
- ^ Ангарские мосты — газета «Копейка» 2012 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
КАçăсем
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- Ангара (юханшыв) — ПСЭ
- Ангара в «Словаре современных географических названий»( ӗҫлемен каҫӑ)
- Ангара — река с двумя именами 2013 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ., Байкальский край — информационно-краеведческий портал
- АНГАРА, AutorSite
- Пожалейте Ангару! 2011 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Зона экологического бедствия