Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн (орден)

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (выр. Орден «За заслуги перед Чувашской Республикой») — Чӑваш Республикин чи пысӑк патшалӑх хисепӗсенчен пӗри. Ордена Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи акан 12-мӗшӗнчи 15 № «Чӑваш Республикин патшалӑх чыславӗсем пирки» саккунӗпе ҫирӗплетнӗ[1].

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Чӑваш Республики, унӑн халӑхӗ умӗнче уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, Чӑваш Республикин производствӑпа ӑс-хакӑл вӑй-хӑватне аталантарма тата ӳстерме пысӑк харпӑр хӑй тӳпине хывнӑшӑн, граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене тивӗҫтернӗшӗн, граждан хӗсметӗнчи тата ҫарти тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн граждансене чыслаҫҫӗ[1].

Чыслас йӗрке

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Раҫҫей Федерацийӗн тата ют ҫӗршыв гражданӗсене, ҫавӑн пекех гражданлӑх ҫук ҫынсене те чыслама пултараҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн чыслаҫҫӗ, патшалӑх наградипе чысласси ҫинчен хушу массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетленет.

Пӗр хут чысланӑ хисеппе тепӗр хут чысламаҫҫӗ.

Патшалӑх наградисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ е вӑл хушнипе урӑх должнӑҫри ҫын савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парать[1].

Ҫакса ҫӳремелли йӗрке

Ордена кӑкӑрӑн сулахай енче, кӑкӑр ҫинче СССР, РСФСР, Раҫҫей Федерацийӗн ытти патшалӑх наградисем пур чухне вӗсем хыҫҫӑн ҫакмалла[1].

Ӑнлантарни

Ҫӑлтӑр центрӗнче ылтӑн тӗслӗ ҫавра медальон(выр.)чăв., унӑн пиччӗн (аверс(выр.)чăв.) енне рельеф меслечӗпе ӳкернӗ Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗ .

undefined

Медальона кӗмӗл тӗслӗ хӑмла ҫулҫисен кӑшӑлӗпе ҫупӑрланӑ.

Орденӑн тӳнтерӗнче (реверс(выр.)чăв.) ҫавракӑшӗпе рельеф майӗпе чӑвашла тата вырӑсла картнӑ: «Чӑваш Республикишӗн хастар ӗҫсем тунӑшӑн», варринче — унӑн номерӗ[1].

Орден авторӗ — Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, паллӑ художник-ювелир Владислав Николаев[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Закон Чувашской Республики от 12 апреля 2005 года N 15 «О государственных наградах Чувашской Республики» (выр.). Электронный фонд правовой и нормативно-технических актов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Рита Кириллова. Сделать орден не каждый может (выр.). Газета «Советская Чувашия» (2 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ Первый орден «За заслуги перед Чувашской Республикой» получил митрополит Варнава (выр.). ИА «Регнум» (26 акан 2006). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.

Каҫӑсем