Чӑваш Республикин ача амӑшӗн мухтавӗн «Анне» палли
Чӑваш Республикин ача амӑшӗн мухтавӗн «Анне» палли (выр. Знак материнской славы Чувашской Республики «Анне») — пилӗк е ытларах ача ҫуратса, Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем ҫитӗнтернӗ амӑшӗсене чысламалли хисеп.
Ӑна 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 15-мӗш «Чӑваш Республикин патшалӑх хисепӗсем ҫинчен» саккунне 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 95-мӗш «Чӑваш Республикин патшалӑх хисепӗсем ҫинчен» саккуна тӳрлетӳсем кӗртесси ҫинчен» саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ[1].
Чыслас йӗрке
Чӑваш Республикин ача амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллипе Чӑваш Республикин территорийӗнче 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, ҫуратнӑ (усрава илнӗ) пилӗк е ытларах ача ҫуратса ӳстернӗ (пӑхса ӳстернӗ), Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ гражданӗсене ҫитӗнтернӗ амӑшӗсене чыслаҫҫӗ.
Амӑшне чыслама пиллӗкмӗш ачине виҫӗ ҫултан кая мар чухне тӑратма ирӗк пур.
Ачисене воспитани парасси ҫине тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑн пӑхакан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан, сывлӑхшӑн, вӗренӳшӗн, ӑс-хакӑл аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнине кирлӗ шайра тивӗҫтерекен, вӗренӳре, спортра, обществӑра, ӑслӑлӑхра, ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫавӑн пекех граждан хӗсметне, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ ачасене воспитани парса ҫитӗнтернӗ амӑшӗсене чыслаҫҫӗ[1].
Сӑнлани
Паллӑна томпакран(выр.)чăв. тӑваҫҫӗ, 585 пробӑллӑ ылтӑнпа витеҫҫӗ. Паллӑ виҫи — 36 x 36 миллиметр. Хӗрлӗ тата шурӑ эмальпе(выр.)чăв. витнӗ, урлӑ вырнаҫтарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ пӗр тан тунӑ хӗрес. Хӗрес хӗррипе – тухса таракан рант. Хӗрес ҫийӗн чӑваш халӑх тӗрри евӗр рельефлӑ эреш вырнаҫтарнӑ. Элементсен ҫӳллӗшӗ — 8 миллиметр.
Хӗрес варринче — пӗр тан енлӗ сакӑр кӗтеслӗ медальон — чӑваш халӑх эрешне ӳкернӗ накладка. Сакӑр кӗтеслӗ медальон диаметрӗ — 15 миллиметр.
Паллӑн тӳнтер енне варринче рельефлӑ вырӑсла «Знак материнской славы Чувашской Республики «Анне»» тесе ҫырнӑ, аяларах — унӑн номерӗ.
Паллӑн колодки 26 x 19 миллиметр калӑпӑшлӑ, чӑваш хӗрарӑмӗн авалхи тумне — сурпана (ӑна шурӑ эмальпе витнӗ) тата хӗрарӑмсен ҫурӑм элементне — хӳрене (вӑл 10 миллиметр тӑршшӗ, 4 миллиметр сарлакӑш, хӗрлӗ эмальпе витнӗ, ун ҫийӗн ылтӑнланӑ укҫасем) — аса илтерсе стилизациленӗ. Колодка варринче ылтӑнланӑ рельефлӑ сас паллисемпе «АННЕ» тесе ҫырнӑ[1].
Паллӑ авторӗ Раҫҫей художникӗсен пӗрлӗхӗн(выр.)чăв. Чӑваш Республикинчи регион уйрӑмӗн пайташӗ Игорь Андреев, пулӑшаканӗ — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ(выр.)чăв. Владимир Ткаченко[2].
Палла Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗ(выр.)чăв. ырланӑ[2].
Чыслани
Чыслакан ача амӑшне кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ тата чыслани синчен ӗнентерекен удостоверени параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин ача амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллине кӑкӑр тӗлӗнчи сылтӑм енче йӑтса ҫӳремелле, кӑкӑр ҫинчи ытти паллӑ пур чухне Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсем ҫумне вӗсем хыҫҫӑн ҫакмалла[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Закон Чувашской Республики от 12 апреля 2005 года N 15 «О государственных наградах Чувашской Республики» (выр.). Электронный фонд правовых и норимативно-технических актов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ирина Шадиева. В Чувашии учредят памятный знак материнской славы (выр.). ФедералПресс (29 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Как получить государственные награды? (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики (19 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.