Чăваш Республикин Хисеп хучĕ
Чӑваш Республикин Хисеплӗ хучӗ (выр. Почётная грамота Чувашской Республики) — Чӑваш Республикин патшалӑх чыславӗ. Ӑна Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи акан 12-мӗшӗнчи 15 № «Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен» саккунӗпе ҫирӗплетнӗ[1].
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Чӑваш Республикинчи граждансене, организацисене, муниципалитет йӗркеленӗвӗсене тата муниципалитет пӗрлӗхӗн статусӗсӗр тӑрса юлнӑ Чӑваш Республикин ял-хулисене, экономикӑна, промышленноҫа, агропромышленноҫа, наукӑна, сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, искусствӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Чӑваш Республикипе унӑн халӑхӗ умӗнче тунӑ ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата ытти паллӑ ӗҫсемшӗн чыслаҫҫӗ.
Чыслас йӗрке
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Раҫҫей Федерацийӗн тата ют ҫӗршыв гражданӗсене, ҫавӑн пекех гражданлӑх ҫук ҫынсене те чыслама пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе ҫавӑн пекех организацисене, Чӑваш Республикин муниципалитет йӗркелӗнӗвӗсене тата муниципалитет статусӗ ҫук пуранан вырӑнсене чыслама пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн чыслаҫҫӗ, патшалӑх наградипе чысласси ҫинчен хушу массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пичетленет.
Пӗр хут чысланӑ хисеппе тепӗр хут чысламаҫҫӗ.
Патшалӑх наградисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ е вӑл хушнипе урӑх должнӑҫри ҫын савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парать[1].
Кӑкӑр ҫинчи паллӑ
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ граждансене ҫаплах кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ параҫҫӗ. Палла кӑкӑр тӗлӗнчи сылтӑм енче йӑтса ҫӳремелле, кӑкӑр ҫинче СССР, РСФСР, Раҫҫей Федерацийӗн ытти патшалӑх наградисем пур чухне Чӑваш Республикин Хисеплӗ хучӗ ҫумне паракан паллӑна вӗсем хыҫҫӑн ҫакмалла[1].
Сӑнлани
Чăваш Республикин Хисеп хучӗ полиграфи(выр.)чăв. мелӗпе хатӗрленӗскер, виҫӗ пайран тӑрать: хуплашка, ҫемҫе папка тата шала чикмелли хут. Хуплашка ҫине тӗрлӗ тӗслӗ Чӑваш Республикин патшалӑх гербне ӳкернӗ, айне «ХИСЕП ГРАМОТИ / ПОЧЁТНАЯ ГРАМОТА» тесе ҫырнӑ.
Ҫемҫе папки ҫине те ҫавнашкалах ҫырнӑ, герб ӳкернӗ.
Шала чикмелли хутӑн 3-мӗш тата 4-мӗш страницисен тӑррине Чӑваш Республикин патшалӑх гербне ӳкернӗ, сулахай енче чыслани синчен чӑвашла, сылтӑм енче — вырӑсла ҫырнӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Закон Чувашской Республики от 12 апреля 2005 года N 15 «О государственных наградах Чувашской Республики» (выр.). Элект ронный фонд правовых и норматино-технических актов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.