Шупашкар епархийĕ

Шупашкар епархийĕ - Вырӑс православи чиркӗвӗн Чăваш Енре вырнаçнă пайĕ (епархийĕ). Ертӳçи - Митрополит Варнава.

Кун-çулĕ

Православи ( "Вырăс тенĕ" ) Чăваш Ене 1555 çултан кĕме тытăнă. 1854 çулта Шупашкарти викарилĕх (Хусан епархин пайĕ) никĕсленĕ.

1945 çулта Шупашкарти викарилĕхе епархи статусне панă - Шупашкарăн тата Чăваш Енĕн епархийĕ.

Ĕç-Йĕрки

Епархие вунпĕр тăрăха (округа) пайланă :

Епархире 220 килев (выр. "приход" ), 269 (2011 çулта) чиркӳ ĕçченĕ.

Мăнастăрьсем

Таса Троица (Шупашкар), Таса Троица (Улатӑр) т.ыт.

Вĕренӳ çурчĕсем

  • 80 яхăн вырсарникун шкулĕ;
  • Шупашкар епархин православи училищи (5-мĕш ç., К. Иванов урамĕ).

Хыпар хатĕрĕсем

  • Епархин сайчĕ
  • Хаçатсем: "Православлă тухтăрĕ", "Пукрав хаçачĕ" ;
  • Радиокăларăмсем: "Пирĕн Турă", "Символ веры" тата чăвашла - "Чĕрĕлĕх çути".

Темӑпа ҫыхӑннисем