Розов Анатолий Сидорович

Анатолий Сидорович Розов (1933 çулхи юпан 14-мĕшĕ, Тăрваш ялĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР — 2010 ç.) — чăваш ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçи (1994)[1].

Кун-çулĕ

1933 çулхи юпан 14-мĕшĕнче Чăваш АССР Çĕрпӳ районне кĕрекен Тăрваш ялĕнче çуралнă.

Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалăх театр, музыка тата киномотографи институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш пукане театрĕнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрĕсенче ĕçленĕ.

1998 çултанпа Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентнĕ. Анатолий Розов Çĕрпӳ хулин стеллине хатĕрленипе паллă.

2010 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Пултару ĕçĕсем

Паллăрах ӳкерчĕкĕсене илес пулсан, çаксене асанма пулать: «Моя Чувашия» (1978), «Вечер в Торвашах» (1981), «Моя мама» (1983), «Чувашские потешки» (1991), «Музыка детства» (1996), «Вечность» (2002), «Надежда детства» (2003) тата ыттисем.

Чыславсем

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1994).

Вуламалли

Каҫӑсем