Бичурин тата хальхи самана

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бичурин тата хальхи самана
Музей «Бичурин и современнось» (Чувашская Республика, пос. Кугеси).jpg
Никӗсленӗ 2001, ака, 5
Вырнаҫӑвӗ
Адрес Шупашкар муниципаллӑ округӗ, Кÿкеç посёлокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш çурт
Директор И. В. Удалова
Сайт bichurin.rchuv.ru

«Бичурин тата хальхи самана» музейЧӑваш Республикинчи Шупашкар муниципаллӑ округӗн культура бюджет учрежденийӗ. «Бичурин тата хальхи самана» музей — республикӑри, округри, Кӳкеҫ посёлокӗнчи паллӑ вырӑн. Кӗске вӑхӑтрах вӑл Шупашкар округӗнчи пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурин палӑкӗсен тӗп управҫи пулса тӑчӗ. Музей фондӗнче 11 пин ытла экспонат упранать. Унта Шупашкар районӗн историйӗпе çыхăннă документсемпе сӑнӳкерчӗксен пухӑвӗ, этнографи предмечӗсем, вырӑнти ÿнерçӗсен живопиҫпа графика ӗҫӗсен коллекцийӗсем упранаççӗ.

Никӗслени

Музей Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе килӗшÿллĕн 2001 çулхи ака уйăхĕн 5-мӗшӗнче йӗркеленнӗ[1]. Кӳкеҫ шкулӗн кивӗ ҫуртӗнче вырнаçнă (1933 çулта тунă), 2003 çулта унта тӗплӗ юсав ӗçӗсем туса çурта илемлетнĕ, çурт тăррине китай ахитектурине тӗпе хурса икӗ яруслӑ тунă. Музей тунă ӗçре пысăк тÿпе хывнă вăл вăхăтри Шупашкар район пуçлăхӗ Анатолий Князев, район администрацийӗн культура пайӗн пуçлăхӗ Маргарита Павлова, музей директорĕ Ирина Удалова, музей ӗçченĕ Оксана Ижедерова. Ҫурт-йӗрпе экспозицисене юсаса ҫӗнетмелли проектӑн авторӗ — чăваш халӑх художникӗ Юрий Петрович Матросов, музей концепципе тематика тытӑмӗн авторӗ — Ирина Удалова.

Экспонатсем пухас тӗллевпе ялсем тăрăх экспедицисене тухса ҫӳренӗ, нумай паллă çынпа тӗлпулса материал пухнă.

Музей комплексӗн тытӑмӗ

Музей комплексӗ 3 пайран тӑрать:

  • «Бичурин тата хальхи самана» музей;
  • Чăваш картишĕ;
  • Бичурин паркĕ.

Бичурин паркне китай культурине тӗпе хурса йӗркеленĕ, китай беседкине вырнаçтарнă. 2009 çулта Бичурин палăкне  уçнă , унăн авторĕ — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Мадуров Фёдор Иванович.

«Бичурин тата хальхи самана» музей комплексӗнчи Никита Бичурин палӑкӗ (авторӗ — Фёдор Мадуров)

Чăваш картишне[2] 2012 çулта уçнă, унта Сандр Пикл скульптор (Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Алексеев Александр Иванович) йывăçран касса тунă «Тӗнче пулса кайни» скульптурăлла композици, Слава Эткер (Андреев-Эткер Вячеслав Анатольевич) скульптор ăсталанă «Юрату сакки» вырнаҫтарнӑ.

«Бичурин тата хальхи самана» музей комплексӗнчи Бичурин паркӗ

Экспозици

Музейра 6 пай (пÿлӗм)[1]:

  • Бичуринӑн наукăри паттӑрлӑхӗ[3];
  • Абашри улăп тăприсем[4];
  • Этнографи пÿлӗмӗ[5];
  • Шупашкар тăрăхӗ[6];
  • Паттăрлăх пÿлӗмӗ[7];
  • Курав залӗ[8].

Музейӑн чи паха пÿлӗмӗ — «Бичуринӑн наукăри паттӑрлӑхӗ». Экспозицие Раҫҫей синологипе(выр.)чăв. монголоведени(выр.)чăв. шкулӗн никӗслевҫине Никита Яковлевич Бичурина (1777—1835) халалланӑ. Н. Я. Бичурин — Чӑваш ҫӗрӗн мӑнаҫлӑхӗ — хӑйӗн хӑватлӑ ӑс-хакӑлӗпе, гениллӗ пултарулӑхӗпе наука тӗнчинче пысăк çитӗнÿсем тунă. Иакинф атте китай чӗлхипе иероглификине хăвăрт вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтри чи тулли словарь туса хунӑ.

«Апашри улăп тăприсем» зал пире 4 пин ҫул ӗлӗкрех ку вырăнта пурăннă апаш йăхĕсем çинчен каласа парать. Апаш ялӗ патӗнчи вилтӑприсем археологин  палӑкӗсен шутне кӗреҫҫӗ,  Бронза ӗмӗрӗнчи апаш культури (пирӗн эрӑчченхи 2 пин ҫул) хӑйӗн ятне Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнчен илнӗ. 1925 ҫулта Хусан университечӗн профессорӗ Виктор Фёдорович Смолин пӗрремӗш хут тӗпчесе çӗнӗ культура тупса палăртнă.

Чӑваш халӑхӗн пурлӑх культури пуян та тӗрлӗ. Этнографи залӗн экспозицийӗ чи авалхи искусстви — тӗрри — ҫинчен каласа парать. Чӑваш Енре халӑх промыслисен хушшинче тӗрӗ искусстви чи юратнӑ тата вăйлă аталанакансенчен пӗри пулнӑ.

«Шупашкар таврашĕ» зал районӑн ҫӗнӗ историйӗпе паллаштарать. Ку залра районти паллӑ ҫынсем — писательсем, ученӑйсем, артистсем тата художниксем — ҫинчен курса пӗлме пулать.

«Паттӑрлӑх пӳлӗмӗ» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, Афган вӑрҫине(выр.)чăв. тата ытти хӗрӳ вырӑнсенчи хирӗҫӳллӗ лару-тӑрусене хутшӑннӑ ентешсем ҫинчен каласа парать, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешсене округри ялсенче асӑнса лартнӑ палӑксемпе паллаштарать.

Курав залӗнче тӑтӑшах тӗрлӗ куравсем иртеҫҫӗ, художниксем, тӗрӗҫӗсем, ытти пултарулӑх ҫыннисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштараҫҫӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Музея никӗҫлекенсем, уçнăранпах ӗçлекенсем — Ирина Витальевна Удалова директор тата Оксана Николаевна Ижедерова фонд управçи. Вĕсем И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн  чăваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ: Ирина Витальевна — таврапӗлÿçӗ, музей ӗçченӗ, Оксана Николаевна – библиотека ĕçченĕ.

Музей краеведени профиллӗ пулнă май, Шупашкар районӗнче çуралса ÿснӗ паллă çынсем çинчен те, район историйӗ çинчен те каласа парать. Тӗп вырăнта — Никита Бичурин пултарулăхӗ. Музей ӗçченӗсем Бичурин ӗçленӗ, пурăннӑ вырăнсене тухса çÿресе тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ, материалсем пухаççӗ. Питӗрте, Хусанта, Бурят Республикинче, Китай çӗршывӗнче иртекен конференцисенче, форумсенче, уявсенче хутшӑнса Никита Бичуринӑн ят-сумне ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ хуласемпе ҫӗршывсенчи ӑсчахсем, музей ӗҫченӗсем «Бичурин тата хальхи самана» музей йӗркелекен мероприятисене хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ.

Музейра ҫавӑн пекех китай тематикипе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ: китайла чей церемонийӗ, «Салам, китай чӗлхи», «Хисепсене иероглифсемпе(выр.)чăв. ҫыратпӑр» тата ытти те. Музей ҫумӗнче «Ҫулҫӳрев — асамлӑ Китая» клуб ӗҫлет, унта музей экскурсовочӗпе пӗрле китай чӗлхи вӗренеҫҫӗ.

Адресӗ тата ӗҫ вӑхӑчӗ

Музей адресĕ: Шупашкар муниципаллӑ округӗ,  Кÿкеç посёлокӗ,  Шкул урамӗ, 1-мӗш çурт.

Интернетри адресӗ: https://bichurin.rchuv.ru/

Ӗҫ вӑхӑчӗ: музей кунсерен 9.00-тан 17.00 сехетчен, шӑматкун 9.00-тан 15.00 сехетчен ӗҫлет. Вырсарникун — канмалли кун. Кашни уйӑхӑн юлашки эрнекунӗ — санитари кунӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 История музея(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Экспозиция под открытым небом "Чувашский двор"(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Зал "Научный подвиг Бичурина"(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Зал археологии(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ Зал этнографии(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Зал "Край Чебоксарский"(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ Зал Боевой Славы(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
  8. ^ Выставочный зал(паллӑ мар). Бюджетное учреждение культуры Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики «Музей «Бичурин и современность». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.

Каҫӑсем