Кошкин Станислав Константинович

Кошкин Станислав Константинович (1948 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ, Вӑрманкас Кипек, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР2025 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Мускав, Раҫҫей Федерацийӗ) — театр художникӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ (1988), Раҫҫей Федерацийӗн Художниксен союзӗн членӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1948 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас Кипек ялӗнче ҫуралнӑ.

Шупашкарти ӳнер училищине (1969), Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтне (халӗ — Раҫҫей патшалӑх сцена ӳнерӗсен институчӗ) (И. Г. Сегаль профессор класӗ, 1975) вӗренсе пӗтернӗ. 1975—1990 ҫулсенче Ленинградри ҫамрӑксен театрӗнче (Ленсовет ячӗллӗ академи драма театрӗн филиалӗнче) художник-постановщик пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче спектакльсем илемлетес ӗҫсене пурнӑҫланӑ.

Кӑсӑк самантсем

  • Тӗнчене урӑх куҫпа курасси, театр искусствипе кӑсӑкланасси унӑн ача чухнех палӑрнӑ. Шкул ҫулӗсенче стена хаҫачӗн штатра тӑман художникӗ пулнӑ темелле, лозунгсем ҫырнӑ, ӳкерчӗксем, карикатурӑсем, шаржсем ӳкернӗ[1].
  • Шупашкарти ӳнер училищинчен вӗренсе тухсан Чӑваш музыка театрӗнче художник-декоратор пулса ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институчӗн театр постановкин факультетне вӗренме кӗнӗ[2].
  • Художникӑн пултарулӑх ҫулҫӳревӗсен географийӗ анлӑланнӑ (Сыктывкар, Минск, Аслӑ Новгород, Киев, Андижан… ). Ҫапах та тӗп ӗҫ вырӑнӗсем — Ленинград тата Шупашкар[3].
  • Чӑваш театрӗсенче художник 17 спектакль илемлетнӗ[4].
  • Художникӑн хӗрӗ — Кристина Станиславовна — ашшӗ йӗрӗпе кайнӑ, ҫав вӗренӳ заведенине «театр костюмӗ» специальноҫпа вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать, шывра синхронлӑ ишессипе айланакан спортсменсем валли тренировка тата ӑмӑрту купальникӗсем ӑсталать. Вӑл ӑсталанӑ сӑнарсемпе тӗнче тата Европа чемпионачӗсен нумай хут ҫӗнтерӳҫи В. Субботина солистка ӑмӑртнӑ. Унӑн эскизӗсемпе ҫӗленӗ тумсемпе Токиори Олимпиадӑра С. Ромашина тата С. Колесниченко спортсменкӑсем ӑмӑртнӑ[5].

Ӗҫӗсем

  • 1974 — Ленинград, ВВМУ театр-студи. «Раскинулось море широко» (В. Вишневский).
  • 1975 — Сыктывкар, Музыка театрӗ. «Сказки старого деда» (С. Маршак).
  • 1975 — Сыктывкар, Музыка театрӗ. «Иду на Вы» юрӑ-кӗвӗллӗ камит (О. Левицкий, А. Братов пьеси, В. Дружинин кӗвви).
  • 1975 — Сыктывкар, Музыка театрӗ. «Четыре близнеца» (П. Панчев).
  • 1975 — Ленинград, Ҫамрӑксен театрӗ (Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗн филиалӗ). «Бесприданница» (А. Островский).
  • 1975 — Ленинград, Ҫамрӑксен театрӗ (Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗн филиалӗ). «Как нарисовать птицу» (И. Владимиров).
  • 1976 — Ленинград, Ҫамрӑксен театрӗ (Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗн филиалӗ). «Мать» (К. Чапек).
  • 1977 — Ленинград, Ҫамрӑксен театрӗ (Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗн филиалӗ). «Прошлым летом в Чулимске» (А. Вампилов).
  • 1977 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Телейпе Илем» (И. Петрова).
  • 1978 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Тӗттӗм каҫ» (К. Хоинский).
  • 1978 — Ленинград, Ҫамрӑксен театрӗ (Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗн филиалӗ). Водевильсен каҫӗ («Свадьба» (А. Чехов), «Принц с хохлом, бельмом и горбом» (Ф. Кони).
  • 1979 — Ленинград, Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗ. «Мир дому твоему» композици (В. Белов, В. Шукшин, В. Карпов).
  • 1979 — Ленинград, Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗ. «Снежная королева» (Е. Шварц).
  • 1979 — Ленинград, Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗ. «Свободная тема» (А. Чхаидзе).
  • 1979 — Ленинград, Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗ. «Спешите делать добро» (М. Рощин).
  • 1980 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Чудесная вышивальщица» (В. Ходяшев).
  • 1980 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Тутимӗр» (Я. Ухсай).
  • 1980 — Ленинград, Ленинла Комсомол театрӗ. «Ракурсы» (А. Кургатников).
  • 1979 — Минск, Беларусь ССРӗн музыка театрӗ. «Летучая мышь» (И. Штраус).
  • 1980 — Ленинград, Ленсовет ячӗллӗ академи театрӗ. «Дом наполовину мой» (А. Соколова).
  • 1980-мӗш ҫулсем — Новгород облаҫӗн филармонийӗ. «Садко» (Н. Римский-Корсаков).
  • 1982 — Новгород облаҫӗн филармонийӗ. «Тщетная предосторожность» балет (Ж. Доберваль).
  • 1983 — Сыктывкар, В. Савин ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗ. «Наедине с собой» (А. Гельман).
  • 1986 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Хӗвелсӗр» (М. Горький).
  • 1987 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» (Л. Толстой).
  • 1987 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Франческа да Римини» (П. Чайковский).
  • 1987 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Шывармань» (Ф. Васильев).
  • 1988 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Сказка о мёртвой царевне и о семи богатырях» (В. Плешак).
  • 1988 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Айтар» (П. Осипов).
  • 1990 — Шупашкар, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ. «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» (Л. Агаков).
  • 1990 — Шупашкар, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ. «Вӑрланӑ телей» (И. Франко).
  • 1990 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Лар, аннеҫӗм, юнашар» (И. Гладких).
  • 1990 — Шупашкар, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ. «Вӑрланӑ хӗр» (Е. Никитин).
  • 1991 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Укаслу» (А. Лоцева, М. Юхма).
  • 1993 — Шупашкар, Чӑваш патшалӑх музыка театрӗ. «Искатели жемчуга» (Ж. Бизе).

Куравсем

  • 1976 — «Ҫӗршыв яшлӑхӗ» (Ленинград),
  • 1976 — «Раҫҫей яшлӑхӗ» республика (РСФСР) куравӗ (Мускав),
  • 1976 — «Ҫӗршыв яшлӑхӗ» Пӗтӗм Союри курав (Мускав),
  • 1978 — Ленинград художникӗсен ӗҫӗсен кӗркуннехи куравӗ (Ленинград),
  • 1979 — Ленинград художникӗсен ӗҫӗсен кӗркуннехи куравӗ (Ленинград),
  • 1980 — «Ҫӗршыв яшлӑхӗ» (Ленинград),
  • 1981 — Ленинград художникӗсен ӗҫӗсен «Пирӗн современник» куравӗ (Ленинград),
  • 1983 — «Художниксен союзӗн фончӗн ҫамрӑк художникӗсем» курав (Ленинград),
  • 1983 — Ҫамрӑк художниксен ӗҫӗсен «lain Ленинград» куравӗ (Ленинград),
  • 1983 — Театр художникӗсен 1978—1980 сезонсенчи ӗҫӗсен куравӗ (Ленинград),
  • 1988 — Театр художникӗсен 1985—1988 сезонсенчи ӗҫӗсен куравӗ (Ленинград),
  • 1990 — Чӑваш Ен художникӗсен куравӗ (Шупашкар),
  • 1991 — Театрпа кино художникӗсен куравӗ (Ленинград, Театр ӳнерӗсен ҫурчӗ),
  • 1996 — Питӗр художникӗсен ӗҫӗсен ҫуркуннехи куравӗ (Питӗр),
  • 1998 — Питӗр художникӗсен союзӗн членӗсен куравӗ (Питӗр),
  • 2000 — Театр художникӗсен куравӗ (Питӗр, Художниксен союзӗн курав залӗ),
  • 2008 — «Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» харпӑр курав (Питӗр, национальноҫсен ҫурчӗ),
  • 2008 — «Юбилей — 75» хула куравӗ (Раҫҫей художникӗсен союзӗ 75 ҫул тултарнине халалласа, Питӗр),
  • 2009 — «Юбилей — 75» Пӗтӗм Раҫҫейри курав (Раҫҫей художникӗсен союзӗ 75 ҫул тултарнине халалласа, Мускав, Манеж),
  • 2009 — «Ҫурхи курав» (Питӗр, Художниксен союзӗн курав залӗ),
  • 2012 — «Кӗрхи курав» (Питӗр, Художниксен союзӗн курав залӗ),
  • 2018 — Чӑваш художникӗсен куравӗ (Питӗр, национальноҫсен ҫурчӗ),
  • 2019 — Раҫҫейри Театр ҫулталӑкне халалланӑ «Юмах» харпӑр курав (Питӗр, «Красносельский» культурӑпа кану комплексӗ),
  • 2019 — Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институчӗн театр постановкин факультечӗн юбилей (65) куравӗ (Питӗр),
  • 2020 — харпӑр курав (Питӗр, 13-мӗш библиотека),
  • 2021 — «Нева Атӑл ҫыранӗсенче» (Шупашкар Хальхи ӳнер центрӗ),
  • 2021 — «Нева Атӑл ҫыранӗсенче» (Ҫӗнӗ Шупашкар, Ӳнер музейӗ),
  • 2022 — Художниксен союзӗн кӗркуннехи куравӗ (Питӗр, Художниксен союзӗн курав залӗ).
  • 2023 — «Театр – ман тӗнче» (Шупашкар, Чӑваш наци библиотеки)[6].

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ[7] (1988);

Вуламалли

  • Георгиева, Н. Нева ҫинчи хулара / Н. Георгиева // Хыпар. — 2016. — 2 чӳк. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Ефимов, А. Художнике чысланӑ / А. Ефимов // Хыпар. — 2013. — 3 юпа. — С. 3.
  • Кириллов, Г. В. Кошкин Станислав Константинович / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 337.
  • Кошкин Станислав Константинович // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2015. — [Т.] 2. — С. 162-163.
  • Кошкин Станислав Константинович. — Текст : электронный // Чувашское землячество Санкт-Петербурга : сайт. — URL: http://чнкаспб.рф/page41?
  • Хузангай, А. Художник, влюбленный в театр : [о худож. Кошкине Станиславе] / А. Хузангай // КИЛ. — 2014. — № 1. — С. 123-125 : фот. — (Искусство).
  • «Театр – мой мир. Театр – манăн тĕнче». Художник Станислав Кошкин» / Автор-составитель Н. М. Кириллова. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство. — 2023.