Васильева Галина Сергеевна

Васильева Галина Сергеевна (ҫур. 1947 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей балерини, балетмейстерĕ, педагогӗ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1970), Чăваш АССР халăх артистки (1980)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1947 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.

Г. Васильева — А. Я. Ваганова ячӗллӗ Ленинград хореографи училищи ҫумӗнчи пӗрремӗш чӑваш балет студийӗн воспитанници. 1966 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солистки. Жизель партине 1967 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнче пӗрремӗш балет спектаклӗнче ташланӑ.

1990—2000 ҫулсенче балет труппин педагог-репетиторӗ пулса ӗҫленӗ. 2000 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳҫи. 2001 ҫултанпа балет фестивалӗсене илемлӗх енчен ертсе пынӑ. 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен — балет труппин педагог-репетиторӗ[1].

Пултарулӑхӗ

Чӑваш сцени ҫинче Жизель партине пӗрремӗш ташлаканӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк балерина училищӗрех Жизель партине вӗреннӗ. Чӑваш Енӗн професси балечӗн пӗрремӗш страницине уҫнӑ А. Аданӑн «Жизель» балетӗнчи тӗп сӑнара хатӗрленӗ.

Чӑваш театрӗн сцени ҫинче лартнӑ кашни ҫӗнӗ спектакльпе балерина пултарулӑх енчен ӳснӗ, техника енчен тӗрекленнӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗ Ф. Васильевӑн «Сарпике» балетӗнчи Сарпике партийӗ пулса тӑнӑ. Ку вӑл наци темипе классикӑлла балет лартнӑ пӗрремӗш тӗслӗх пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Одетта-Одиллия (П. Чайковскин «Лебединое озеро»), Геро («Любовью за любовь», Т. Хренников), Ева («Сотворение мира», А. Петров), Китри («Дон Кихот», Л. Минкус) тата ытти партисем пулнӑ.

2000 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен театрӑн балет труппин илемлӗх ертӳҫи пулса унӑн аталанӑвӗн стратегипе тактикине калӑпланӑ. Ҫак ҫулсенчи хореографи постановкисем пурте унӑн пултарулӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ: «Ромеопа Джульетта», «Любовь под вязами», «Юнона и Авось», «Конёк-Горбунок», «Дама с камелиями», «Приключения доктора Айболита». Ҫак ретре Л. Минкусӑн «Баядерка» балечӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать, ӑна 2002 ҫулта Галина Васильева ертсе пыракан Пӗтӗм тӗнчери V балет фестивалӗ валли ятарласа лартнӑ. Шӑпах ҫак хореографи сценин шедеврӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх премине (2005) тивӗҫнӗ[2].

Г. Васильевӑн тепӗр проекчӗ — А. Лоцева Юхма Мишши легендипе хатӗрленӗ «Свет вечерней зари» балет, ӑна Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗпе 2006 ҫулта лартнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗсен пуҫаруҫи тата илемлӗх ертӳҫи (2000—2007) ҫеҫ мар, фестивальти Гала-концертсен режиссерӗ.

2005—2006 ҫулсенче И. Штраус кӗввипе тата Г. С. Васильева хореографийӗпе ҫыхӑннӑ программӑпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппи Испанире, Германире, Бельгире, Голландире гастрольте пулнӑ[2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Васильева, Галина Сергеевна (артистка балета; 14.08.1947) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Галина Васильева: Жизнь - балет! (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (13 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР о присвоении почетного звания «Народный артист Чувашской АССР» (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  4. ^ О присуждении Государственных премий Чувашской Республики 2004 года (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (16 ҫӗртмен 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Смирнова, Н. Чӑваш Жизелӗн — юбилей : [чӑваш халӑх артистки Галина Сергеевна Васильева хореограф ҫинчен] / Н. Смирнова // Хыпар. — 2012. — 16 ҫурла. — С. 1.
  • Васильева, Г. «Это не показуха. Это признаки жизни» / Г. Васильева; записала Р. Кириллова // Аргументы и Факты. — 1999. — Апр. (№ 5). — Прил.: с. 8. — (АиФ-Чувашия ; № 15).
  • Васильева, Г. С. Галина: линия жизни / Г. С. Васильева; [подгот.] И. Данилова // Сцена Чувашии. — 2007. — 17 авг. (№ 8). — С. 1, 3.
  • Григорьева, А. М. Галина Сергеевна Васильева: 1947. Чистота, хрупкость и внутренняя сила / А. М. Григорьева // Мастера театрального искусства. — Чебоксары, 2012. — С. 57-66 : фот.
  • Данилова, И. В. Васильева Галина Сергеевна / И. В. Данилова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 286—287.
  • Заломнов, П. Д. Васильева Галина Сергеевна / П. Д. Заломнов // Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. — Чебоксары, 1992. — С. 30-31.
  • Заломнов, П. Д. Васильева Галина Сергеевна / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. — Чебоксары, 2002. — С. 44-45.
  • Илюхин, Ю. А. Васильева Галина Сергеевна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 99.
  • Надежда Павлова: «Мы хотели подарить вам радость»/ Г. Васильева, А. Федоров, Н. Павлова, А. Мусорин; записала К. Петрова // Почтовый экспресс. — 1997. — 26 мая — 1 июня (№ 21). — С. 9.

Темӑпа ҫыхӑннисем