Республика тӳремӗ (Шупашкар)

Республика тӳремӗ[2] (маларах — Ленин тӳремӗ) — Чӑваш Республикин тӗп хулин — Шупашкарӑн — тӗп площачӗ.

Хулан Ленин районӗнче, Карл Маркс урамӗ хӗррипе вырнаҫнӑ. Тӳрем варринче В. И. Ленин палӑкӗ вырнаҫнӑ, скульпторӗсем — А. И. Далиненко, В. И. Татарович, Г. Д. Ястребенецкий, архитекторӗ — Г. А. Израилевич.

Историйӗ

undefined

1933 ҫулччен хальхи тӳрем вырӑнӗнче Тури пасар вырнаҫнӑ пулнӑ, эрнекунсерен унта хресченсем аш-какайпа тата тӗрлӗ ытти апат-ҫимӗҫпе суту-илӳ тума пухӑннӑ, ҫулталӑкра пӗр хут карусельсемпе чуччусем вырнаҫтарса ярмӑрккасем ирттернӗ.

1908 ҫулхи хула планӗ ҫинче ку лаптӑка Ярмӑркка тӳремӗ тесе палӑртнӑ, апла пулин те 1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ун валли ҫӗнӗ ят кирлӗ пулса тухнӑ[3].

Тӗп хулан тӗп тӳремӗ пек 1938 ҫултанпа йӗркеленме пуҫланӑ, ун чухне ӑна Совет тӳремӗ ят панӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра кунта М. М. Базилевич архитектор проекчӗпе Чӑваш АССР Совечӗсен ҫуртне (1940 ҫул) туса лартнӑ. Сталин неоклассицизмӗ стилӗпе калӑпланӑ ҫурт хӑйӗн калӑпӑшӗпе истори йӗркеленӗ ансамбле ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ — унӑн пичӗ ешӗл парк еннелле, Ленин палӑкӗпе хулан тӗп магистралӗ — Карл Маркс урамӗ — енне пӑхнӑ.

Тӳремпе юнашар вырнаҫнӑ: хула администрацийӗн çурчӗ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ, «Одуванчик» фонтан.

1950 ҫулта, В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртса, тӳрем ятне унӑн ятне панӑ, 1996 ҫулта хальхи ята иличчен Ленин площачӗ ятлӑ пулнӑ. Тӳрем ячӗ вӑл Чӑваш Енӗн тӗп площачӗ пулнине палӑртать. Республика правительстви кивӗ Советсен ҫуртӗнчен ҫӗнӗ ҫурта куҫса кайиччен пӗтӗм республикӑна ҫакӑнтан тытса тӑнӑ.

Тӳрем енче вырнаҫнӑ историпе культура палӑкӗсем

undefined
undefined
  •  архитектура палӑкӗ (федераци шайӗнчи) — Советсен ҫурчӗ (Республика тӳремӗ, 1, 1940 ҫул) «Вики палӑксем юратать» конкурс логотипӗ Культура еткерлӗхӗн объекчӗ № 2110020000№ 2110020000[4];
  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — 3056-лӗ эвакогоспиталь вырнаҫнӑ ҫурт, 1941—1945 ҫҫ. (халь — Шупашкар хулин администрацийӗ) (Республика тӳремӗ, 2)[5];
  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — аграри университечӗн тӗп вӗренӳ корпусӗ (1950-мӗш ҫҫ.)[6];
  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — пурӑнмалли ҫурт (1953 ҫурт) (К. Маркс ур., 31)[7];
  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — педагогика университечӗн тӗп корпусӗ (1957 ҫул)[8];
  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — В. И. Ленин палӑкӗ (1960 ҫул)[9];
  • Христос Раштав чиркӗвӗ (2000 ҫул).

Транспорт

Интереслӗ фактсем

  • Тӳремре Христос Раштавӗн чиркӗвӗ вырнаҫнӑ, 2000 ҫулта ӑна «Одуванчик» ятлӑ кивӗ фонтан вырӑнӗнче хӑпартнӑ.
  • Маларах ку тӳремре хулан тӗп мероприятийӗсем иртнӗ, халӗ вара вӗсенчен ытларах пайне Хӗрлӗ тӳремре ирттереҫҫӗ.

Ҫумри урамсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Павлова О. Дом на главной площади//Газета «Советская Чувашия» (17.09.2015). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  2. ^ Список названий улиц и остановок общественного транспорта города Чебоксары/Приложение № 1.1 к протоколу заседания Межведомственной комиссии по чувашскому языку от 20 мая 2010 г. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  3. ^ Александрова М. А., Иванова Т. Н. Парки и сады г. Чебоксары. Виртуальная выставка//РГУ «Государственный архив технотронной документации Чувашской Республики», 2005. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  4. ^ Каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. Объект культурного наследия №2110020000. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  5. ^ Каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. Объект культурного наследия №2100005000. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  6. ^ Каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. Объект культурного наследия №2100287000. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  7. ^ Каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. Объект культурного наследия №2100288000. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  8. ^ Каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. Объект культурного наследия №2100289000. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  9. ^ Памятник В. И. Ленину в Чебоксарах отнесен к объектам культурного наследия / Чебоксары онлайн. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем