Ленин палӑкӗ (Шупашкар)

Ленин палӑкӗ (выр. Памятник Ленину) — Шупашкарти Республика тӳремӗнче вырнаҫнӑ регион пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗ.

Скульпторӗсем: А. И. Далиненко, В. И. Татарович, Г. Д. Ястребенецкий. Архитекторӗ: Г. А. Израилевич.

Историйӗ

Шупашкарти Ленин тӳремӗнчи В. И. Ленин палӑкне Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 40 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ чухне, 1960 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, уҫнӑ[1]. Палӑка хӑпартнӑ лаптӑк унччен Пасар урамӗ пулнӑ, 1938 ҫулта Совет урамӗ ят панӑ, 1950 ҫултанпа Ленин ячӗпе хисепленет. Хальхи ятне — Республика тӳремӗ — 1996 ҫулта панӑ[1].

undefined

Сӑнласа пани

Пӑхӑртан тунӑ Ленин кӳлепи ҫинче — вӗлкӗшекен пальто, костюм, пуҫӗнче — карттус. Ӑна утнӑ евӗр сӑнланӑ, аллисене ҫурӑм хыҫне тытнӑ. Скульптура гранит постамент ҫинче тӑрать, тӗпӗ — тӳрӗ кӗтеслӗ. Пӗтӗм композици трибунӑсемлӗ пысӑкрах тӗттӗм гранит ҫинче вырнаҫнӑ, совет тапхӑрӗнче ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче, чӳкӗн 7-мӗшӗнче демонстрацисем вӑхӑтӗнче, ҫавӑн пекех тӗрлӗ митинг ирттернӗ чухне ҫав вырӑна республика тата хула ертӳлӗхӗ йышӑннӑ. Постамент айккинче — виҫӗ гранит картлашкаран тунӑ ҫӳллӗ мар трибунӑсем, вӗсене уяв мероприятийӗсене килнисем валли уйӑрнӑ[1].

Лапамра И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн (1956) тата Шупашкар хула администрацийӗн (1956) ҫурчӗсем вырнаҫнӑ. Палӑкран тепӗр енче, Карл Маркс урамӗнче, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ҫурчӗ (1957) тата Христос Ҫуралнин чиркӗвӗ (2000) пур. Скульптура хыҫӗнче — сквер, вӑл студентсен тӗл пулмалли юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.

Пӗлтерӗшӗ

Чӑваш Енри пӗрремӗш монумент палӑкӗ шутланать. Ку — хулари пысӑк уҫлӑхӑн идейӑллӑ-художествӑллӑ центрӗ пулса тӑнӑ пӗрремӗш сооружени. Пӗтӗм территори планировки — аллейӑсем, газонсем, чечексем йывӑҫсем — пӗрлехи архитектура йышӑнӑвне пӑхӑнса тӑрать. Регион пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать (историпе культура палӑкӗ). Ку статуса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2009 ҫулхи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.[2]

  •  архитектура палӑкӗ (регион шайӗнчи) — В. И. Ленин палӑкӗ (1960 ҫул)[3][4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Памятник В. И. Ленину и площадь Республики. историческийбагаж.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ Постановление Кабинета Министров Чувашской Республики № 274 от 29.07.2009. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ Памятник В.И. Ленину в Чебоксарах отнесен к объектам культурного наследия (выр.). Чебоксары.ру - сайт столицы Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ.
  4. ^ Памятник Ленину в Чебоксарах сделали «культурным объектом». regnum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.