Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшне Асăну чиркĕвĕ (Элĕк)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Православи храмĕ
Элĕкри Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшне Асăну чиркĕвĕ
Элĕк чиркĕвĕ
Элĕк чиркĕвĕ
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Конфесси Православи
Епархи Шупашкар тата Чăваш епархийĕ 

Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшĕн асăну чиркĕвĕ (Элĕк ялĕнче вырнаçнă Шупашкарпа Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.

Чиркӳре кĕлĕсене Виктор атте иртерет.

Кун-çулĕ

Изванка, Йăлкăш, Уйкасси, Кораккаси, Тавăт, Хитекушкăнь, Хирлеппуç Мĕлĕш, Торăпкасси, Павлушкăнь, Ярхуньушкăнь, Чартак, Хуравар. Пĕтĕмĕшпе прихутра 1047 кил карти пулнă, вĕсенче 3007 арçын тата 2968 хĕрарăм пурăннă.

Элĕкре Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшĕн асăну чиркĕве 1744 çулта никĕсленĕ. Ун чухне чиркӳ çуртне йывăçран тунă, вăл Элĕкĕн варринчех вырнаçнă пулнă. Чиркĕве уçсанах Пĕтĕм Раççейĕн арăм патши Елизавета Петровна çĕнĕ храма ырлă кĕнекене хăйĕнчен çапла çырса парса парнелет[1]

«Сия книга изготовлена типографией и по приказу преосвященного Дмитрия Епископа Нижегородского палатою отдана безденежно декабря 3 дня Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож новостроенного у новокрещенных церкви »

Шел пулин те, парнеленĕ кĕнекене упраса хăварайман, çапах та Елизавета Петровна çырăвĕнчи текстне И. Н. Вишневскин « Нижегородский губернский учетный архив» (Сборник т 3 Н Новгород Чăваш наци архивĕнче упранать.

1755 çулта Элĕк чиркĕвĕ валли Етĕрнерен 10 пăт йывăрăшлă 2 чан илсе килнĕ.

Истори докуменчĕсене вуласан çак паллă пулать: Пăкач вăрçи вăхăтĕнче çакса вĕлернĕ.

1782 çулта Элĕк прихутĕнчи тĕне тыткансем валли çĕнĕ йывăç чиркӳ çуртне туса лартаççĕ. 1901 çулта вара халăх укçипе çĕнĕрен йывăç çуртлă чиркĕве хăпартаççĕ. Чиркӳ иккĕ астуллă: урăна Çуратнă Таса Амăшĕн асăнăвĕн, Тс. Иоанна Богословăн.

1930 çулăн пуçламăшĕнче Раççейре пĕрртте хĕрхенмесĕр тĕн çурчĕсене хупма тытăнаççĕ. 1936 çулта уракан çил тухсан чиркĕвĕн тăрри, чанĕпе пĕрле, çĕре ӳкеççĕ. Чиркӳ çуртне юсасан кунта районти культура çурчĕ уçăлать.

1991 çулта Элĕк таврашĕнчи тĕне тытакансем йăлăннипе çак çулăн çурла уйăхĕнче чиркӳре кĕлĕ çуртĕнче турра пуççапма пуçланă. Халĕ çĕнĕ чиркĕве туса пыраççĕ.

Православи чиркĕвĕн çуртне йывăçран туса хăпартнă чухне пĕтĕм халăх пулăшнă. Ял тăрăхĕсем, шкулсем, тĕрлĕ йĕркелевсем тата ахаль çынсем, Элĕк районĕнчен çеç мар, май килнĕ таран укçа-тенкĕ панă[2].

2015 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче чиркĕве мăнаçлăн хута янă. Ирхи кĕлĕне çав кун Варнава митрополит Шупашкартан килнĕ.

Чиркӳ прихучĕн шкулĕ

Элĕкре чиркӳ прихучĕн шкулне «Хусан кĕпернинчи Етӗрне уесӗнчи Элĕк салин чирку прихучĕн шкулĕ» ят параççĕ.

Çавăн пекех

  • Турăна Çуратнă Таса Амăшĕ Çуралнин Ураскилт чиркĕвĕ
  • Элĕк районĕнчи православи чиркĕвĕсем
  • Шупашкарпа Чăваш епархин православи чиркĕвĕсем

Вуламалли

  • Леонтьева М.М., "Халăх тăрăшнипе çĕкленчĕ çак чиркӳ", "Пурнăç çулĕпе" (№63), 2015, çурла, 18, Элĕк.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Храм Успения Пресвятой Богородицы с. Аликово
  2. ^ Церковь всем миром( ӗҫлемен каҫӑ)
  3. ^ «Краткий отчёт о состоянии церковно-приходских школ и школ грамоты Казанской губернии», документы ЦГА ЧР, фонд 230, оп 1. д 7, л 5»

Каçăсем