Майра патша тӑвӗ

Майра патша тӑвӗ (выр. Государева гора) — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи ҫӳллӗ вырӑн, ҫутҫанталӑк палӑкӗ.

Майра патша тӑвӗ Сӗнтӗрвӑрри хулин тухӑҫ районӗнче, Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Шупашкартан Хусана каякан шыв ҫулӗн варринче вырнаҫнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри хулин символӗсенчен пӗри шутланать. Ту ҫинчен хула, юханшыв тата Атӑл леш енӗ ал лаппи ҫинчи пек курӑнать.

Майра патша тӑвӗн ҫӳллӗшӗ — 195,6 м.

Этимологи

Ҫак ту вырӑс хресченӗсем XVI ӗмӗрӗн вӗҫӗнче — XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче никӗсленӗ Сӗнтӗр ялӗнчи (Сӗнтӗрвӑррин малтанхи ячӗ) тӑшмансем тапӑнасран сӑнамалли «хурал вырӑнӗ» пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ[1].

Хальхи ятне II Кӗтерне Сӗнтӗрвӑррине килсе курнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 1763 ҫулхине ҫулла Патша майра Атӑл тӑрӑх Шупашкартан Хусана ҫул тытнӑ. Патша Сӗнтӗрте чарӑнма палӑртман, анчах та халӑх Атӑл хӗррине патшана саламлама тухнине курнипе ҫав тери хавасланса кайнӑ та чарӑнма хушнӑ. Вырӑнти пуянсем патша килнипе савӑнса унччен «Ҫӳллӗ» ятпа ҫӳренӗ ту ҫинче пысӑк апатлану сӗтелӗ хатӗрленӗ. Майра патша Атӑл хӗрринчи ҫут ҫанталӑк илемӗсене ытараймасӑр сӑнанӑ. Вӑл килсе кайнӑ хыҫҫӑн сӑрта Майра патша тӑвӗ теме пуҫланӑ[1].

Апат вӑхӑтӗнче Кӗтерне патша ылтӑн кашӑк ӳкернӗ текен халап пур. Ҫак мула тупакан телейлӗ пулать тесе ӗненеҫҫӗ. Паянхи кунчченех Майра патша тӑвӗ ҫине хаклӑ ҫухатӑва шырама ятарласа килекенсем тӗл пулаҫҫӗ.

1768 ҫулта ҫакӑнта ку таранчченех сыхланса юлнӑ Кӗтерне юман катине хывнӑ. Унта ӳсекен авалхи юмансем хулан чаплӑ илемӗсенчен пӗри шутланаҫҫӗ[2].

Тепӗр версипе ту ячӗ Троица соборӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ арманпа ҫыхӑннӑ, халӑхра ӑна «патша арманӗ» тенӗ. Пурӑна киле ҫак ят ту ҫине те куҫнӑ теҫҫӗ[1].

Ту ятне улӑштарнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫӗр ҫултан, II Александр император хӑйӗн мӑшӑрне, Мария Александровна императрицӑна, чысласа Сӗнтӗре Мариинский Посад ят парать (чӑвашла вара ӗлӗкхи ячех — Сӗнтӗрвӑрри — тарса юлать). 1917 ҫулхи революцичченех ку хула халӑх йышӗпе тата экономика аталанӑвӗн шайӗпе Шупашкартан та ирттернӗ[1].

Туризм

Майра патша тӑвӗ Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Чи малтанах кунтан тавралӑха сӑнама пите аван: Сӗнтӗрварри хули те, Атӑлпа ун ҫинчи утравсем те, Атӑл леш енчи вӑрмансем те ал лаппи ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ.

Ҫутҫанталӑк илемӗсӗр пуҫне туристсене Майра патша тӑвӗ ҫине унӑн тӗпӗнче вырнаҫнӑ сиплӗ ҫӑлкуҫсем илӗртеҫҫӗ. Ҫак шывсем куҫ тата хӑлха чирӗсене сиплеме усӑллӑ. Чи палли — Чӑн Христосӑн таса та ҫемҫе шывлӑ ҫӑлкуҫӗ. Майра патша тӑвӗ таврашӗнче ҫавӑн пекех тӗслӗ тӑм пур, унпа косметика тӗллевӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Тепӗр илӗртӳллӗ вырӑн — Сӑваплӑ Троица соборӗ. Ӑна псевдорус стилӗпе XVIII ӗмӗрте туса лартнӑ. Унта виҫӗ алтарь, анчах та чансемлӗ чиркӳ тӑррине совет саманинче пӑсса антарнӑ.

Майра патша тӑвӗн сылтӑм енче «Водолеевский» заказник вырнаҫнӑ. Ку — Чӑваш Республикинче уртӑш ҫитӗнекен пӗртен-пӗр вӑрман. Кунтах, Атӑл илемлӗ сӑмсах туса авӑннӑ вырӑнта, сӑрӑ чарлансем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫуркуннепе ҫулла ҫеҫ курма пулать, кӗркунне ӑшӑ тӑрӑха вӗҫсе каяҫҫӗ.

2024 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулара пурӑнмалли хӑтлӑх тӑвас енӗпе ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса ҫӗнтернӗ. «Патша майра тӑвӗ» проекта пурнӑҫлама федераци бюджетӗнчен 72 млн тенке уйӑрнӑ. Проект тӑрӑх Сӑваплӑ Троица соборӗнчен пуҫласа Майра патша тӑвӗн тавралӑха сӑнамалли площадка таранчченхи хутлӑха капӑрлатса хӑтлах кӳмелле. Палӑртнӑ тӑрӑх кунта вӑрӑм пусма, канмалли вырӑнсем пулмалла. Проекта 2025 ҫул вӗҫӗччен туса пӗтермелле[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Юрий Гусаров. Загадочная история «царских» названий (выр.). Газета «Советская Чувашия» (4 ҫӗртмен 2024).
  2. ^ Евгений Петров. Пять мест в Чувашии, которые стоит увидеть каждому (выр.). Российская газета (18 ҫӗртмен 2020).
  3. ^ Алексей Голицын. Благоустройство "Государевой горы" в Мариинском Посаде в центре внимания (выр.). «Московский комсомолец в Чебоксарах» (8 раштавӑн 2024).

Каҫӑсем