Екатерина II

Аслă Екатерина II Алексеевна (çуралнă чухнехи ят Ангальт-Цербст София Августа Фредерикки, ним. Sophie Auguste Friederike von Anhalt-Zerbst-Dornburg, православи тĕнĕнче Екатерина Алексеевна; 21 ака (çу, 2 ) 1729, Щчецин е Штеттин, Прусси - Чӳк, 6 (17) 1796, Хĕллехи кермен, Петербург) — 1762 - 1796-мĕш çулсенчи пĕтĕм Раççей патши.

Ангальт-Цербст кнеçĕн хĕрĕ, Екатерина кермен пăтăрмахĕ хыççăн, хăйĕн халăх юратман упăшкине, Пётр III патшана престол çинчен сирпĕтсе антарса влаçа хăй аллине тытса илнĕ.

Екатерина тапхăрĕ хĕресченсене ытла та хытă хĕсĕнтерсе чуралăха кĕртнипе тата дворянсене пур енлĕ хисепсемпе ырлăхсем панипе палăртуллă.

Аслă Екатерина вăхăтĕнче Раҫҫей империйӗн чиккисем хĕвеланăçа (Речь Посполитана уйăрни) тата кăнтăралла (Новороссине кĕртни) сарăлнă.

Патшалăха ертсе пыни II Екатерина вăхăтĕнче Петĕр I вăхăчĕ хыççăн пĕрремĕш хут улăштарса çĕнетнĕ.

Этеплĕх енчен илсен, Раççей тĕппипех Европа аслă патшалĕхĕсен шутне кĕнĕ, кăна патша хăй те, çыравлăх ĕçĕпе иленнĕскер, сăрă ÿнер ăсталăх ĕçĕсене пуçтараканскер тата франс философĕсемпе-çутлăхçисемпе çыру çырăнса-илсе тăнăскер, пулăшнă. Пĕтĕмлетсе каласан Екатерина политикипе унăн çĕнĕлĕхĕсем XVIII ĕмĕрĕн Çут ĕçĕ тапхăрĕн абсолютизм калăпăшне кĕреççĕ.

undefined

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Вуламалли

// Русская старина, 1896. — Т. 88. — № 11. — С. 436—441. — В ст.: Бильбасов В. А. Походы Екатерины II по Волге и Днепру (1767 и 1787 гг.).

Каçăсем



Flag of Russia (1858–1883).svg Раççей империн императорĕсем
Пётр I Алексеевич | Екатерина I Алексеевна | Пётр II Алексеевич | Анна Иоанновна | Иван VI Антонович | Елизавета Петровна | Пётр III Фёдорович | Екатерина II Алексеевна | Павел I Петрович | Александр I Павлович | Николай I Павлович | Александр II Николаевич | Александр III Александрович | Николай II Александрович