Башкиров Сергей Геннадьевич (футболист)
Башкиров Сергей Геннадьевич (1959 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле — 2023 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ, Днепропетровск) — совет саманинчи тата украин футболисчӗ, ҫурма хӳтӗлевҫӗ, хӳтӗлевҫӗ. СССР спорт мастерӗ (1984). Тренер[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1959 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ вырӑнти командӑра хоккейла вылянӑ. Сергей хоккейла та, футболла та вылянӑ, «Ылтӑн шайба»(выр.)чăв. тата «Сӑран мечӗк»(выр.)чăв. ача-пӑча турнирӗсене хутшӑннӑ, анчах футбола суйланӑ. «Звезда» (Ҫӗмӗрле) спорт клубӗн ҫамрӑксен командин воспитанникӗ. КФК хушшинче Чӑваш АССР первенствинче вылянӑ ҫитӗннӗ командӑна та явӑҫтарнӑ. Пӗр матчра ӑна СССР первенствин иккӗмӗш лигинче вылякан Шупашкарти «Сталь» ӑстасен командин представителӗсем курнӑ[2].
Союзлӑ республикӑсен пӗрлештернӗ командисен турнирӗнче 1978 ҫулта РСФСР сборнӑйӗшӗн вылянӑ, унта командӑн тӗп тренерӗ Анзор Кавазашвили(выр.)чăв. чӗннӗ. Ҫамрӑк футболиста Ленинградри «Зенит» тата Мускаври «Торпедо» представителӗсем асӑрханӑ, анчах Кавазашвили ӑна «Спартака» ертсе кайнӑ[2].
Днепропетровскри физкультура институтӗнче (1989) вӗренсе тухнӑ[1].
Карьера
Клубсенче
«Спартакра» дублёр командишӗн вылянӑ. Тӗп командӑшӑн выляма списока кӗртнӗ, анчах пӗр официаллӑ матч та ирттермен. СССР чемпионачӗн аслӑ лигинче пуҫласа 1979 ҫулта «Пахтакор»(выр.)чăв. йышӗнче вылянӑ. 1979 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче авиакатастрофа пулса иртнӗ, унта пӗтӗм «Пахтакор» команди тенӗ пекех вилнӗ. Сезон вӗҫлениччен выляма «Пахтакора» пулӑшма аслӑ лигӑн пур командинчен те икшер вылякан уйӑрнӑ. «Спартакран» Сергей Башкировпа Валерий Глушаков кайнӑ. «Пахтакор» хыҫҫӑн ҫӗнӗрен «Спартака» йышӑнман, Шупашкарти «Сталь» клуба таврӑннӑ[2].
Ҫар хӗсметне Куйбышеври «Крылья Советов»(выр.)чăв. (1980—1981) тата Смоленскри «Искра» (1982) командӑсемшӗн выляса ирттернӗ.
1983 ҫулта Запорожьери «Металлургра» вылянӑ, унтан 1984 ҫулта Днепропетровск хулинчи «Днепр»(выр.)чăв. командине куҫнӑ, унӑн шутӗнче пилӗк ҫул хушшинче СССР чемпионӗ, кӗмӗл тата икӗ хутчен бронза призёрӗ тата СССР кубокӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
1989—1991 ҫулсенче Запорожьери «Металлург», 1991—1992 ҫулсенче — Польшӑн 3 дивизионӗнчи МЗКС (Василькув) клубӗнче вылянӑ. 1992 ҫулта Украина чемпионатӗнче «Металлургшӑн» 3 матч ирттернӗ. Карьерӑна Германири «Рот-Вайсс» (Оберхаузен) кӗҫӗн дивизионӗсенчен тӑракан клубра вӗҫленӗ.
Статистика
Ҫул, команда |
Чемпионат | Дубль | Кубок | Тӗнчери | Ытти | |||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1976 | «Сталь» Шупашкар | Г | ||||||||||
| 1977 | «Сталь» Шупашкар | |||||||||||
| 1978 | «Сталь» Шупашкар | В | 42 | 8 | - | - | - | - | - | - | ||
| 1979 | «Спартак» Мускав | А | - | - | - | - | - | - | - | - | - | |
| 1979 | «Пахтакор» Ташкент | А | 5 | - | - | - | - | - | - | - | ||
| 1980 | «Сталь» Гупашкар | В | 7 | - | - | - | - | - | - | - | ||
| 1980 | «Крылья Советов» Куйбышев | Б | 26 | - | - | - | - | - | - | - | - | - |
| 1981 | «Крылья Советов» Куйбышев | В | 17 | - | - | - | - | - | - | - | ||
| 1981 | «Звезда» Пенза | - | - | - | - | - | - | - | - | |||
| 1982 | «Искра» Смоленск | Б | 32 | 1 | - | - | 3 | - | - | - | - | - |
| 1983 | «Металлург» Запорожье | Б | 33 | 3 | - | - | - | - | - | - | - | - |
| 1984 | «Днепр» Днепропетровск | А | 32 | - | - | - | 1 | - | 3 | - | 2 | - |
| 1985 | «Днепр» Днепропетровск | А | 29 | 1 | 1 | - | 2 | - | 7 | - | - | - |
| 1986 | «Днепр» Днепропетровск | А | 25 | - | 2 | - | 1 | - | 1 | - | 4 | - |
| 1987 | «Днепр» Днепропетровск | А | 30 | - | - | - | 3 | - | - | - | 6 | - |
| 1988 | «Днепр» Днепропетровск | А | 29 | 1 | 5 | - | 1 | - | 5 | - | ||
| 1989 | «Металлург» Запорожье | Б | 35 | 1 | - | - | 2 | 1 | - | - | - | - |
| 1990 | «Металлург» Запорожье | Б | 32 | 1 | - | - | - | - | - | - | - | - |
| 1991 | «Металлург» Запорожье | А | 8 | - | - | - | - | - | - | - | ||
| 1991 | «Днепр» Днепропетровск | А | - | - | 2 | - | - | - | - | - | - | - |
| 1991/92 | ВКС Василькув | 13 | - | - | - | - | - | - | - | - | - | |
| 1992/93 | «Металлург» Запорожье | А | 2 | - | - | - | ||||||
| 1992/93 | «Рот-Вайсс» Оберхаузен | 6 | - | - | - | - | - | - | - | - | - | |
| 1993/94 | «Рот-Вайсс» Оберхаузен | 5 | - | - | - | - | - | - | - | - | - | |
Тренер ӗҫӗ
1997 ҫултанпа тренер пулса ӗҫленӗ:
- «Кривбасс» (Кривой Рог, Украина) — 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2000 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен, 2007 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулччен, 2012 ҫулхи ҫу—утӑ уйӑхӗсенче;
- «Металлург» (Запорожье, Украина) — 2001 — 2002, авӑн; 2013, юпа — 2015;
- «Опава» (Опава, Чехи) — 2002—2003;
- «Слован» (Братислава, Словаки) — 2003;
- МФК «Металлург» (Запорожье, Украина) — ҫӗртме, 2018 — ҫӗртме, 2019;
- «Перемога» (Днепр, Украина) — 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ таран[3].
Ҫитӗнӳсем
- СССР чемпионӗ: 1988;
- СССР чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ: 1987;
- СССР чемпионачӗн бронза призёрӗ (2): 1984, 1985;
- СССР Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи: 1989;
- 33 чи лайӑх футболист йышӗнче (1): 1987 — № 3.
Вилӗм
Сергей Геннадьевич 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вилнӗ[4]. 2023 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче ӑна Днепропетровскри Запорожье ҫӑвинче пытарнӑ.
Астӑвӑм
2025 ҫулта Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле хулинче Сергей Башкирова асӑнса футбол енӗпе республикӑри 1-мӗш уҫӑ турнир иртнӗ[5].
Кӑсӑк фактсем
- Сергейпа пӗр флангра вылякан Геннадий Литовченко(выр.)чăв. ӑна кӗске ят панӑ – Башка;
- Родион Нахапетов(выр.)чăв.1988 ҫулта «Днепр» команда «Утреннее шоссе» илемлӗ фильмра ӳкерӗннӗ. Шухӑшӗ актерӑн, «Днепр» фаначӗн пулнӑ. Сочире ӳкернӗ. Футболистсемпе пысӑках мар сюжет ҫыхӑннӑ: футболистсем автобуспа стадиона килеҫҫӗ те тухаҫҫӗ. Ҫапах та С. Башкиров хыҫалта ларнӑ, кадра лекмен;
- 1984 ҫултанпа Олег Таранпа(выр.)чăв. туслӑ пулнӑ, пӗрле «Днепрта», кайран «Металлургра» вылянӑ, карьера вӗҫленсен «Кривбасс» тата «Металлург» клубсенче тренер дуэтне тунӑ. Вӗсен арӑмӗсем — йӗкӗрешсем;
- Башкировсен ҫемйинче тепӗр футболист – Младен Бартулович кӗрӗвӗ пур[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Н. Г. Скородумов. Башкиров Сергей Геннадьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 В. Николаев. Самая яркая звезда чувашского футбола (выр.). Газета «Республика» Государственного Совета Чувашской Республики (8 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ Башкиров Сергей Геннадьевич (выр.). footballfakts.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ ВКонтакте | ВКонтакте (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Юные футболисты Чувашии показали достойные результаты на республиканском турнире памяти С.Г. Башкирова (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Министерство физической культуры и спорта Чувашской Республики (16 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Михайлов, А. Чи пысӑк ҫитӗнӳ Сергей Игнашевичӑн — Европа «бронзи»: чӑваш футболҫисем СССР чемпионӗ те, Раҫҫей чемпионӗ те пулнӑ / А. Михайлов // Салам. - 2014. - 29 ҫурла (№ 10). - С. 11 : сӑн ӳкерчӗксем. - Содерж.: Сергей Башкиров: СССР чемпионӗ;
- Николаев, В. Чӑваш футболӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ / В. Николаев // Республика. -2020.-8 утӑ (27 №). — С. 4: фот. цв.;
- Скородумов, Н. Г. Башкиров Сергей Геннадьевич / Н. Г. Скородумов // Краткая чувашская энциклопедия. -Шупашкар, 2001.-С. 83;
- Скородумов, Н. Г. Башкиров Сергей Геннадьевич / Н. Г. Скородумов // Чувашская энциклопедия. -Шупашкар, 2006.-Т. 1: А-Е.-С. 192;
- Скородумов, Н. Г. Башкиров Сергей Геннадьевич / Н. Г. Скородумов // Чӑваш спорт энциклопедийӗ / Н. Г. Скородумов. – Шупашкар, 2007. – С. 89.