Ноздряков Михаил Геннадьевич

Ноздряков Михаил Геннадьевич (1970 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР) — Раҫҫей регион шайӗнчи хуҫалӑх тата патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ (2020). «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1970 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Шупашкарти 27-мӗш вӑтам шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫулта Санкт-Петербург патшалӑх университечӗн экономика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1998 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн(выр.)чăв. «Коммерци банкӗн хальхи саманари ертӳҫи» программӑпа вӗренсе тухса управлени магистрӗн дипломне илнӗ[1].

Банк ӗҫӗ-хӗлӗ

1995 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗччен Раҫҫей Федерацийӗн Перекет банкӗн Чӑваш банкӗнче хаклӑ хутсен пайӗн ертсе пыракан экономисчӗн, хаклӑ хутсен пайӗн пуҫлӑхӗн, халӑх вклачӗсен тата банк карттисен пайӗн пуҫлӑхӗн должноҫӗсенче ӗҫленӗ[1].

1999 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2000 ҫулхи раштав уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Перекет банкӗн Чӑваш банкӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ; 2001 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — Раҫҫей Перекет банкӗн 8613-мӗш Чӑваш уйрӑмӗн управляющийӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ[1].

2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2011 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Шупашкар хулинчи ВТБ Банк АУО филиалӗн управляющийӗ[1].

2014, нарӑс — 2015, утӑ — «Чӑвашкредитпромбанк» (ПАО) Акционерлӑ коммерци банкӗн правлени председателӗн канашҫи[1].

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ

2011 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен — Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Республикин министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗ[1].

2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Севастополь хулин финанс департаменчӗн директорӗн пӗрремӗш ҫумӗ[1].

2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗ[2].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче иртнӗ суйлавра ҫӗнтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн инаугурацийӗ(выр.)чăв. иртнӗ[3]. Унпа пӗрлех Олег Николаев 2025 ҫулхи авӑн 26-мешӗнчи 157-мӗш хушӑвӗпе Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72 тата 91 статйисемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна янӑ[4]. Министрсем ҫӗнӗ правительство пухиччен хӑйсен вырӑнӗсенче «тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан» статуспа ӗҫлеҫҫӗ[5].

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ 169-хушӑвӗпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — Чӑваш Республикин финанс министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ[6].

Хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ҫырса панипе 2026 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче должнӑҫӗнчен хӑтарнӑ[7][8].

Ҫемье

Авланнӑ, икӗ ачаллӑ.

Хисепӗсем

Кӑсӑк самант

  • Финанс министрӗн должноҫӗнче Михаил Ноздряков ҫак должноҫе 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен йышӑннӑ Светлана Енилинӑна улӑштарнӑ (хӑй вӑхӑтӗнче Енилина шӑпах Ноздряков вырӑнне килнӗ пулнӑ).
  • Пӗрремӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗш класс таран хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне Шупашкарти Пионерсен керменӗнче ирттернӗ, Вагаповсем ертсе пынӑ халӑх ташшисен паллӑ ансамблӗнче (ертӳҫи — Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Н. Г. Вагапова, балетмейстерӗ – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ А. С. Вагапов) ӑсталӑхне туптанӑ[9].
  • Пӗрле ташланисем аса илнӗ тӑрӑх, Михаил Ноздряков питӗ лайӑх ташӑҫӑ пулнӑ, ӑна соло ташӑсене час-часах шанса панӑ. 80-мӗш ҫулсенче пултарулӑх керменӗн делегацийӗ йышӗнче Михаила Венгрири хореографи конкурс-фестивальне янӑ, унта коллектив ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Унта хутшӑнма Чӑваш Енрен пурӗ те 4 пултаруллӑ ачана суйласа илнӗ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Виктор Мясников. Михаил Ноздряков. Биография (выр.). peoples.ru (1 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ Михаил Ноздряков возглавил Министерство финансов Чувашии Он уже занимал эту должность в 2011-2014 годах (выр.). Правда ПФО (3 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ Олег Николаев вступил в должность Главы Чувашии: курс на развитие и заботу о людях (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (26 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Об отставке Кабинета Министров Чувашской Республики (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (26 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ Оксана Казакова. Правительство Чувашии отправлено в отставку (выр.). Информационное агентство «Чувашинформ» (26 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ О первом заместителе Председателя Кабинета Министров Чувашской Республики – министре финансов Чувашской Республики (выр.). Официальный интернет-портал органов власти Чувашской Республики (3 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  7. ^ О Ноздрякове М. Г. (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (17 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
  8. ^ Министр финансов Чувашии Михаил Ноздряков ушел в отставку (2026-04-17). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Знаменитые кружковцы Дворца творчества (выр.). ВКонтакте. Дворец детского (юношеского)творчества Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем