Кивĕ Элпуç

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Кивĕ Элпуç
Эльпуç
Ялав Герб
Ялав Герб
55°00′00″ с. ш. 47°40′17″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Кивĕ Элпуç
Историпе географи
Никӗсленӗ 1604
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 400[1] ҫын (2010)
Национальноҫсем чăваш
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83548
Почта индексӗ 429293
ОКТМО кочӗ 97658405101
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97258805001
Номер в ГКГН 0120565
gov.cap.ru/main.asp?govi…
Карттӑна кӑтарт/пытар
Кивĕ Элпуç на карте
Кивĕ Элпуç
Кивĕ Элпуç

Кивĕ Элпуç (Элпуç), — Чăваш Енри Тăвай районĕн ялĕ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 400 çын, çав шутра 192 арçын, 208 хĕрарăм пурăннă[2].

Ялпа юнашар Эл кӳлли вырнаçнă. Кӳлĕрен Эл юханшыв юхса тухать. Эль кӳлли патĕнче чӳксем ирттереççĕ.

Юнашар çак çырмасем вырнаçнă: Пикин ваçанĕ, Левентей çырми, Капнер çырми, Шывлă вар, Эрех, хăйра çырми, Мулла çырми, Атăл çурт çаранĕ.

Ял ячĕ Эл юханшывран пулса кайнă.

Халăхри халапсем пĕлтернĕ тăрăх кунта чăвашсем Атӑл хĕрринчен килнĕ. Пĕр чăвашĕ Элтер ятлă пулнă. Вăл «Атăл çурт» тĕлĕнче çурт лартнă та çапла ял пуçланса кайнă тет. 1867 çулхи картта çинче яла Аякри Элтер (Дальнее Алдиарово) ятпа палăртнă. Унта вăл вăхăтра 105 кил пулнă.

Яла никĕçленине каласа паракан халапсем темиçе те. Тепĕр халап тăрăх яла Атăлăн сулахай енчен килнĕ Айтар ятлă чăваш никĕсленĕ. Ăна кунта ĕне илсе килнĕ тет. Виççĕмĕш халапĕ тăрăх яла Атăлăн сулахай енчен тăлăп çаннинче илсе каçнă ача никĕçленĕ пулса тухать.

Ялти Хусан Турамăш чиркĕвне 1892 çулта лартнă. Чиркӳри пуп вырăнĕнче Чăваш шкулне вĕренсе тухнă Константин Евграфович Веков пулнă. Чиркӳ çумĕнче 1880 çулта уçнă шкул пулнă. 1857 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче кунта хĕрачасене вĕрентекен шкул ĕçлеме пуçлани паллă. Шкулăн пĕрремĕш вĕрентевçи Ф. Смирнов пулнă, вăл 7 арçын ачапа 4 хĕрачана вĕрентнĕ. Вăл шкула çавăн пекех Çĕнçырма, Ураскасси тата Энĕшпуç ялĕнчи ачасем çӳренĕ. Шкул валли çурт ятарласа 1886 çулта лартнă. П. Иментаев аса илнĕ тăрăх шкула И.Я. Яковлев та килсе кайнă.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]