Кондратьева Ольга Владиславна
Кондратьева Ольга Владиславна (сцена ҫинчи ячӗ — Ольга Кондратьева, ҫур. 1983 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрӑҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1983 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 9 класс вӗренсе пӗтернӗ.
1998—2002 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Училищерен хӗрлӗ дипломпа тухнӑскер экзаменсӑрах И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетне вӗренме кӗнӗ, 2002— 2007 ҫулсенче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 2010—2013 ҫулсенче куҫӑн мар мелпе вӗренсе И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ, иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].
2007 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче «Эстрада вокалӗ» класӗпе вӗрентекен пулса ӗҫлет.
2003 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать: концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене, ҫавӑн пекех ытти уявсене йӗркелеме-ирттерме хутшӑнать.
Пултарулӑх
Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнерсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Малеева патӗнче вокал ӑсталӑхне туптанӑ. Кунта вӗреннӗ чухне республика, Раҫҫей шайӗнчи (Мускав, Питӗр, Аслӑ Новгород тата ытти хуласенчи) конкурссене хутшӑннӑ[1].
Чӑваш эстради ҫине 2003 ҫулта «Ҫӑлтӑрсен фабрики» ҫамрӑк талантсен конкурсӗнче малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑннӑ хыҫҫӑн тухнӑ. Конкурса Игорь Аркадьев ҫырнӑ «Куҫ тулли илем» юрӑпа хутшӑннӑ.
2003—2009 ҫулсенче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Васильев ертсе пынӑ ушкӑнра юрланӑ, гастрольсене ҫӳренӗ[1].
2009—2024 ҫулсенче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрӑ» ушкӑнра юрланӑ[1].
Юррисем: «Хӑмӑр куҫсем», «Телей сукмакӗ», «Анне», «Кам-ши манӑн телейӗм?», «Куҫ тулли илем», «Мӗншӗн?», «Санпа кӑна», «Сӑпка юрри», «Татрӑм эп кӑвак чечек», «Хитре юрату», «Ҫыру», «Юратсан», «Юрату пурах»[2] тата ыттисем.
Репертуарӗнче ҫаван пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлаканнисем пур: Георгий Смирновпа, Александр Васильевпа, Стас Владимировпа, Марта Зайцевапа[2].
Альбина Юрату, Вероника Арисова, Владимир Рыбкин, Александр Васильев сӑвӑҫсемпе, Александр Павлов, Константин Рязанов, Радик Семёнов, Радик Иванов аранжировщиксемпе ытларах ӗҫлет.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ;
- Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп хучӗ;
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин Тав хучӗ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Кондратьев Владислав Борисович.
- Амӑшӗ — Кондратьева Ирина Васильевна.
- Шӑллӗ — Евгений.
- Хӗрӗ — Кристина[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗнче(выр.)чăв. ҫапӑҫакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх мероприятисене хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |