Иванов Михаил Анатольевич

Иванов Михаил Анатольевич (сцена ҫинчи ячӗ — Михаил Иванов, ҫур. 1978 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ, Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей опера (бас-баритон) тата эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1978 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Этменти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 1995 ҫулта вӗренсе тухсан 1995—1998 ҫулсенче Н. В. Никольский ячӗллӗ Шупашкар педагогика колледжӗнче вӗреннӗ. 2000—2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

2002—2005 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗнче юрланӑ.

2005—2006 ҫулсенче Шупашкар хулин «Классика» муниципалитет капеллинче ӗҫленӗ.

2007—2009 ҫулсенче Аҫтӑрхан патшалӑх музыка театрӗнче(выр.)чăв. солист-вокалист пулса вӑй хунӑ.

2009—2018 ҫулсенче харӑсах Шупашкар хулин «Классика» муниципалитет капеллинче тата Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ.

2018 ҫултан Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хурать[2].

undefined

Эстрадӑра

Эстрадӑна 2016 ҫулта «Шупашкар» юрӑпа (сӑвви — Юхма Мишши, кӗвви — Юрий Кудаков) тухнӑ.

Пӗрремӗш харпӑр концертне 2017 ҫулта Шупашкарта Я. Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче ирттернӗ.

«Юратупа телей сунса» альбом кӑларнӑ.

Юррисем: «Ыр çынпа кун-çул хитре», «Юбилей», «Саркайăкăм-сарпикеçĕм», «Киремет», «Туслăх», «Хĕрарăм», «Каçар мана», «Епле пултарăп», «Чунри ачаш сăмахсем», «Ан хурлан», «Нимене», «Розăсем», «Хусах», «Манпа ташла», «Мана манса ан кай», «Тус-тăвансем», «Туй килет», «Тăванлăх юрри», «Çап çут шăпам эс мар», «Кÿршĕ», «Анне чĕри», «Савăнăç юрри», «Ик чĕрере пĕр юрату», «Упрăр савнине», «Чĕрери ĕмĕтсем», «Шумерсен йăхĕнчен», «Шурă кăвакарчăн», «Манайманшăн ан çилен», «Салам юрри», «Чăваш eн», «Шупашкар каçĕсем», «Çутă кÿлĕ хĕрринче», «Çутă телей», «Ытарми савни», «Купăс сасси», «Тăван чĕнчĕ хăнана», «Шупашкар»[3] тата ыттисем.

Дуэтпа юрлаканнисем: «Пулнă, пулнă пулĕ» (Михаил Иванов, Алина Варна), «Эп санпа чух» (Михаил Иванов, Валентина Телей), «Шуçăм киличчен» (Михаил Иванов, Алёна Сергеева)[3], ҫавӑн пекех Алёна Хрусталёвапа, Елена Соколовапа юрлать.

Юррисене ҫырнӑ чух ытларах Альбина Юрату сӑвӑҫпа, Василий Филиппов аранжировщикпа ӗҫлет.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Иванов Анатолий Александрович.
  • Амӑшӗ — Иванова Альбина Николаевна.
  • Йӑмӑкӗ — Алексеева Светлана Анатольевна.
  • Хӗрӗ — София[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи(выр.)чăв. ентешсене пулӑшас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене (Ҫӗнӗ Шупашкар, 2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче; Хӗрлӗ Чутай, 2026 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче) хутшӑнать[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Альбина Юрату. 88 интервью(паллӑ мар). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 331—335.
  2. ^ Хор. Басы (выр.). Чувашский государственный театр оперы и балета «Волга Опера». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Михаил Иванов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ В РДК состоялся благотворительный концерт «Своих не бросаем» (выр.). Автономное учреждение «Централизованная клубная система» Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики (25 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем