Пётр Ермолаев

Ермолаев Пётр Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Пётр Ермолаев, ҫур. 1979 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Чăваш Тăрăм, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи. Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Кун-çулĕ

1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑм ялӗнче ҫуралнӑ[1].

1986—1994 ҫулсенче Чӑваш Тӑрӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 1994—1996 ҫулсенче Г. С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ[1], лицейран кӗмӗл медальпе вӗренсе тухнӑ.

1996—2001 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Чӑваш Республикин Президенчӗн стипендиачӗ пулнӑ[1]. Университетра «Ансат» эстрадӑпа миниатюра театрне йӗркелесе янӑ. Республикӑри ялсенчи тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи чӑвашсене савӑнтарнӑ.

1997 ҫултанпа Виктор Петров ертсе пыракан кулӑшпа сатира театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, малтан — штатра шутланмасӑр, каярах — договорпа.

2001—2004 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аспирантурӑра(выр.)чăв. вӗреннӗ («Раҫҫей халӑхӗсен литератури»)[1]. Хумма Ҫеменӗн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ диссертаци(выр.)чăв. ӗҫне ҫырнӑ. Тӗрлӗ журналта 4 ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ.

2002, 2006—2009 ҫулсенче Кулӑшпа сатира театрӗнче вӑй хунӑ[1].

2011—2012 ҫулсенче «Салам» Чӑваш ҫамрӑкӗсен культура центрӗнче (Чӑваш Республикин ҫамрӑксен обществӑлла организацийӗ) председатель ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

2013—2015 ҫулсенче — Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн финанс директорӗ.

2015—2017 ҫулсенче —  «Жемчужина Чувашии» тулли мар яваплӑ обществӑра клуб заведующийӗ.

2017—2019 ҫулсенче — Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн финанс директорӗ.

2016 ҫултанпа культура енӗпе харпӑр предприниматель(выр.)чăв. пулса тӑрӑшать.

Чӑваш тӗрриллӗ-эрешӗллӗ тум (хушпу, тухья, масмак), чӑваш сувенирӗсем хатӗрлес-сутас ӗҫ йӗркелесе тытса пырать[2].

Пултарулӑхӗ

Г. С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ тапхӑрта «Карма ҫӑварсем» шкул театрӗ йӗркелесе янӑ.

Университетра «Ансат» эстрадӑпа миниатюра театрне йӗркеленӗ. Республикӑри ялсенчи тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи чӑвашсене савӑнтарнӑ.

Репертуарӗнчи юрӑсемпе шӳтсене ытларах хӑйех калӑплать.

Юрӑ сӑмахӗсен авторӗ ытларах чухне хӑй, ҫавӑн пекех Типшӗм Сашук, Юрий Кашкӑр сӑввисемпе усӑ курать.

Юррисене кӗвӗлекенӗсем: Константин Рязанов, Юрий Кашкӑр, Сергей Марков, Николай Пыркин тата хӑй.

Репертуарӗнче халӑх юррисем те пур.

Сцена ҫинче Андрей Шадриков юрӑҫпа пӗрле дуэтпа юрлать[2].

2020 ҫултанпа «Мунча ташши» эстрадӑпа юмор театрне йӗркелесе ярса ертсе пырать.

Мӑшӑрӗпе пӗрле чӑваш юррисен 3 кӗнекине пухса кӑларнӑ: «Ай, юрлар-и юррине», «Чӑваш юрри», «Телей ҫӑлтӑрӗ».

Юрӑсем

Пӗччен юрлаканнисем

«Пулӑ вӑлтара», «Сӑмакун», «Машина-зверь», «Ясар каччӑ», «Пулмарӗ», «Председатель сельсовет», «Ҫук», «Гоги», «Эй вара», «Ташлӑр-юрлӑр», «Кум» тата ыттисем те.

Андрей Шадриковпа дуэтпа юрлаканнисем

«Ай-хай, тӑвансем», «Савнӑ Шупашкарӑм», «Шабашка», «Ҫат-ҫат», «Якӑлти», «121-мӗш юрату», «Сисен-ши эс?», «Ямпӑлкка», «Яльчики-чики», «Хӗвел», «Дискотека», «Утас ҫук», «Эсӗ сар хӗвел пулсан», «Туй», «Арӑм ман яла каять», «Ҫырла пиҫнӗ», «Эпир пурте из 90-ых», «Ман ритм», «Эс юрат мана», «Негр», «Ташӑ каҫӗнче», «Все значит» тата ыттисем те.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене йӗркелес ӗҫе[3][4], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[5].

Ҫемье

Ҫемьеллӗ. Мӑшӑрӗпе Еленӑпа икӗ хӗр (София тата Злата) ҫуратса ӳстернӗ[2]. Мӑнук — Илюша — пур.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп грамоти;
  • Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн «Тава тивӗҫлӗ эстрада артисчӗ» медаль;
  • тӗрлӗ обществӑлла организацисен Хисеп грамотисем.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Ермолаев Пётр Николаевич (выр.). Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем | Звезды Чувашии и не только. «ВКонтакте» (12 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Анна Иванова. Певец чувашской эстрады зарабатывает около 80 тысяч в месяц и успевает вести бизнес: "Воспитываю двух дочерей" (выр.). Портал ПroГород (28 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  4. ^ Елена Сергеева. Сбор денег идет на наших бойцов (выр.). ВКонтакте. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  5. ^ Состоялся благотворительный концерт в помощь строительству храма в селе Лащ-Таяба (выр.). Электронное периодическое издание Чебоксары.ру (15 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем