Денис Антипов

Антипов Денис Владимирович (сцена ҫинчи ячӗ — Денис Антипов) (ҫур. 1992 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Шупашкар) — чăваш эстрада юрăçи. Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Кун-çулĕ

1991 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта Шупашкарти 55-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗреннӗ. Мускав гуманитарипе экономика университечӗн(выр.)чăв. Шупашкарти институчӗн юридици факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].

2014—2015 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче(выр.)чăв. Тамань дивизийӗн(выр.)чăв. 15-мӗш мотострелоксен полкӗнче хӗсметре тӑнӑ[1]. Ҫар хӗсметӗнче полк оркестрӗнче вӗрсе каламалли инструментсем каланӑ[2].

Ҫар хӗсметӗнче чухне 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне(выр.)чăв. хутшӑннӑ, ҫакӑншӑн асӑну медалӗпе Тав хутне тивӗҫнӗ[2].

Пултарулӑхӗ

Шкулта вӗреннӗ чухне Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнчи Федотов Сергей Васильевич ертсе пыракан «Эревет» ансамбле ҫӳренӗ.

10-мӗш класра вӗреннӗ чухне Никитин Анатолий Никитич ертсе пыракан «Янташ» ушкӑнра юрлама пуҫланӑ.

Каярах ку ушкӑнран кайса «Хурӑнташ» ушкӑн йӗркеленӗ[1].

Халӗ пӗччен тата Оксана Степанова юрӑҫпа дуэтпа юрлать[1].

Юрӑҫ темиҫе кӗвӗ хатӗрӗпе те — аккордеонпа, хуткупӑспа, вӗрсе каламалли инструментсемпе — калать[2].

Юрӑ сӑмахӗсене ытларах хӑй е Оксана Степановапа, кӗввисене Оксана Степановапа пӗрле ҫыраҫҫӗ[2].

Паллӑ юррисем

«Кӗлчечек», «Ҫӑлтара татма кирлӗ мар», «Ҫутӑ шанӑҫ», «Чун савӑнать юратнӑран», «Даридай», «Тыткӑнларӑн мана», «Сӑмах калаймӑн», «Сансӑр, савни, пурнӑҫ ҫук», «Пулӗ ман юрату», «Эх, савниҫӗм», «Ҫуралнӑ кун», «Кумсен юрри», «Пите йывӑр» тата ыттисем те[3].

Оксана Степановапа пӗрле юрлаканнисем

«Пурнӑҫ юрри», «Пурӑнать юрату», «Ах, юрату», «Кӗрхи ҫумӑр», «Юрату чӗнет», «Кӗтрӗм сана», «Турӑ ҫырни», «Шӑмалакра» тата ыттисем те[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Денис Антипов — биография эстрадного певца (выр.). Простые слова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Денис Антипов и Оксана Степанова — биография певца, его песни и концерты (выр.). Интернет газета (22 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ Антипов Денис слушать онлайн (выр.). my.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.
  4. ^ Денис Антипов Оксана Степанова слушать онлайн (выр.). my.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем