Карсакова Светлана Анатольевна

Карсакова Светлана Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Светлана Карсакова, ҫур. 1983 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Маяк (ял), Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1983 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Маяк ялӗнче ҫуралнӑ.

Сиккасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне (1998), Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрӑмне (1998—2002), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка педагогикин факультетне (2002—2006) вӗренсе пӗтернӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче (2006—2010) вӗренсе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

2000—2003 ҫулсенче Лапсарти ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ, 2003—2006 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Чӑваш ен» ансамблӗн солистки пулнӑ.

2006 ҫултанпа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн кадрсен пайӗнче вӑй хурать[1].

undefined

Пултарулӑх

2002 ҫулта «Хавас» ушкӑн юрӑҫи пулса кӗнӗ. «Хавас» ушкӑн йышӗнче те, пӗччен те юрлать.

Юррисем: «Юрату», «Сӑнӳкерчӗк», «Аннене», «Артистсене», «Лашисене шӑварнӑччӗ», «Ман юратнӑ чун савни», «Манпа мар», «Манса кай», «Нумай, нумай пӗтет», «Тӑван ял», «Улмуҫҫи ҫине», «Урӑх тӑкмас нихҫан», «Хӗр туслӑхӗ», «Ҫамрӑк чух савӑнар», «Ҫемье», «Ҫуралнӑ кун», «Ҫурхи илем», «Ҫутӑ уйӑх», «Юратсан», «Тав сана юрату»[2] тата ыттисем.

Репертуарӗнче Алексей Шадриков[3], Алексей Московский[2], Людмила Казакова[4] юрӑҫсемпе дуэтпа(выр.)чăв. ҫырнӑ юрӑсем пур.

Юррисен авторӗсем: Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Павлов, Сергей Марков аранжировщиксем тата ыттисем[1].

Репертуарӗнче илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисем пур.

Юрӑҫ пӗччен те, «Хавас» ушкӑн йышӗнче те гастрольсенче пулать, пӗрлехи концертсене, уявсене хутшӑнать[5].

Ҫемье

  • Ашшӗ — Комаров Анатолий Васильевич.
  • Амӑшӗ — Комарова Эльза Николаевна.
  • Ҫемьере иккӗн ҫитӗннӗ: Светлана, Анна.
  • Мӑшӑрӗ — Карсаков Алексей Валерьевич.
  • Хӗрӗсем — София, Мария[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • «Канашсем» ентешлӗхӗн ӗҫне хутшӑнать[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Светлана Анатольевна Карсакова Светлана Анатольевна. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Светлана Карсакова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Светлана Карсакова (выр.). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Светлана Карсакова, Л.Казакова – все песни - Zvyki.com (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Праздник деревни «Маяк – деревенька моя» (выр.). Канашский муниципальный округ Чувашской Республики (15 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем