Васильева Лариса Леонидовна
Васильева Лариса Леонидовна (сцена ҫинчи ячӗ — Лариса Васильева, ҫур. 1966 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, Анат Хыркасси, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1966 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Аялти Хыркасси ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Первомайски вӑтам шкулӗнче 8 класс вӗренсе пӗтернӗ, 1981—1984 ҫулсенче Шупашкарти планпа экономика техникумӗнче вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ[2].
1984—1986 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи «Знамя» совхозра ӗҫленӗ.
1986 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин вокал уйрӑмне вӗренме кӗнӗ[2].
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
5 ҫул Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Виталий Гордеев ертсе пынӑ «Ялан» ушкӑнра юрланӑ[2].
1992—1995 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнче бухгалтер пулса ӗҫленӗ.
2001—2003 ҫулсенче «Радио Микс» радиостанцире «Асамлӑ микс», «Юрӑ саламӗ — кӑмӑл турамӗ» программӑсене ертсе пынӑ.
Харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшнӑ, «Юрату» ансамбль солистки пулнӑ.
2023 ҫултан Вӑрманкас Кӗҫтемӗр культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлет, «Шурвар» халӑх фольклор ушкӑнне ертсе пырать.
Пултарулӑх
Шкулта тата техникумра вӗреннӗ вӑхӑтра Шупашкарти профтехвӗренӗвӗн «Асамат» юрӑпа ташӑ ансамблӗнче (ертӳҫи — Б. П. Быков) юрланӑ, ушкӑнпа ҫӗршыври тӗрлӗ регионта гастрольте пулнӑ, Алжирта иртнӗ фестивале хутшӑннӑ.
Эстрадӑри пӗрремӗш юрри — «Савниҫӗм хура куҫ» (композитор — Анатолий Михайлов).
Юррисем: «Акăшпи», «Ан авăн, шĕшкĕ», «Ан кай, кăвакал, шыв хĕрне», «Ан улталан, чĕрем», «Ăсататăп сана чунăмран», «Ăçта каян, чĕкеç?», «Ăçта пултăн халиччен?», «Аякри тантӑша», «Вăрмана кĕнĕ чух», «Ĕнерхи сăмахсем», «Илĕртӳллĕ сенкер куçсем», «Кӗреке юрри», «Куç сиктерми пăхатăн ман çине», «Пӗр юратупах чӗрем тулли», «Пӗрремĕш юрату», «Пире тăван кĕтсе тăрать», «Савăнар», «Савни çӗнӗрен йăлт пуçлар», «Савниçӗм хура куç», «Сан куллу», «Ҫарран ачалăх», «Тăван яла таврăнсан», «Тунсăх юрри», «Хам телее тупаттăм», «Чӗрере-çке юрату», «Чӳрече умĕпе ан çӳре», «Шăнкрав курăкĕ», «Çумăр çăвать», «Ҫурхи вӑрманта», «Çутă уйăх çутинче», «Эп телейлӗ санпа», «Эпӗ санăн, эсӗ ман», «Эпĕ юрататăп сана», «Эс ăçта-ши?», «Юраймарӑм-ши, саваймарӑм-ши», «Юрату», «Юрату шерпечӗ», «Юрлас халĕ савăнса»[3] тата ыттисем.
Виталий Адюков, Олег Самана, Виктор Шамбулин юрӑҫсемпе дуэтпа ҫырнӑ юррисем.
Юррисене авторӗсем: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Галина Кӗмӗл, Альбина Юрату сӑвӑҫсем, Зоя Спиридонова, Олег Кӑйкӑр, Гурий Алексеев, Меркурий Ягунов, Владимир Александров, Георгий Перьев, Илья Степанов, Юрий Жуков, Николай Казаков, Анатолий Михайлов композиторсем[2] тата ыттисем.
Сергей Марков, Иван Пилипчук, Радик Семёнов, Василий Филиппов аранжировщиксемпе ӗҫлет.
2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра контртеррористла операцийӗнче(выр.)чăв. вӑрҫнӑ салтаксем патне концертпа кайнӑ, Шали, Гудермес, Аргун тӑрӑхӗсенче тӑракан салтаксене юррисемпе хавхалантарнӑ. 3997-мӗш ҫар чаҫӗн тав хутне тивӗҫнӗ[4].
Раҫҫей телевиденийӗнчи «Русское лото» кӑларӑма тӑватӑ хутчен хутшӑннӑ, эфирта чӑваш юррисем юрланӑ[4].
Хисепӗсем
- Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн Гран-прийӗ (2001);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2004);
- Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ.
Ҫемье
- Ашшӗ — Семёнов Леонид Семёнович.
- Амӑшӗ — Семёнова Раиса Мироновна.
- Ҫемьере тӑваттӑн ҫитӗннӗ: Лариса, Александр, Людмила, Елена.
- Мӑшӑрӗ — Иванов Юрий Васиянович.
- Ывӑлӗсем — Леонид, Михаил.
- 4 мӑнук.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен, ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
- Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хутшӑнать, уявсене ертсе пынӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Нелли Пальмова. Чувашская певица Лариса Васильева готовит юбилейный концерт (выр.). Чувашский народный сайт (8 акан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхат, 2020. — 476. — С. 283—286.
- ^ Лариса Васильева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Эрбина Никитина. Лариса Васильева: «В Аргуне мне подыгрывал лишь ветер» (выр.). Газета «Республика» Государственного Совета Чувашской Республики (23 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |