Гордеев Виталий Ильич
Виталий Ильич Гордеев (1948 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ, Вӑрманкас, Муркаш районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2005 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей юрăçи (лирика тенорĕ)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1948 çулхи çурлан 5-мĕшĕнче Чӑваш АССРӗн Муркаш районӗнчи Вăрманкас ялĕнче çуралнă.
Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче (1974, И. В. Калентьев класӗ), Хусан патшалăх консерваторийӗнче(выр.)чăв. (1979, В. А. Воронов класӗ) вӗреннӗ.
Чăваш патшалăх телерадиокомпани хорĕнче (1968 ҫултанпа) юрланă, Киев ҫар тăрăхĕн юрăпа ташă ансамблӗнче хĕсметре тăнă (1969—1971).
1979—1986 çулсенче — Чăваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕн солисчĕ, 1986 ҫултанпа Чăваш патшалăх филармонинче: «Çавал» ансамблĕн солисчĕ. 1993—1998 çулсенче «Ялан» ансамблӗн ертӳçи тата солисчĕ пулнӑ[1].
Гастрольсене Венгрие, Ирландие, Англие çӳренĕ.
2005 çулхи утăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Концерт ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмне ертсе пынӑ[1].
Пултарулӑх
Оперӑра юрланӑ партисем: Палля («Шывармань», Ф. С. Васильев), Тевенеш («Чакка», А. Г. Васильев), Ленский («Евгений Онегин», П. И. Чайковский), ватӑ Фауст («Фауст», Ш. Гуно), Ремендадо («Кармен», Ж. Бизе), Лёнька («В бурю», Т. Н. Хренников) тата ыттисем те. Опереттӑсенче тата чӑвашла лартнӑ музыка камичӗсенче юрланӑ[2].
Концерт репертуарӗнче чӑваш тата вырӑс композиторӗсен хайлавӗсем, тӗрлӗ халӑх юррисем пулнӑ.
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем[3]: «Чечексем: хӗрлисем, шуррисем, саррисем…», «Тав тăвасчӗ аттене», «Шупашкар», «Савниҫӗм», «Туй юрри», «Юрлать чун-чӗре»
Хисепӗсем
- Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1991);
- Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (1996).
Ҫемье
- Пӗртӑванӗсем — Валентина Ильинична, Зоя Ильинична, Владимир Ильич.
- Арӑмӗ — Галина Семёновна.
- Ывӑлӗ — Александр Витальевич[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Ю. А. Илюхин. Гордеев Виталий Ильич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Гордеев, Виталий Ильич (певец, народный артист Чувашской Республики; 05.08.1948-16.07.2005) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Чунра ялан янратӑр юрӑ» в Вурманкасинском СДК (выр.). Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Моргаушского района Чувашской Республики (11 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Луч, Г. Чӑваш халӑх артисчӗ Виталий Гордеев: «Ача чухнехинчен тӗлӗнетӗп: ҫынпа та юрласа калаҫас килетчӗ…» // Тантӑш. — 1996. — 21 ҫӗртме (№ 26). — С. 6.
- Сементер, Ю. Ялан юрлать чӗре / Ю. Сементер // Ялав. — 1993. — № 1. — С. 31.
- Смирнова, Н. 50 ҫул — паллӑ ҫул / Н. Смирнова // Хыпар. — 1998. — 16 раштав.
- Турхан, А. «Фонограммӑпа юрлани — халӑха улталанипе пӗрех…» : [Виталий Гордеев юрӑҫ ҫинчен] / А. Турхан // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 3. — С. 51-54 : сӑн ӳкерчӗк. — (Эх, вӑхӑт, ан чуп-ха питӗ хӑвӑрт…).
- Юрсем, Ю. Пирӗн юрӑ янратӑр ялан / Ю. Юрсем // Ялав. — 1999. — № 2. — С. 99.
- Гордеев Виталий Ильич // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 53.
- Гордеев Виталий Ильич // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 104.
- Илюхин, Ю. А. Гордеев Виталий Ильич / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 126.
- Илюхин, Ю. А. Гордеев Виталий Ильич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 427.
- Семендер, Ю. Поёт Виталий Гордеев / Ю. Семендер // Советская Чувашия. — 1991. — 7 февр.