Дуняша Style

Дуняша Style — Раҫҫей эстрада ушкӑнӗ.

Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче вырнаҫнӑ, пултарулӑхӗпе Чӑваш Республикинчи тата чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсенчи халӑха савӑнтарать.

Кун-çулĕ

Ушкӑн 2013 ҫулта «Чӑваш ен» ансамбль никӗсӗ ҫинче пуҫланса кайнӑ. Вырӑс тата чӑваш фольклорне тӗпе хурать. Репертуарта — хальхи композиторсен тата халӑх юррисем[1].

Ушкӑна Салихова Валентина Геннадьевна ертсе пырать[2].

Ушкӑнра паянхи кун Татьяна Попова, Анастасия Батюкова, Наталья Яконина, Карина Алексеева юрлаҫҫӗ.

Коллектив Раҫҫейри тата тӗнчери вокалистсен тӗрлӗ конкурсӗн лауреачӗ.

Фолк-ушкӑн(выр.)чăв. республикӑри, регионсенчи тата Раҫҫейри чылай мероприятие хутшӑнать: Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль, Пӗтӗм тӗнчери «ШупашкАрт-2015» дизайн, архитектура тата алӑсталӑх куравӗ, Республика кунӗсем, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗмӗрлери хула кунӗсем, ҫавӑн пекех правительствӑн официаллӑ концерчӗсем, ыр кӑмӑллӑх каҫӗсем тата ытти те. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн проекчӗсене — «Золотые хиты мюзиклов», «Чăваш çĕрĕн чи лайăх юррисем», «Авалхи сас», Ача-пӑча юррин «Мехел» республика телекурав конкурсӗ тата ытти те[1].

2024 ҫулта «Дуняша Style» Питӗр хулинче Славян культурипе ҫырулӑхӗн кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, иртнӗ «Добровидение» Тӗнчери халӑх юррисен музыка фестивальне хутшӑннӑ. Ушкӑн унта чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Пӗр кун маларах, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, фолк-ушкӑн Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск хулинче иртнӗ Акатуйра юрласа савӑнтарнӑ[3].

Чӑваш ен

Ансамбле 1991ҫулта Л. В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторине вӗренсе пӗтернӗ Виталий Петров Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ йӗркеленӗ.

Ансамбле малтанхи йышӗнче Виталий Петров (баритон), Сергей Федин (баян) тата Георгий Жирнов пулнӑ. Каярах Любовь Семёнова юрӑҫӑ тата Александр Жуковский инструменталист хушӑннӑ. 1994 ҫулта Виталий Петров вилсен ансамбле Георгий Жирнов Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ертсе пыма пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра Сергей Баранов тата Наиль Гараев баянистсем, Вера Трофимова юрӑҫӑ килнӗ. Ансамбле Августа Уляндина, Юрий Тестов, Владимир Тарасов ҫӗнӗ юхӑм илсе килнӗ. 2001 ҫултан коллектива Любовь Семёнова Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ертсе пыма пуҫланӑ. Ансамбльте Галина Смирнова, Валерий Семёнов Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем, Георгий Мокеев артист ӗҫленӗ[1].

Юрӑҫсем

Татьяна Попова

Иванова Татьяна Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Татьяна Попова) 1992 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 3-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче (2007—2011), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче (2011—2014) вӗреннӗ. 2014—2018 ҫулсенче ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Аккорд» вокал студийӗнче педагог пулса ӗҫленӗ. 2015 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Дуняша Style» ушкӑнра артистка-вокалистка пулса вӑй хурать[4].

undefined

Наталья Яконина

Яконина Наталья Анатольевна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнче ҫуралнӑ. Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрӑмӗнчен (2013), Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнерсен институчӗн культура факультетӗнчен (2015) вӗренсе тухнӑ. «Дуняша Style» фолк-ушкӑн йышӗнче 2013 ҫултанпа ӗҫлет[5].

Анастасия Батюкова

Батюкова Анастасия Александровна 1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ. 8-мӗш гимнази ҫумӗнчи Ҫӗмӗрлери музыка шкулӗнчен гитарӑпа вокал класӗпе, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетӗнчен («Вокал ӳнерӗ (халӑх юрри)» специальнӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх артисткин А. В. Уляндинӑн класӗ, 2011) вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 2010 ҫултанпа ӗҫлет. 2013 ҫултанпа — «Дуняша Style» фолк-ушкӑн солистки[6].

Карина Алексеева

Алексеева Карина Сергеевна 1996 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикин Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫтерлӗри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчен халӑх вокалӗн класӗпе (2012), Салаватри музыка колледжӗнчен(выр.)чăв. «Халӑх юрри» специальнӑҫпа (2016), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетӗнчен («Вокал ӳнерӗ (халӑх юрри)» специальнӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх артисткин А. В. Уляндинӑн класӗ, 2020) вӗренсе тухнӑ. Ҫтерлӗ патшалӑх филармонийӗн «Сарби» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн йышӗнче ӗҫленӗ (2015). Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 2020 ҫултанпа «Дуняша Style» фолк-ушкӑн йышӗнче ӗҫлет[7].

Репертуарĕ

2022 ҫулта «Ай, юрлар-и юррине» альбом кӑларнӑ.

Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Мӗншӗн-ши?», «Ой, картишӗнчи сад», «Эпир сире телей сунатпӑр», «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Тавтапуҫ, анне», «Купӑсӑм манӑн», «Порушка», «Кам пӗлет ӑна?», «Тӑван халӑх сасси», «Эх, чун!»[8], «Ӑҫта каян чӗкеҫ?», «Кӗлет», «Йӑнӑш ӑнлантӑн», «Ҫӗршыв илемӗ», «Авалхи сас», «Селиме», «Вӑрманта ҫырлара», «Ан авӑн, шӗшкӗ», «Вӗҫсе пырать», «Шур костюмлӑ каччӑ», «Яр уҫса чӳречене»[9] тата ыттисем те.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Фолк-группа «Дуняша style» — история (выр.). Чувашская государственная филармония. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  2. ^ Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 455.
  3. ^ Фолк-группа «Дуняша Style» представила Чувашию на Международном музыкальном фестивале «Добровидение» (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (25 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  4. ^ Татьяна Анатольевна Попова — Чувашская государственная филармония (выр.). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  5. ^ Наталья Анатольевна Яконина — Чувашская государственная филармония (выр.). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  6. ^ Анастасия Александровна Батюкова — Чувашская государственная филармония (выр.). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  7. ^ Карина Сергеевна Алексеева — Чувашская государственная филармония (выр.). chfila.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  8. ^ Фолк-группа «Дуняша Style» отмечает 10-летие (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (7 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  9. ^ Дуняша Style (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем