Михайлова Валентина Николаевна
Михайлова Валентина Николаевна (сцена ҫинчи ячӗ — Валентина Михайлова, ҫур. 1967 ҫулхи акан 26-мӗшӗ, Кивӗ Вӑрмар, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, телеертӳҫӗ, радиоертӳҫӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1967 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче ҫуралнӑ.
1982 ҫулта тӑван ялӗнчи тулли мар вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. 1982—1986 ҫулсенче Канаш педагогика училищинче вӗренсе ятарлӑ пӗлӳ — кӗҫӗн классене вӗрентекенӗн специальнӑҫне — алла илнӗ.
1987—1993 ҫулсенче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче куҫӑн мар мелпе вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер пуҫламӑш шкулӗнче, Вăрмарти 1-мĕш вӑтам шкулта, Шупашкарти 53-мĕш вӑтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ.
1993 çулта Валентина Михайлова Раҫҫей патшалӑх телекурав тата радио компанийӗн(выр.)чăв. «Чăваш Ен» телерадиокомпанин диктор конкурсне хутшӑнса ҫӗнтернӗ те, 1994 ҫултанпа телерадиокомпанире вӑй хурать: малтан диктор, унтан кӑларӑмсен ертӳҫи (ҫав шутра «Юратнăран» кӑларӑм) пулнӑ, 2009 ҫултанпа — радиоертӳҫӗ[1].
Пултарулӑх
Эстрадӑна 2003 ҫулта «Аннеҫӗм кӗтет пуль пире» (сӑвви — Валентина Тарават, кӗвви — Вячеслав Александров) юрӑпа Вячеслав Александровпа пӗрле тухнӑ.
Пӗрремӗш харпӑр концертне 2005 ҫулта Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Вячеслав Александровпа пӗрле ирттернӗ.
«Юратнӑран» альбом кӑларнӑ.
Юррисем: «Ан пăрах», «Тĕлĕкри юрату»[2] тата ыттисем те.
Ытларах Вячеслав Александровпа дуэтпа юрлать: «Аннеҫӗм», «Ман санпа пулас килет», «Пурнăç çулне такăрлатар пĕрле», «Савнă тусăм», «Сан аллу, куçу, туту»[2] тата ыттисем.
Юррисене кӗвӗлекенӗ — Вячеслав Александров.
Сӑввисен авторӗсем: Валентина Тарават, Владимир Рыбкин, Олег Шайкин, Роза Беляева, Альбина Юрату, Николай Дворов тата ыттисем.
Артист гастрольсенче пулать, ял кунӗсене тата ытти уявсене ирттерме хутшӑнать. Ҫавӑн пекех Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Республикинче, Мускавра ирттерекен мероприятисене (Уяв, Акатуй, Чӑваш Республикин кунӗсем тата ытти те) ертсе пырать[1].
Хисепӗсем
Ҫемье
- Ашшӗ — Иванов Николай Иванович, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
- Амӑшӗ — Иванова Клавдия Даниловна.
- Ҫемьере пиллӗкӗн ҫитӗннӗ: Николай, Анатолий, Тамара, Олег, Валентина.
- Хӗрӗсем — Софья тата Лилия.
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Вӑрмарта ҫуралса ӳснисен ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хутшӑнать.
- Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
- Ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑнакан ентешсене пулӑшас тӗллевпе ирттерекен тата ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать, ертсе пырать[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Ведущая программы службы радиовещания ГТРК «Чувашия» Валентина Михайлова – Заслуженный работник культуры Чувашской Республики (выр.). Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики (14 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Валентина Михайлова (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
- ^ С наградой! (выр.). sovch.chuvashia.com. Советская Чувашия (18 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |