Дворов Николай Михайлович

Дворов Николай Михайлович (1940 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ, Элшел (ял), Пăва районĕ, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2020 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Шемек, Пăва районĕ, Тутарстан, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей чăваш поэчӗ, ҫыравҫи.

Раççей Федерацийӗн Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн (1999) тата Чăваш Республикинчи Прпофессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн (1999), Тутарстанри чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташĕ (2013)[1].

Пурнăçĕ

Николай Дворов 1940 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче Тутар АССРен Пăва районĕнчи Элшел ялӗнче çуралнă[1]. Ашшĕ вĕрентекен пулнă.

Пӑвари 7-мӗш ПТУ (1960), Хусанти ялхуçалăх институтне(выр.)чăв. (1971) вĕренсе пӗтернĕ, инженер-механик специальноçне илнĕ[2].

Летовочка РТС-ӗнче слесарь (1960—1961), Пӑвари «Сельхозтехника» предприятире слесарь (1961) пулса ӗҫленӗ, Элшел вӑтам шкулӗнче (1962—1967) ӗҫ урокӗсене илсе пынӑ[3].

Институт хыççăн 10 çул Тутар АССРӗнчи Пӑва районӗнчи «Гигант» колхозра тĕп инженер (1971—1981), председатель ҫумӗ (1981—1982) пулса ĕçленĕ, икĕ çул (1982—1983) — партком секретарĕ[2].

1983—1989 ҫулсенче «Родина» колхоз председателӗнче ĕçленĕ[2].

1989—2006 çулсенче Шемек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ[2].

2020 çулхи ҫӑвăн 17-мĕшĕнче вилнĕ[1][4].

Пултарулăх ĕçĕсем

Сăвăç пултарулăх ĕçĕ-хĕлне 1962 çулта пуçланă[1]. 1989 çултанпа «Канаш», «Самана», «Сувар» хаçатсенче, «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Шурӑмпуҫ» журналсенче пичетленнĕ[1].

Пичетленсе тухнă кĕнекисем[1][2]:

  • «Кун-çул таппи» (1995);
  • «Савăнăç куççулĕ» (1996);
  • «Сукмак» (1998);
  • «Шанăç» (2001);
  • «Тумхахлă çул» (2006);
  • «Чун ыратăвĕ» (2007);
  • «Çулçă çумăрĕ çăвать» (2008);
  • «Юрату чечекĕ» (2008);
  • «Пурнăç урапи» (2010);
  • «Чĕре хушсан ма юрлас мар» (2010);
  • «Родная сторонка» (2011);
  • «Пурнăç çаврăнăшĕсем» (2013);
  • «Несĕлсен халалĕпе» (2014).

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • 1976 ҫултанпа КПСС пайташӗ.
  • 1981—1987 ҫулсенче Пӑва районӗн депутатсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ[3].

Хисепӗсем

  • Тутар АССР КПСС обкомӗн Хисеп хучӗ (1965);
  • Чӑваш наци конгресӗн Хисеп хучӗ (2002);
  • Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Хисеп хучӗ (2003)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Дворов, Николай Михайлович (писатель). Чӑваш Ен Еткерлӗхӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Дворов-Шемексем Николай Михайлович. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Дворов Николай Михайлович (псевдоним Шемексем-Шемякинский) (выр.). buabibl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ Лăпкăн çывăр, Николай Михайлович ДВОРОВ-ШЕМЕКСЕМ. Сувар (17 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Айдаш, Ю. Г. Тӑхӑрьял юманӗн ҫӗнӗ хунавӗ : Николай Дворов (Шемексем) поэтӑн пултарулӑхӗ пирки шухӑшласа… / Ю. Г. Айдаш // Тӑван Атӑл. — 2010. — № 9. — Прил.: с. 20-22. — (Сунтал : хушма журнал).
  • Александрова, В. Чӑн-чӑн поэт виличчен сӑвӑ ҫырать : Н. Дворов шӑматкун каҫпа редакцие сӑвӑ ярса пачӗ, тепӗр кун вӑл ӗмӗрлӗхех куҫ хупнине пӗлтӗмӗр / В. Александрова // Сувар (Тутарстан). — 2020. — 22 май/ҫу (№ 20). — С. 8.
  • Ашкеров, В. А. Ентеш-поэтӑн кун-ҫул таппи / В. А. Ашкеров // Ялав (Тутарстан Республики). — 2010. — 10 сентябрь (№ 71). — С. 3 : фот.
  • Ашкеров, В. А. «Чун ыратӑвӗ» кӗнеке ҫинчен : рецензи / В. А. Ашкеров // Ялав (Тутарстан Республики). — 2007. — 28 чӳк (№ 96). — С. 4. — (Ҫӗнӗ кӗнеке).
  • Ашкеров, В. А. Н. Дворов поэзийӗнчи сӑвӑ виҫисем ҫинчен / В. Ашкеров // Ялав (Тутарстан Республики). — 2008. — 19 чӳк (№ 88).
  • Ашкеров, В. А. Чӑнах санра чӗкеҫ чӗлхийӗ : [Николай Дворовӑн «Чун ыратӑвӗ» кенеки ҫинчен] / В. Ашкеров // Сувар (Тутарстан). — 2007. — 23 чӳк (№ 47). — С. 6.
  • Желтухин, Г. Н. Чун ыратӑвӗ ҫеҫ мар / Г. Желтухин // Тӑван Атӑл. — 2007. — № 9. — С. 103.
  • Тимофеев, А. Утӑ ҫулать, вутӑ ҫурать, юрлать, ташлать… : [Николай Дворов поэт ҫинчен] / А . Тимофеев // Хыпар. — 2010. — 13 чӳк. — С. 12. — (Чӑваш тӗнчи : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Т. Кротова хатӗрленӗ ; № 10).
  • Турхан, Е. Вӑрҫа хирӗҫ хайлав : [Николай Дворовӑн «Чӗнсен ҫӗршывӑмӑр-анне» поэми ҫинчен] / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2015. — 11 авӑн (№ 35). — С. 9.
  • Турхан, Е. Несӗлсене аса илсе : [Николай Дворов ҫыравҫӑн «Несӗлсен халалӗпе» кӗнеки ҫинчен] / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2014. — 17 юпа (№ 41). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Турхан, Е. Ҫыравҫа хавхалантармалла / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2010. — 16 утӑ (№ 29). — С. 10.
  • Турхан, Е. Тулли пучахлӑ кӗлтесем : [Николай Дворовӑн «Чӗре хушсан ма юрлас мар?» кӗнеки ҫинчен] / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан) . — 2010. — 12 чӳк уйӑхӗ (№ 46). — С. 10.
  • Турхан, Е. Чӗнсен ҫӗршывӑмӑр-анне : [Николай Дворовӑн «Чӗнсен ҫӗршывӑмӑр-анне» кӗнеки ҫинчен] / Е. Турхан // Сувар (Тутарстан). — 2015. — 18 раштав (№ 49). — С. 9.
  • Чепунов, Р. А. Поэт тени поэт кӑна ан пултӑр / Р. Чепунов // Ялав (Тутарстан). — 2009. — 18 чӳк (№ 92). — С. 3-4.
  • Чепунов, Р. А. Утӑм хыҫҫӑн утӑм / Р. Чепунов // Сувар (Тутарстан). — 2008. — 11 кӑрлач (№ 1-2). — С. 13.
  • Дворов Николай Михайлович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 493.
  • Кириллова, А. Н. Дворов Николай Михайлович / А. Н. Кириллова // Чувашские достопримечательности Буинского района Татарстана / А. Н. Кириллова. — Чебоксары, 2013. — С. 41-42.
  • Сорокин, Н. М. Дворов Николай Михайлович / Н. М. Сорокин, Е. А. Турхан // Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. А.Турхан. — Чебоксары, 2015. — С. 43-44.
  • Ялгир, П. Дворов Николай Михайлович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 31.