Павлов Сергей Александрович
Сергей Александрович Павлов (сцена ҫинчи ячӗ — Сергей Павлов, ҫур. 1965 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Элпуç, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Елчӗкри музыка шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ[2].
1987 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ[1].
1987—2003 ҫулсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хунӑ. Театрта 40 ытла сӑнар калӑпланӑ, вӗсенчен: Кавӗрле («Шупашкарти савни», Н. Сидоров), Трофим («Анне ӑшши», В. Мурзаков), йӗкӗт («Чикансемпе тӗрме хуралҫисем», Л. Устинов), Вӑрӑм Иван («Тӑвӑл», В. Билль-Белоцерковский), Краснов милици капитанӗ («Якӑлти», Н. Терентьев), Костя («Ма кӗске-ши яш ӗмӗрӗ» Н. Угарина), Гриша («Ах, кӑйкӑрӑм» Н. Угарина), Модест («Шӑматкун каҫхине», Н. Сидоров), Артур («Ҫурҫӗр хыҫҫӑн аслати», Б. Чиндыков), Янис («Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫын», Л. Стумбре), Кавӗрле («Парнесӗр хӗр», А. Островский) тата ыттисем[1].
2003 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.
Ҫавӑн пекех Шупашкарта тата Питӗрте 4-12 ҫулсенчи ачасем валли «Братья Гримм» интерактивлӑ театрсене (ҫемье ӗҫӗ) аталантарассипе вӑй хурать[3].
Пултарулӑх
«Пур-и юрату?», «Хурлӑхан» альбомсем кӑларнӑ.
Анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Пур-и юрату?», «Пурнӑҫ илемӗ», «Ан йӗр, анне, ан йӗр, атте», «Асӑмра», «Кайӑк пулӑттӑм», «Каҫар», «Лӑпкӑ кӳлӗ», «Савнӑ ял», «Сивӗ мана», «Тепре тӗл пуличчен», «Шаккӑттӑм», «Эй, турӑ, тупата», «Акӑшпи», «Ан макӑрӑр, хӗрсем», «Ах, санпа», «Йытӑ ҫури», «Калаччӗрех», «Манас ҫук», «Уйӑх тухнӑ каҫ», «Шырамастӑп ҫӑлтӑр», «Ҫунтар мана», «Такмаксем», «Асамлӑ вӑхӑтсем», «Кай», «Ах, хӗрача», «Каҫ пулсассӑн», «Кӗтсе ывӑнтӑм сана», «Пӗр санпа кӑна», «Савнӑ ҫын», «Санӑн хӑмӑр куҫусем»[4] тата ыттисем те.
Валентина Кузнецова («Эсӗ, эпӗ», «Ан васка», «Юрату уҫҫи», «Сӑмах парар, савни»), Полина Борисова («Тӑван ял», «Хитререх»), Алёна Алексеева («Юратнӑран», «Каяс-и, каяс мар-и?») юрӑҫсемпе дуэтпа юрлать[4].
Чылай юррин сӑввин тата кӗввин авторӗ[5].
Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать[1][3].
Ҫитӗнӗвӗсем
- «Чӑваш Ен сассисем» фестиваль-конкурс лауреачӗ[1].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2010);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1999)[1].
Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ
- Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене, ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.
- Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗх ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Павлов, Сергей Александрович (артист, певец; 31.03.1965) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Альбина Юрату. 88 интервью(чăв.). — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 423—428.
- ^ 1, 2, 3, 4 Алина Иванова. «На чувашской эстраде богачом не станешь»: певец Сергей Павлов о бизнесе, слабой заполняемости залов и конкуренции (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (24 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сергей Павлов (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
- ^ Сергей Александрович Павлов, певец, поэт, композитор, pаслуженный артист Чувашской Республики (выр.). Мосентеш. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ананьева, З. Куракан ӑна кӗтет, унпа юрлать, савӑнать / З. Ананьева // Тантӑш. — 2007. — 29 пуш (№ 12). — С. 10.
- Андреев, П. Юрлакан Ҫеруш / П. Андреев // Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ. Ҫамрӑксен театрӗ: пулни-иртни, хальхи / П. Андреев. — Шупашкар, 2020. — С. 281—283 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Герасимова, А. Пурнӑҫа юрату пуянлатать, чӑваш эстрадине — Сергей Павлов / А. Герасимова // Самант. — 2010. — № 3. — С. 7.
- Малышкин, Н. Ф. Павлов Сергей Александрович : [биографи] / Н. Ф. Малышкин // Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем. — Ҫӗрпӳ, 2000. — С. 88-89.
- Павлов, С. «Калӑр мана, калӑр: пур-и юрату?» / С. Павлов ; А. Юрату калаҫнӑ // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2015. — 19 пуш (№ 10). — С. 6 : сӑн ӳкерчӗк.
- Павлов, С. Чӑваш юрри-кӗвви Раҫҫейӗпех янӑратӑр / С. Павлов // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2015. — 5 сентябрь/авӑн (№ 35). — С. 1.
- Панкратова, В. В. Элпуҫ артисчӗ — аллӑра / В. Панкратова // Елчӗк ен. — 2015. — 28 пуш. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ҫӑлкуҫ, П. «Артиста яланах сцена, роль кирлӗ. Вӗсемсӗр унӑн чунӗ чулланать» // Тантӑш. — 1995. — 1 кӑрлач.
- «Чӑваш ен сасси» эстрада фестивалӗнче… // Хыпар. — 1994. — 5 ҫу.
- Иванова, А. «На чувашской эстраде богачом не станешь» : певец Сергей Павлов рассказал о слабой заполняемости залов и конкуренции / А. Иванова // PRO ГОРОД Чебоксары. — 2021. — 24 июля (№ 29). — С. 2 : фот. цв.
- Малышкин, Н. Ф. Павлов Сергей Александрович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 273.
- Павлов Сергей Александрович // Яльчикский район Чувашской Республики : краткая энцикл. — Чебоксары, 2005. — С. 119.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |