Ключников Николай Валерьевич

Ключников Николай Валерьевич (сцена ҫинчи ячӗ — Калян Ключников, ҫур. 1993 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ, Левашовка[d], Самар облаçĕн Шикун районĕ, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1993 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Левашовка ялӗнче ҫуралнӑ. 12 тултарсан ҫемье ашшӗн тӑван тӑрӑхне — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи Шетмӗпӳҫ ялне — куҫса килнӗ. Шетмӗпуҫ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан вӗренсе тухнӑ[1].

Шупашкар культура училищине вӗренсе пӗтернӗ (2009—2013). И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка факультетӗнче вӗренсе (2013—2017) аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

Ҫӗрпӳ районӗн Культура керменӗнче илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хор артисчӗ пулса ӗҫленӗ.

2013 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшать: пайӑррӑн концертсем йӗркелет, ытти юрӑҫсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнать.

undefined

Пултарулӑх

ЧППУ-ра вӗреннӗ чухне студентсен «Юрай» ушкӑнне юрлама ҫӳренӗ. Университетра музыка ӑсталӑхне Зинаида Козлова тата Юрий Кудаков педагогсем патӗнче аталантарнӑ.

Пӗрремӗш юрри — «Савса пӑхатӑп».

2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 1-мӗш харпӑр концертне йӗркеленӗ.

Паллӑ юррисем: «Пĕр сӑлтав», «Вăййа хĕрсем тухаççĕ», «Мĕншĕн уйрăлтăн», «Савса пăхатăп», «Улăхри тĕлпулу», «Шăматкун», «Эпē пēр-пēччен»[2], «Ҫӳл тӳпере», «Чавса ҫывӑх, ҫыртма ҫук», «Пуҫана», «Сас паракан пулмарӗ», «Юратнӑ мӑшӑрӑм»[3] тата ыттисем.

Репертуарӗнче ҫавӑн пекех ытти юрӑҫсемпе дуэтпа юрлаканнисем пур: «Эх, чунăм уяв ыйтать» (Аида Великова, Николай Ключников), «Ҫӗнӗрен ҫуралнӑ юрату» (Алиса Ахахпи, Николай Ключников), «Чăваш party» (Николай Ключников, Типшӗм Сашук), «Çĕнĕ çул» (Андрей Думилин, Николай Ключников)[2] тата ыттисем.

Сергей Марков, Валерий Ильдяков аранжировщиксемпе(выр.)чăв. ӗҫлет.

Хуткупӑс, баян, гитара калать, час-час сцена ҫине хуткупӑспа тухать.

Артист Чӑваш Республикинчи ял-хуласене, ҫӗршыври чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене тӑтӑш гастрольсене ҫӳрет, туй тата ҫуралнӑ кунсене ирттерме хутшӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Республикӑри чӑваш эстрада юрӑҫисен «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурсӗн 3-мӗш степеньлӗ лауреачӗ (2013);
  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗн «Куракансем кӑмӑлланӑ юрӑҫӑ» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2013)[1].

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — Анастасия. 4 ача ӳстереҫҫӗ: 3 ывӑл тата 1 хӗр[4].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ(выр.)чăв. валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене[5], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 273—278.
  2. ^ 1, 2 Николай Ключников (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  3. ^ Николай Ключников - Shazam (выр.). Shazam. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  4. ^ Певец Калян Ключников с супругой и детьми (выр.). Чувашская эстрада. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.
  5. ^ Благотворительный концерт (выр.). Моргаушский муниципальный округ (14 акан 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗ.

Каçăсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем