Рязанов Константин Сергеевич
Рязанов Константин Сергеевич (сцена ҫинчи ячӗ — Константин Рязанов, ҫур. 1992 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ, Ҫӗмӗрле, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ[1].
1-3 классенче Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗн шкулӗнче вӗреннӗ, 4—11 классене Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренсе пӗтернӗ. 2002—2009 ҫулсенче гимнази ҫумӗнчи Ӳнер шкулӗн вокал уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ.
2009—2014 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, «культура сферинчи менеджер» специальнӑҫне алла илнӗ.
«Ровесник» культура ҫуртӗнче сасӑ операторӗ пулса вӑй хунӑ.
2010—2015 ҫулсенче «Аксар» студире ӗҫленӗ.
2015 ҫултан харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать, юрӑсем ҫырас, аранжировка тӑвас енӗпе тӑрӑшать.
Пултарулӑх
Гимназире вӗреннӗ чухне юлташӗсемпе «Криптонит» вокалпа инструментсен ансамбльне(выр.)чăв. йӗркеленӗ. Каярах «Appollo band» ушкӑнра юрланӑ[2].
Пысӑк сцена ҫине 2020 ҫулта «Чунӑм» юрӑпа Полина Борисовапа иккӗн юрласа тухнӑ.
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗрремӗш харпӑр концертне йӗркеленӗ[3].
Юррисем: «Такка-таккать», «Чуптăвашка», «Ту-ту-ту», «Сан йăл-куллу», «Чăрсăр хĕрача», «Çуллахи парне», «Вăтанчăк чиперкке», «Сарă кун çӗршывĕнче», «Мĕн чуль шыраман пуль сана», «Хура çÿçлĕ юрату», «Ыталасам ăшшăн», «Эп сана юрататăп»[4] тата ыттисем.
Ҫавӑн пекех дуэтсем пур: «Пĕлетĕп», «Чунăм» (Константин Рязанов, Полина Борисова), «Кăвак куçсем», «Ăнсăртран килнӗ юрату» (Константин Рязанов, Светлана Печникова), «Ăраскал» (Ирина Шинжаева, Константин Рязанов)[4].
Юррисен сӑмахӗсен авторӗсем: Ирина Степанова, Альбина Юрату, Валерий Раштав тата ыттисем.
Чӑваш эстрадинчи юрӑҫсем валли аранжировкӑсем тӑвать.
Чӑвашла юрӑсем те, вырӑслисем те ҫырать, икӗ чӗлхепе те юрлать.
Ҫитӗнӗвӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн стипендиачӗ (2007, «Ачалӑх ҫӗршыв — Раҫҫей» конкурс дипломанчӗ пулнӑ хыҫҫӑн);
- Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк юрӑҫсен «5 баллов» конкурсра «Куракансем килӗштернӗ юрӑҫ» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2006);
- Михаил Живагина асӑнса ирттерекен конкурс Гран-прийӗ (2007)[2].
Ҫемье
- Ашшӗ — Рязанов Сергей Александрович.
- Амӑшӗ — Рязанова Ирина Иосифовна.
- Ҫемьере виҫҫӗн ҫитӗннӗ: Константин, Пётр, Павел.
- Мӑшӑрӗ — Юлия Ринатовна.
- Хӗрӗ — София.
- Ывӑлӗ — Тимур.
Ӑнлантарусем
- ^ Автор чувашских хитов Константин Рязанов рассказал о себе и заработке: «Я не звезда, я просто артист» (выр.). Сетевое издание «www.pg21.ru» (9 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Константин Рязанов: Мечтаю попасть на конкурс «Новая волна-2011» (выр.). www.grani21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Константин Рязанов. Первый сольный концерт (выр.). GEOMETRIA. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Константин Рязанов (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
Каçăсем
| Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ». |