Алина Варна
| Алина Варна | |
|---|---|
| | |
| Тӗп информаци | |
| Тулли ячӗ | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1982 ҫулхи акан 1-мӗшӗ (44 ҫулта) |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Патшалӑх | |
| Профессисем | юрăçӑ |
| Жанрсем | чăваш эстради |
Алина Геннадьевна Васильева-Варна, сцена ҫинчи ячӗ — Алина Варна (ҫур. 1982 ҫулхи акан 1-мӗшӗ, Шуршу, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи.
Кун-çулĕ
1982 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Шуршу (Кайӑксар Шуршу) ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ[1].
Канаш педагогика училищинче педагога вӗреннӗ (специальнӑҫӗ — кӗҫӗн классене вӗрентекен). Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Чулхула академийӗн(выр.)чăв. Шупашкарти филиалӗнче юрист дипломне алла илнӗ.
Эстрадӑра вӑй хурать, пӗр хушӑ педагог пулса ӗҫленӗ.
2026 тӗлне Шупашкар муниципаллӑ округӗн Кӳкеҫ территори пайӗнче тӗп специалист пулса ӗҫлет.
Ҫемье
Килте 5 ача пулнӑ: Алина — иккӗмӗш, унӑн пиччӗшӗпе шӑллӗ тата икӗ йӑмӑк пур[1].
Виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Ангелина, Кирилл, Арсений.
Ангелина музыка педагогӗ пулса ӗҫлет, Кирилл — Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ташлать, Арсений ача пахчине ҫӳрет (2026 ҫулта 2-ре).
Пултарулӑх
Педагогика училищинче вӗреннӗ вӑхӑтра Канаш хулин халах хорне ҫӳренӗ, ҫакӑнтан эстрада ҫине ура ярса пуснӑ.
Чылай юррин сӑввине те, кӗввине те хӑех ҫырать. Унӑн юррисене ытти юрӑҫсем те шӑрантараҫҫӗ.
Анлӑ сарӑлнӑ юррисем: «Выляса», «Куккук», «Ача чухне», «Тавӑрасчӗ», «Яр уҫса чӳречене», «Ҫӑлтӑрсем», «Атте-аннене», «Илемлӗ юратушӑн», «Манса ан кай», «Савӑнатӑп чунтан», «Чӗрем ҫунать», «Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе», «Ахалех», «Йӗплӗ розӑсем», «Нарспи», «Санӑн манӑн юрату», «Чун чури», «Эп сан юрату», «Улталатӑн пулсан» тата ыттисем те[2][3].
Концертсемпе Чӑваш Республикинчи ял-хулана ҫеҫ мар, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсене те ҫӳрет[1].
«Ырӑ пар» эстрада ушкӑнӗн илемлӗх ертӳҫи.
Обществӑлла ӗҫӗсем
- Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
- Елчӗк районӗнче ҫуралнисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
Кӑсӑк фактсем
- Варна — пӑлхар чӗлхинче «ҫӗнтерӳҫӗ» тенине пӗлтерет. Авалхи пӑлхарсем вӑрҫӑран ҫӗнтерсе таврӑнакансене «варнай» тесе саламласа кӗтсе илнӗ. Болгарире вӗсене хисеплесе пӗр хулана Варна ят панӑ. Шухӑш-кӑмӑлӗпе ҫӗнтерӳҫӗ Алина хушаматне «Варна» илнӗ[4].
- Амӑшӗн кукашшӗ Кузнецов (Сенӗк) Иван Герасимович, куккӑшӗ — чӑваш поэчӗ Георгий Иванович Кузнецов-Кели. Алина сӑвӑ ҫырассине амӑшӗ енчи пултарулӑх ҫыннисемпе ҫыхӑнтарать[4].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Алина Варна: «Варнай» означает «победитель». mosentesh2.ucoz.ru (20 ҫӑвӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Алина Варна (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ Алина Варна слушать онлайн. Музыка Mail.Ru. my.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Надежда Ятманова. «Творю, чтобы мир стал добрее...» (выр.). Газета «Республика» (7 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.