Сергеева Елена Анатольевна

Сергеева Елена Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Алёна Сергеева, ҫур. 1973 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ, Курнавӑш сали, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей чӑваш эстрада юрӑҫи[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1973 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗнче ӳснӗ, виҫҫӗре чухне амӑшӗ ҫак яла куҫса килсе ӗҫе вырнаҫнӑ[2].

Шупашкар районӗнчи Мӑнал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ (1990), 1990—1993 ҫулсенче Сыктывкар ялхуҫалӑх техникумӗнче ӑс пухнӑ, анлӑ профиллӗ специалистсене бухгалтерие те, агрономие те, зоотехникӑна та, инженерие те вӗрентнӗ — «фермер-арендатор, технолог-организатор» дипломӗпе вӗренсе тухнӑ[1].

Шупашкар районӗнчи Иккасси ял канашӗнче бухгалтерта, Иккассинчи «1 мая» колхозра председатель тата тӗп агроном, Иккасинчи культура ҫуртӗнче пултарулӑх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ[1].

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче администраторта вӑй хунӑ. Шупашкар районӗн «Тӑван ен» хаҫат редакцийӗнче реклама пайӗн редакторӗнче ӗҫленӗ[1].

2012 ҫултанпа Ҫурҫӗре вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрет.

Пултарулӑх

Шкулта вӗреннӗ чухнех пултарулӑх концерчӗсене хутшӑннӑ, солист пулнӑ. Сыктывкарта вӗреннӗ чухне вӗрентекенсен ушкӑнӗнче, ҫав шутра коми юррисене те, юрланӑ.

Иккассинче ӗҫленӗ чухне Анатолий Печников композитор ертсе пыракан «Ҫӑлкуҫ» халӑх ансамблӗнче юрланӑ. Шупашкарти культура училищине Михаил Семёнов педагог патне вокал урокӗсене ҫӳренӗ. Вӑл ертсе пыракан ушкӑнпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче гастрольсенче пулнӑ[2].

Чӑваш эстрадине 1996 ҫулта «Сан хура куҫусем» юрӑпа (сӑвви Зоя Сывлӑмпин, кӗвви Анатолий Печниковӑн) тухнӑ[1].

Пӗрремӗш концертне 1998 ҫулта Шупашкарти Агрегат завочӗн культура керменӗнче ирттернӗ[1].

Юррисем: «Шуҫӑм киличчен», «Ӑраскал», «Куҫусем», «Пӗр саншӑн ҫеҫ», «Сана курас», «Тӑвансем», «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ», «Юратать — юратмасть», «Юрату пурах»[3] тата ыттисем.

Репертуарӗнче дуэтпа Иван Христофоровпа (вӑл вилсен ун ывӑлӗпе Ваня Христофоровпа ҫыртарнӑ), Михаил Ивановпа, Геннадий Петровпа, Александр Кузьминпа ҫыртарнӑ юрӑсем пур[2].

«Сире юратса», «Атте-анне — ман ик ҫунатӑм» альбомсем кӑларнӑ[1].

Юррисен авторӗсем: Альбина Юрату, Василий Шихранов, Владимир Рыбкин сӑвӑҫсем, Александр Павлов аранжировщик[2].

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӗн лауреачӗ (3-мӗш вырӑн)[1].

Ҫемье

  • Тӑван ашшӗ — Григорьев Анатолий Петрович.
  • Амӑшӗ — Альбина Васильевна.
  • Ҫитӗнтернӗ ашшӗ — Михаил Иванович.
  • Шӑллӗсем — Андрей, Алексей.
  • Мӑшӑрӗ — Сергеев Николай Иванович (1966—2012).
  • Хӗрӗ — Анастасия.
  • Ывӑлӗ — Евгений.
  • Икӗ мӑнук пур[2].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Сергеева Алёна Анатольевна. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Альбина Юрату. 88 интервью. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 476. — С. 76-80.
  3. ^ Алёна Сергеева (выр.). chmedia.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем

© Правообладателем данного материала является АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».
Использование данного материала на других сайтах возможно только с согласия АНО «Интернет-энциклопедия «РУВИКИ».

Темӑпа ҫыхӑннисем