Алексей Шадриков

Шадриков Алексей Валерьевич (сцена ҫинчи ячӗ — Алексей Шадриков) (ҫур. 1980 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ, Елчĕк, Елчĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей эстрада юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Кун-çулĕ

1980 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулта ҫемйи Таяпа Энтри ялне пурӑнма куҫнӑ. Таяпа Энтри вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ, 2002 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].

Шкулта вӗреннӗ чухне Елчӗкри музыка шкулне ҫӳренӗ, ӑна баян класӗпе вӗренсе тухнӑ. Савӑн пекех ытти кӗвӗ хатӗрӗсемпе — гитара, синтезатор — калать[1].

Чăваш Республикин «Эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ» пӗрлӗхӗн пайташӗ. Регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресӗ» пӗрлӗхӗ çумӗнчи Чăваш Республикинчи Çамрăксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн председатель çумӗ пулнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[2].

2022 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче Алексей Шадриков Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Сергей Кувшинов тата Екатерина Петрова юрӑҫсемпе, ҫавӑн пекех тӗрлӗ конкурссен лауреачӗсемпе Диана Павлова тата Мария Гущина юрӑҫсемпе пӗрле Донецк Халӑх Республикинчи Дебальцево(выр.)чăв., Макеевка(выр.)чăв., Донецк, Торез(выр.)чăв. тата Комсомольское(выр.)чăв. хулисенче салтаксем умӗнче концертсем панӑ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан территорире концерт панӑ пӗрремӗш чӑваш артисчӗсем пулнӑ[3].

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 156-мӗш хушӑвӗпе артистсене ҫак хӑюлӑхшӑн Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе чысланӑ[4].

«Мечта» санатори-профилактори пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вӑй хурать[5].

2024 ҫулта «Управленецсен команди» республика конкурсне хутшӑнса финала тухнӑ, ертӳҫӗсен кадр резервне кӗме тивӗҫнӗ[5].

Пултарулӑхӗ

Юрӑҫ 6 альбом кӑларнӑ: «Пулнӑ вӑхӑтсем», «Пирен юрату ҫинчен», «Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ», «Каҫсерен тӗлӗксем», «Эп каллех вунсаккӑрта».

Репертуарӗнче 100 ытла юрӑ. Паллӑраххисем[6][7]: «Ах, чӗрем, чӗрем», «Пулнӑ вӑхӑтсем», «Пирӗн юрату ҫинчен», «Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ», «Каҫсерен тӗлӗксем», «Эп каллех вунсаккӑрта», «Манран ан ыйт эс юрату», «Ултавлӑ шӑпа», «Кӗтсе ил мана, савниҫӗм», «Сар пике», «Укӑлча умӗнче», «Ӑҫтаччӗ эс?», «Малтанхи юрату», «Сукмак», «Ҫуралнӑ кун», «Пӗр санпа», «Пултӑр юрату», «Юрату кӗперӗ», «Ҫуркуннеччӗ, ӑшӑччӗ», «Телей», «Каҫар», «Ҫырма юхать», «Ӗмӗт», «Ӗнерхи юрату», «Якӑлти», «Кам валли-ши?» тата ыттисем те.

2026 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» проекта хутшӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов чӑваш эстрадин ӗҫченӗсемпе тӗл пулса пурне те пӗрлештерекен юрӑ ҫырма, юрӑ никӗсне Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахсене хывма сӗннӗ[8]. Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче юрӑ презентацийӗ иртнӗ[9]. Проекта пурнӑҫа кӗртекенсем: сӑвӑ авторӗ — Наталья Сахарова, кӗввине ҫыраканӗ — Андрей Коноплев, юрлакансем — «Глянец» тата «Приданое» ушкӑнсем, Августа Уляндина, Егор Матвеевский, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Денис Павлов, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Ольга Пеганова, Pegana, Вячеслав Дик, «5 октав» студи тата «Вирьял» ансамбль[10].

Ҫемье

  • Ашшӗ-амӑшӗ тава тивӗҫлӗ канура, тӑван ялӗнче — Таяпа Энтрире — пурӑнаҫҫӗ[1].
  • Пиччӗшӗ тата шаллӗ пур, шӑллӗ Андрей Шадриков — чӑваш эстрада юрӑҫи[1].
  • Виҫӗ ача: Милена хӗрӗ — пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен, Матвей ывӑлӗпе Карина хӗрӗ — иккӗмӗш арӑмӗнчен[1].

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ

  • Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснисен «Елчӗксем» ентешлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли ҫар пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнать.
  • Ятарлӑ ҫар операцийӗ валли укҫа-тенкӗ пухас тӗллевпе йӗркелекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене йӗркелет[11], ҫавӑн пекех ытти ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать[12].
  • 2026 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче РФ Хӳтӗлев министерствин Хусан ҫар госпиталӗнче(выр.)чăв. сипленекенсем валли Донбаса кайнӑ ушкӑн — Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана Павлова, Мария Гущина эстрада юрӑҫисем — концерт панӑ. Акцие Шупашкарти «Тăнăç пурнăçа тунă утăм» социаллă проект ертӳçи СВО ветеранӗ Дмитрий Осипов подполковник йӗркеленӗ[13].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Андрей Макаров. Звезда чувашской эстрады Алексей Шадриков: "Без энергетики зрителя нет вдохновения" (выр.). Портал Pro Город. Pro Город — Чебоксары (9 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ Вика Сорокина. Алексей Шадриков тава тивӗҫлӗ ята илнӗ (выр.). Чӑваш халӑх сайчӗ (3 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Артисты чувашской эстрады впервые выступают в Донецкой Народной Республике (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (25 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  4. ^ О награждении государственными наградами Чувашской Республики (выр.). Сетевое издание «право21.рф». Официальный портал органов власти Чувашской Республики (19 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Глава Чувашии актуализировал состав резерва управленческих кадров республики (выр.). Портал «Нормативные правовые акты Чувашской Республики». Сетевое издание «право21.рф» (5 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ.
  6. ^ Алексей Шадриков (выр.). Чаваш Медиа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  7. ^ Алексей Шадриков (выр.). chuvash-republic.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  8. ^ «Мы были, есть и будем»: Премьер-министр Чувашии Сергей Артамонов предложил чувашским артистам создать новую, объединяющую поколения, народную песню (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (31 утӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  9. ^ Члены Экспертного клуба Чувашии прокомментировали презентацию музыкального клипа «Мы были, есть и будем» о единстве поколений (выр.). opchr21.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  10. ^ Идея создания песни единства Чувашии воплощена в жизнь. hypar.ru. Издательский дом «Хыпар». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  11. ^ Благотворительный концерт в поддержку военнослужащих СВО (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Яльчикский муниципальный округ (19 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  12. ^ Состоялся благотворительный концерт в помощь строительству храма в селе Лащ-Таяба (выр.). Электронное периодическое издание Чебоксары.ру (15 утӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  13. ^ Ирина Кузьмина. Чăваш эстрада юрăçисем Хусанти госпитале тата килме шутлаççӗ. Сувар (23 авӑнӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем