Елчĕк (Елчĕк районĕ)

Елчĕк, JelcĕkЧăваш Енĕн Елчĕк районĕн тĕпĕ. Шупашкартан 140 çухрăмра, Канашран 65 çухрăмра, Таяпа çырми Кĕçĕн Пăла шывне юхса кĕнĕ тĕлте вырнаçнă.

Тавралăхĕ

Вăрмансăр та уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн. Çывăхра Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тускел, Акчел тата ытти ялсем вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2544 çын, çав шутра 1225 арçын, 1319 хĕрарăм пурăннă[2].

Кунçулĕ

Чылай вăхăт Кĕçĕн Елчĕк ятпа çÿренĕ.

Елчĕк гербĕ пирки

Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçачĕн 1994-мĕш çулхи раштавăн (декабрĕн) 13-мĕшĕнчи номерĕнче пĕчĕк статья пичетленсе тухнă. Унăн ячĕ — "Елчĕкĕн те герб пулмалла". Çав статьяра палăртнă сĕнÿпе пĕрлех Елчĕк ялĕн гербĕн проекчĕ те пур. Хулкан çинче Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таяпа шывĕсем еплерех пĕрлешнин схеми (планĕ). Тивĕçлĕ вырăнта — уйрăм пÿрт ÿкерчĕкĕ, вăл Елчĕк ялне символла майпа палăртать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе герб туса хуман. Ытти проектсем пулнă-и, пулман-и — ку паллă мар. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕн ятарлă гербĕ çук. Районăн — пур. Анчах та вăл пĕр харăсах район центрĕн те гербĕ пулнине ятарласа палăртман.[3]

Паллă ентешсем